Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акан 25-мĕшĕнче – чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕ. Çакна палăртса чăваш чиркĕвĕн настоятелĕ Игнатий игумен панихида ирттерчĕ.
Кĕлĕ 11 сехетре тытăнчĕ. Унтан Игнатий игумен пухăннисене Иван Яковлевичăн ĕçĕ-хĕлĕпе, вăл уçнă чиркĕвĕн кĕске историйĕпе паллаштарчĕ, Синодăн обер прокурорĕ Константин Победоносцев чиркӳшĕн нумай ĕç тунине палăртрĕ.
- Яковлев вăхăтĕнчех чиркӳре кĕлĕсене чăвашла ирттернĕ. Вăхăтĕнче чиркĕве çĕнĕрен чĕртсе яма пултарни – пысăк ĕç. Яковлева асăнса панихида ирттерме 90-мĕш çулсенче пуçларăмăр. Ун чухне кĕлле çын нумай çӳретчĕ, панихида уяв пек иртетчĕ,- терĕ Игнатий игумен кĕлĕре çынсем çулсерен сахалланса пынишĕн пăшăрханса.
Яковлева асăнса ирттернĕ кĕлле чăвашсен облаçри тĕрлĕ обществăлла юхăмĕсен ертӳçисем, вĕрентӳçĕсем, чăвашлăх ĕçĕнче тăрăшса ĕçлекен хастарсем хутшăнчĕç.
Кĕлĕ хыççăн Игнатий игумен сăмах тухса калама УОЧНКА председательне Владимир Сваева тата “Еткер” кăларăм редакторне Олег Мустаева пиллерĕ.
Владимир Сваев Иван Яковлевăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май унăн пурнăçĕпе ĕçĕ тăван халăхшăн вилĕмсĕр пулнине палăртса хăварчĕ.
Олег Мустаев панихида Яковлев хăй уçнă чиркӳре иртни пысăк пĕлтерĕшлине каларĕ. Çак кун тата Чăваш чĕлхи кунĕ пулнине аса илтерсе пурне те уявпа саламларĕ.
Игнатий игумен юлашкинчен пухăннисене Аслă Мăнкунпа саламларĕ, малашне те халăхшăн тăрăшса ĕçлеме пил пачĕ.
Кĕлĕ хыççăн ентешĕмĕрсем И.Я. Яковлевăн палăкĕ умĕнче пуçтарăнчĕç. Кăçал ытти çултинчен халăх самаях нумайччĕ. Мэрин вĕрентӳ управленийĕ пуçарăвĕпе Аслă Вĕрентекенĕмĕре пуç тайма хулари 15-мĕш, 21-мĕш, 40-мĕш, 55-мĕш, 64-мĕш шкулта вĕренекенсем, чăвашсен обществăлла организацисен ертӳçисем, тĕрлĕ шкулсенче чĕлхемĕре вĕрентекенсем пуçтарăннă. Митинга 55-мĕш шкул ачисем (ертӳçи Л.А. Марышева) уçрĕç. Вĕсем кĕскен И.Я. Яковлев биографине каласа пачĕç, вырăсла тата чăвашла сăвăсем вуларĕç.
Унтан сăмах УОЧНКА ертӳçине Владимир Сваева пачĕç.
-Паян çак сăваплă вырăнта шкул ачисем нумай пулни савăнтарать. Пирĕн хамăр историе лайăх пĕлмелле. Иван Яковлев уçнă шкулта чăвашсем кăна мар, вырăс, тутар, мăкшă ачисем те вĕреннĕ. Çавăнпа вăл пуриншĕн те Вĕрентекенĕмĕр пулса тăрать. Ачасем, пирĕн пуласлăх – сирте, лайăх вĕренĕр! - терĕ вăл пурне те уявпа саламласа.
Вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.Т.Улендеева пурне те И.Я.Яковлев çуралнă тата Чăваш чĕлхи кунĕсемпе саламларĕ. Пуç тайма пухăннисене тав турĕ.
«Еткер» телекăларăмăн редакторĕ Олег Мустаев пурне те саламласа çапла каларĕ: «И.Я. Яковлев çуралнă кун – Чăваш чĕлхи кунĕ. Иван Яковлевич хăйĕн Халалĕнче çапла чĕнсе калани пур: «Эпир туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр». Пирĕн çакна тĕпе хурса халăхăмăршăн усăллă ĕçсем тăвас пулать».
Митингра Хула Думин депутачĕ Н.А. Лазарев та пурччĕ. Вăл пурне те чĕререн саламларĕ. Çамрăксене И.Я. Яковлева тĕслĕхе хурса тата лайăхрах вĕренме хавхалантарчĕ.
-Хисеплĕ Иван Яковлевич, Эсир пирĕнпе пулни пысăк савăнăç!- пуçларĕ хăй сăмахне Чăваш халăх академикĕ А.М. Богатов. Вăл И.Я. Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ. –Эпир Санăн ĕмĕтӳсене пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр. Мĕн каланă пулĕччĕ-ши вăл пурăнас пулсан? Вăл пире вырăс халăхĕпе туслă пурăнма чĕнсе каланă. Ман шутпа, чăвашсем çакна пăхăнса пурăнаççĕ.
Раççей тава тивĕçлĕ тухтăрĕ Елизавета Фурашова Иван Яковлевича пиччĕшĕпех танлаштарчĕ. Ачасене тăрăшса вĕренме, ӳссен çĕршывшăн усăллă çынсем пулма сунчĕ.
Чăваш халăх академикĕ Фёдор Искендеров ачасене чăвашла вĕрентес ĕçе лайăхлатма сĕнсе каларĕ.
Пухăннисем палăк умне чĕрĕ чечексем хурса пуç тайрĕç.
Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн çуралнă кунĕ кăçал Мăнкун уявĕн эрнине килчĕ. Çавăнпа та кашнин пичĕ савăнăçпа ялкăшрĕ. Шел, уяв чуна пăшăрхантаракан сăлтавсăр иртмерĕ: И.Я. Яковлев музейĕ çав кун ĕçлемерĕ. Имĕш унта кĕме малтанах ирĕк илмелле, миçе çын пырасси пирки заявка парса укçине тӳлесе хумалла пулнă. Музейра чăвашсем ĕçленĕ пулсан та çаплах пулĕччĕ-ши?
 
: 1116, Хаçат: 17 (1109), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: