Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашсен наципе культура автономийĕ тата Наци культурисене çĕнетсе аталантаракан центр пуçарăвĕпе Ульяновскра облаçри пултаруллă чăваш ачисен «Пĕчĕк çăлтăр – 2018» конкурсĕ иртрĕ. Кăçал унта регионăн тăватă (Ульяновск, Чăнлă, Вешкайма, Мелекесс) районĕнчен тата Ульяновск хулинчен 13 хĕрача хутшăнчĕ.
Пултарулăхпа хитрелĕх ăмăртăвне хутшăннă пĕчĕк хастарсем хăйсене питĕ çирĕп тытрĕç. Акăш чĕпписем евĕр илемлĕ утса, пилĕк-çурăмне тӳрĕ тытса, ярăнса тухрĕç вĕсем сцена çине. Чăваш наци тумĕпе капăрлăхĕ уйрăмах илĕртӳлĕх кӳчĕ пĕчĕк çăлтăрсене. Ачасене ытарма та çукчĕ!
Йĕркелӳçĕсем тăватă конкурс хатĕрленĕ. Маттурсем тĕрĕслевĕн кашни тапхăрнех тăрăшса хатĕрленни куçкĕретчĕ. Нимĕн те кулянтарнă, хăратнă пек туйăнмарĕ шăпăрлансене. Юнашар ашшĕ-амăшĕ тата ертӳçи çеç темшĕн хăйсенчен ытларах пăшăрханни палăрчĕ.
Малтанхи тапхăр – паллаштару. Кашниех хăйĕн çинчен каласа пачĕ. Дарья Куликова (3-мĕш номерлĕ чиперкке) Ульяновскра çуралнă. Уншăн пурнăçра чи хаклă çынсем – ашшĕ-амăшĕ тата йăмăкĕ. Хĕрача икĕ çул ĕнтĕ чăваш хĕрĕ, паллă хореограф С.Н. Чернова ертсе пыракан «Милана» (2-мĕш ӳнер шкулĕ) ташă ушкăнне çӳрет.
Диана Яковлева Унтăр шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренет. «Ӳкерме, тĕрлеме юрататăп, хĕлле йĕлтĕрпе хытă чупатăп, спортпа туслă, ӳссен воспитатель пуласшăн», - терĕ вăл. Хĕрача – ашшĕпе, ăста платникпа, амăшĕпе, тĕрĕçĕпе тата çĕвĕçпе – мухтанать.
Дарья Харитонова Ульяновскри 13-мĕш ача-пăча ӳнер шкулне çӳрет. Пур çĕре те хастар хутшăнать вăл. Амăшĕпе ашшĕне, аслашшĕпе асламăшне, кукашшĕпе кукамăшне çине тăрса чăвашлăх ĕçне явăçтарнăшăн тав тăвать.
Катя Полякова Мелекесс районĕнчи Филипповка ял шкулĕнчен килсе çитнĕ. Хăйĕн çинчен вăл сăвăласа каласа пачĕ. Юрлама-ташлама вĕрентнĕшĕн шкулти учительне тав турĕ.
Ульяновскри 56-мĕш шкулта 4-мĕш класра вĕренекен Ксения Борисова кукашшĕпе кукамăшĕ патне Кивĕ Улхаш ялне хăнана çӳреме юратнине, шкулта Атăлçи халăхĕсен культурипе чĕлхине вĕреннĕшĕн хĕпĕртенине хавхаланса каларĕ. Килĕнче чăвашла калаçаççĕ иккен Борисовсем. Вĕрентекенĕ те Ксюшăн хăйĕн ĕçне чун-чĕрипе парăннă çын. Л.К. Благороднова хатĕрленĕ ăна.
- Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн, - пуçларĕ «Визиткăри» сăмахне Елена Биктеева.
Хĕрача Каша ялĕпе унăн ырă çыннисем çинчен ĕненмелле çепĕç каласа пачĕ. «Анне» юрă юрларĕ. Нумай ачаллă çемьере ӳсет Лена, Тутар Каши шкулĕнче 1-мĕш класра вĕренет. Икĕ çул каялла эпир унăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне «Путене» конкурсра курса савăннăччĕ.
Ăс-хакăл ăмăртăвĕ хĕрӳ иртрĕ. Аслисем шăпăрлансем чăваш чĕлхине аван пĕлнипе пĕлменнине, куçару ăсталăхне тĕрĕслеме шут тытнă. Ачасен хăйсем туртса кăларнă хут татки çине çырнă вырăс сăмахне чăвашла куçармаллаччĕ. Хăшĕсем – уйрăмах ялта пурăнакансем - тӳрех тавçăрса илчĕç ку ыйтăва, пĕчĕкреххисем вăрахрах шутларĕç. Шел, йăнăшакансем те пулчĕç вĕсен хушшинче. Апла пулсан та тăрăшни – паха.
Виççĕмĕш тупăшура конкурсанткăсем хăйсен юратнă пуканисемпе паллаштарчĕç. Ахаль пуканесем илсе килмен вĕсем. Тĕллевĕ хăйсем пекех илемлĕ чăваш тумĕллĕ ытарайми теттесем, тĕрĕ-эрешпе капăрлăх пĕлтерĕшĕ, наци хăйевĕрлĕхĕ çинчен каласа парасси. Ку тивĕçе те туххăмрах пурнăçларĕç хĕрачасем, пуканисене хыттăн ыталарĕç! Мĕн ятли кăна çукчĕ-ши чи çывăх «туссем» хушшинче – Марине, Силисса, Анюк, Кĕтерук, Нарспи, Илемпи, Пинерпи...
Чи вăрăмми пултарулăх конкурсĕ пулнинчен ним тĕлĕнмелли те çукчĕ – кĕписене улăштарса çеç тăракан чиперуксем хăйсен юрлас-ташлас ăсталăхне кăтартса пачĕç. Тĕлĕнмелли, каçса кайса алă çупмалли нумай пулчĕ ку тапхăрта. Пĕринчен тепри пултаруллăрах вĕсем.
Ишевкерен (Ульяновск районĕ) килнĕ Анна Журавлева илемлĕ чăваш юррине парнелерĕ. Вика Богословская (Ульяновскри 72-мĕш ача пахчи) сцена çине чăваш пирĕштийĕпе – юратнă чăваш воспитателĕпе – тухрĕ. Чăваш ташшине ăнăçлă лартнă вĕсем. Полина Итяксова, Софья Долгова (Ирçел), Валерия Гордеева (Ульяновскри 242-мĕш ача пахчи) тăван чĕлхепе ача-пăча валли çырнă паянхи чи илемлĕ юрăсене шăрантарчĕç. Шахматла тата шашкăлла выляма, кĕнеке вулама, ташлама юратакан София Бойцова (Ульяновскри 20-мĕш ача пахчи) «Карчăкпа старик тата уйăх» юмах лартма хатĕрленсе килнĕ. Ку ĕçе пурнăçлама хĕрачана пĕр ушкăна çӳрекен юлташĕсем пулăшрĕç. Каркиелтен (Вешкайма) Анастасия Игнатьева - çемйинче усрава илнĕ хĕрача – ташланине-юрланине ытарма çукчĕ. Ача пахчине çӳрекен пĕчĕк çăлтăра чăваш хастарĕ, Светлана Владимировна Ерофеева учитель хатĕрленĕ.
Кашни ачанах воспитатель е вĕрентекен чунĕ-нчен тăрăшса хатĕрлесе килни куçкĕретехчĕ. Паллах, амăшĕпе ашшĕ те, аккăшсем те хутшăннă ку пархатарлă та сумлă, çав вăхăтрах питĕ яваплă та кăткăс ĕçе. Укçа-тенкĕ тăкакланине, вăхăтпа пĕр шелсĕр усă курма тивнине пăхмасăр ĕмĕте пурнăçа кĕртме тăрăшнă аслисем. Акă куртăмăр – еплерех пултаруллă та илемлĕ вĕсем Иван Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕсем, Чĕмпĕр çутисем.
Ертӳçĕсем (Мария Ямщикова тата Анастасия Ахмерова) тĕрĕсне каларĕç – жюри членĕ-сене çĕнтерӳçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Тĕрĕссипе пĕр хĕрача та хаклă парнесĕр, дипломсăр каймарĕ сцена çинчен. Кашниех куракансем тата çирĕп хаклавçăсем суйласа илнĕ номинацире («Çепĕçлĕх», «Çивĕч ăс», «Илемлĕ кулă» тата ыттисемте) палăрчĕ.
«Пĕчĕк çăлтăр–2018» ята вара Ксения Борисова тивĕçрĕ, вице-мисс – Елена Биктеева. Çĕнтерӳçĕ хĕрачасене Ульяновскри «Улăт» аквапарка çемйипе кайса канма сертификат, çемçе теттесем пачĕç.
УОЧНКА пуçлăхĕ Олег Мустаев, Ульяновск облаçĕнчи Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр директорĕ Нурия Туркова ачасемпе ашшĕ-амăшне малашне те пысăк çитĕнӳсем, сывлăх, хавхалану сунчĕç, ертӳçине ашшĕ-амăшне пысăк ĕçшĕн тав турĕç. Çăлтăрсене хатĕрлесе килнĕ воспитательсемпе учительсене пурне те Тав хучĕпе чысларĕç.
 
: 246, Хаçат: 18 (1471), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: