Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Май уйăхĕн 20-мĕшĕнче, вырсарникун Чартаклăра облаçри кăçалхи чи пĕрремĕш Акатуй иртрĕ. Район центрĕнчи шкул стадионне муниципаллă пĕрлĕхри пур ял-саларан пултарулăх ушкăнĕсем, ялхуçалăх ĕçĕнче малта пыракансем, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, вăрçă ачисем, нумай ачаллă çемьесем, çамрăксем, ачасем пуçтарăннăччĕ.
УОЧНКАн Чартаклă районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Ирина Мишина Акатуя уçма сцена çине сумлă хăнасене йыхăрчĕ. Чăваш тумне тăхăннă пикесем вĕсене çăкăрпа-тăварпа кĕтсе илчĕç, ырă сăмахсем каларĕç. Кăçалхи тыр-пул тухăçĕ аван пултăр тесе Акатуя хутшăннă пур чăваша та сăйларĕç.
Ирина Ильинична пурне те ырлăх-сывлăх сунчĕ, çĕрпе суха туйĕпе саламласа малашне те хастар, пуçаруллă пулма чĕнчĕ.
- Уй-хирти ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ, пĕрчĕллĕ культурăсене акса пĕтертĕмĕр. Куккуруспа хĕвĕлçаврăнăш та çак кунсенче çĕре кĕрессе шанатпăр. Районта пĕр гектар çĕр те пушă юлмĕ, - терĕ Чартаклă район пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăха илсе пыракан Евгений Лашманов чăвашсене Ака туйĕ ячĕпе саламласа.
Евгений Петрович çуракинче чăваш механизаторĕсемпе водителĕсем, техникĕсем уйрăмах пысăк хĕрӳлĕхпе, тӳрĕ те çирĕп кăмăл-туйăмпа вăй хунине палăртрĕ, ӳркенменшĕн, çине тăрса ĕçленĕшĕн тав турĕ.
Чăваш Наци конгресĕн вице-президенчĕ, УОЧНКА пуçлăхĕ Олег Мустаев чăваш тĕнчинчи тата облаçри автономи ĕçĕнчи çитĕнӳсемпе паллаштарчĕ. Чартаклă чăвашĕсем çак пĕрлĕхре пысăк та сумлă вырăн йышăннине каласа хăварчĕ. «Пĕрлĕхре – вăй! Пирĕн малашне те Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр палăртнă ĕçсене кар тăрса пурнăçласчĕ, çĕр çинчи тăнăçлăхшăн, регион аталанăвĕшĕн тăрăшса вăй хурасчĕ. Чăвашсене тата пирĕнпе савăнма килнĕ ытти халăх çыннисене паянхи уяв ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп!», - терĕ Олег Николаевич.
Пушă алăпа килмен хисеплĕ хăна – чартаклăсене, Чăваш культура кунĕ-сенче хастарлăх кăтартнă йăхташĕсене, автономи ятĕнчен Тав хучĕсем пачĕ.
Территорисен пĕрлехи аталанăвĕн агентствин директорĕ Сергей Вебер çуракире мала тухнă ялхуçалăх ĕçченĕсене, районти передовиксене асăнмалăх парнесем, Хисеп грамотисем пачĕ.
Уяв малалла тăсăлчĕ – чыслав хыççăн концертпа ача-пăча вăййисем, спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç. Акатуй халăхĕ ташласа-юрласа савăнчĕ. Шăмăршă районĕнчен (Чăваш Республики) килнĕ «Ахаяс» фольклор ушкăнĕн юррисем чартаклăсемшĕн чăн-чăн парне пулчĕç.
Акатуя Володарски ячĕллĕ шкул вĕрентӳçи Татьяна Шмаранова ертсе пычĕ. Йĕркелӳçĕсем, меценатсем – вырăнти усламçăсем, ялхуçалăх ертӳçисем. Вĕсем пурте тав сăмахне тивĕçрĕç.
 
Чартаклă рабочи поселокĕ.
 
: 92, Хаçат: 21 (1474), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: