Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак девизпа иртрĕ Баратаевкăри «Сказка» ача садĕнче Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 73 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприяти.
Ачасем вăрçă мĕнне пĕлме тивĕçлĕ мар. Анчах та 1941-1945 çулсенчи вăрçă вăхăтĕнче пĕчĕк чунсем те аслисемпе танах хăрушă вăрçăн мĕнпур йывăрлăхне чăтса ирттернĕ.
Мероприяти июнĕн 22-мĕшне, вăрçă пуçланнă куна, сăнласа панипе тытăнчĕ. Выляса-кулса çӳрекен ачасен лăпкăлăхне ӳксе çурăлакан бомба татрĕ. Ю. Левитанăн мăнаçлă сасси пирĕн çĕршыв çине фашистла Германи сĕмсĕррĕн тапăннине пĕлтерчĕ. Хĕрачасем арçын ачасене пилоткăсем тăхăнтартса вăрçа ăсатрĕç.
Уявра ача садне çӳрекен шăпăрлансем вăрçă, мир, туслăх, тăван çĕршыв çинчен сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç. Çак яваплă мероприятире сăвă калама тивĕçлисем – «Сказка» ача садĕнче иртнĕ конкурсра çĕнтерекенсем пулчĕç.
Пурте пĕрле фронтовиксем юратнă «Катюша» юрра шăрантарнă хыççăн ачасемпе уява пухăннă аслисем çак хăрушă вăрçăра пуçне хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.
Аслă вăрçă 1945 çулта фашизма çĕнтернипе вĕçленнĕ. Шел пулин те нумайăшĕшĕн вăл паянхи кун та тăсăлать. Уява Афганистан, Чечня тата ытти вăрçă хирĕçĕвĕсене хутшăнса орденсем илме тивĕçнĕ паянхи паттăрсене чĕнтĕмĕр. Вĕсем: Рафаэль Мердеев – Ульяновск облаçĕнчи Общество палатин членĕ, Афганистан вăрçин инваличĕсен пĕрлĕхĕн ертӳçи, Хăюлăх орденĕн кавалерĕ* Юрий Моисеев – ОМОН ветеранĕсен организацийĕн председателĕ, Хăюлăх орденĕн кавалерĕ* Алексей Машинистов – Çурçĕр Кавказри çар хирĕçĕвне хутшăннă, Хăюлăх орденĕн кавалерĕ. Çаплах пĕчĕкскерсемпе тĕл пулма вăрçă ачисем – Мария Тимофеевна тата Владимир Яковлевич Фролунинсем килсе çитрĕç.
Пухăннисене уяв ячĕпе саламласа, ветерансене килнĕшĕн тав туса ача сачĕн заведующийĕ Ольга Владимировна Вдовина сăмах каларĕ. Вăл ветерансемпе малашне те тачă çыхăнса ĕçлеме кăмăллă пулнине палăртрĕ, уява килнĕ хаклă хăнасене сăмах пачĕ.
Тĕнчери тĕрлĕ вăрçă хирĕçĕвне хутшăннисемпе вăрçă «кулачне» тутанса курнисен пĕчĕккисене каласа памалли нумай пулчĕ. Вĕсем пурте сăмахне пĕр шухăшпа вĕçлерĕç - урăх çĕр çинче нихăçан та вăрçă ан кĕрлетĕр, ачасем вăрçă мĕнне ан пĕлччĕр! Паянхи çамрăк ветерансем шăпăрлансене кăтартма ятарласа Калашников автомачĕпе пулеметне илсе килнĕ. Питĕ интереслĕ пулчĕ çакă ачасемшĕн. Уйрăмах арçын ачасем кăсăкланчĕç, тĕрлĕ ыйту пачĕç.
Савăннă шăпăрлансем ветерансене тав туса хĕрлĕ гвоздика чечексем тата Çĕнтерӳ символне – Георги лентине – парнелерĕç.
Юлашкинчен пухăннисем пурте «День Победы» юрă кĕввипе ача садĕнчен тухса Баратаевкăри шкул картишĕнче вырнаçнă Александр Матросов палăкĕ патне çул тытрĕç, паттăра асăнса умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Ялта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалласа палăк лартмалли вырăн пур. Унта хальлĕхе чул выртать. Ачасем мăн аслашшĕ-семпе мăн кукашшĕсене, мăн асламăшĕсемпе мăн кукамăшĕсене паянхи мирлĕ пурнăçшăн, çутă та таса тӳпешĕн тав туса чĕрĕ чечексем хучĕç.
 
: 48, Хаçат: 20 (1473), Категори: Ачалăх утравĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: