Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акан 25-26-мĕшĕсенче И.Я. Яковлев çуралнă куна паллă туса «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музейĕ тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕ. Пухăннисем валли питĕ интереслĕ программа хатĕрленĕ музей ĕçченĕсем.
Пĕрремĕш мероприяти - «Тĕкĕр тепĕр енчи юмах» - çĕнĕ экспозици уçăлни.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем халăх сăмахлăхне, тупмалли юмахĕсене, юрри-кĕввине, вăййисемпе йăлисен йĕркине пуçтарнă. Ятарлă кĕнекесем кăларнă, вĕсемпе ачасене пĕлӳ памалли учебниксем хатĕ-рленĕ. Вăл вăхăтра кăларнă юмах кĕнекисем те пур. И.Я. Яковлев сăмахĕпе, шăпах юмахсем ачасенче вĕренӳ интересне çуратма пулăшаççĕ, пĕчĕккисене тăван халăха, Тăван çĕршыва юратма, ватти-вĕттине, ытти халăх çыннисене сума сума хăнăхтараççĕ. Çавăнпа та «И.Я. Яковлев хваттерĕ» музейри çĕнĕ экспозицие юмахсене халалланă.
Унăн авторĕсем – «Родина В.И. Ленина» музей-заповедник ĕçченĕсем - хальхи саманапа тан пыракан мультимедиллĕ, интерактивлă мелсемпе пĕчĕккисемпе аслисене юмах тĕнчине явăçтарма тăрăшрĕç. Кунта халăх сăмахлăхĕ те, çемье те, юратупа курайманлăх та, ырăпа усал та, илемпе шанчăклăх та пур.
Пĕрремĕш пӳлĕмре куракансене тĕрлĕ халăх юмахĕсенчи тĕлĕнтермĕш япаласем кĕтсе илеççĕ – хăй тĕллĕн хăвăрт утакан атă, самолет-кавир, Тухатмăш карчăк вĕçекен килĕ (ступа), тĕлĕнтермĕш арча тата ытти те. Виçĕ пысăк пӳлĕмрен тăракан юмах тĕнчинче курмалли, пĕлмелли, савăнмалли ачасемшĕн нумай. Паянхи интерактивлă технологисемпе усă курнипе ачасем çав юмаха путаççĕ. «И.Я. Яковлев хваттерĕ» музей ĕçченĕсем ахальтен мар экспозици уçнă çĕре хулари ача сачĕсен заведующийĕсемпе методисчĕсене чĕннĕ. Нумайăшĕ ачасене кунта хăçан илсе килме юранипе кăсăкланчĕ.
«Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музей ĕçченĕсем пурне те çĕнĕ экспозицине курма чĕнеççĕ.
Музейри И.Я.Яковлев юбилейĕпе çыхăннă тепĕр мероприяти – Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче 1913 çулта Романовсен йăхĕ Раççей тронĕ çине ларнăранпа 300 çул çитнине халалланă Михаил Глинкăн «Жизнь за царя»» оперине çĕнĕрен чĕртсе тăратни. Музейри уява пухăннисене оперăри пĕр сыпăка кăтартса пачĕç. 105 çул каялла Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пулса иртнĕ ĕç-пуçа спектакль евĕр сăнарларĕç. Кунта Иван Яковлев хăй те килсе çитнĕ, мăшăрĕ Екатерина Алексеевна, сумлă хăнасем, вĕренекенсем. Капитолина Эсливанова тата Федор Павлов юрланă оперăри партисене паянхи артистсем кăтартса пачĕç – Ульяновскри Г.И. Шадрина ячĕллĕ музыка училищин вĕренекенĕ Мария Едукова тата Хусанти патшалăх консерватори студенчĕ Кирилл Логинов. Юрлакансемпе пĕр вăхăтра Ленин мемориалĕнчи камера оркестрĕн (дирижерĕ Анатолий Куликов) музыки тыткăнларĕ. Ульяновскри Г.И. Шадрина ячĕллĕ музыка училищинче вĕренекенсен хорĕ илемлĕ юрларĕ. И.А. Гончаров ячĕллĕ драма, Çамрăксен театрĕсен артисчĕсем, Ульяновскри патшалăх университетĕнчи актер пултарулăхĕн факультетĕнче вĕренекенсем 105 çул каялла пулса иртнине чĕртсе тăратса çак событие хутшăннисен асаилĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Куракансемпе хăй И.Я. Яковлев калаçрĕ.
Хăй вăхăтĕнче оперăна Чĕмпĕр чăваш шкулĕ-нче вĕренекенсен вăйĕпе лартнă – оркестрти инструментсемпе калакансем те, юрлакансем те унта вĕреннĕ. Постановка Чĕмпĕрти культура пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннă.
Тепĕр кун И.А. Гончаров ячĕллĕ драма, Çамрăксен театрĕсен артисчĕсем музейра И.Я. Яковлев пурнăçĕнчи паллă тапхăрсемпе çыхăннă сценкăсем лартрĕç.
 
: 104, Хаçат: 18 (1471), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: