Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Çĕртме (июнь) уйăхĕн 2-мĕшĕнче Ульяновскри Ипподром тӳремĕнче (Çĕнтерӳ паркĕ çумĕнче) йăлана кĕнĕ халăх уявĕ – область Акатуйĕ иртет.
Ирпе 11 сехетре пуçланать.
Программăра вырăнти, Тутар, Пушкăрт, Чăваш Республикинчи, Сарă ту, Самар, Ăремпур облаçĕсенчен килекен пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ, тĕрлĕ конкурссем, ача-пăча вăййисем, спорт ăмăртăвĕсем пулĕç.
Кунтах суту-илӳ пырĕ, çав шутра чăваш капăрлăхĕсемпе тумĕсен илемлĕ-хне курма, вĕсене туянма май пулĕ. Халăх ăстисем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарĕç.
Пурне те Акатуя йыхравлатпăр!
Хапăл туса кĔтетпĔр!
 
: 46, Хаçат: 20 (1473), Категори: Пĕлтерӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: