Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕр çинче темиçе пин тĕрлĕ халăх пурăнать. Кашни халăхăн хăйĕн менталитечĕ.
Мĕн-ха вăл менталитет/ Латин сăмахĕнчен куçарсан вăл mentis – «чун» тенине пĕлтерет. Тĕслĕхшĕн мăсăльман тĕнне ĕненсе пурăнакансене илер. Вĕсем суту-илӳпе аппаланаççĕ, чурасем тытаççĕ, ваттисене сума сăваççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, хӳтĕлеççĕ.
Пирĕн, чăвашсен, кун пекки курăнсах каймасть. Кашни хăй пĕлнĕ пек пурăнать, пĕр ялта пулсан та пĕр-пĕрне кураймаççĕ, çиллине ниçта шăнăçтараймасăр хăваласа та çӳреççĕ. Ĕçсе ӳсĕрĕлсен чăваш хăйне паттăр туять, вырăсла намăс сăмахсемпе ятлаçать, ватăсене хирĕç кăшкăрать.
Темиçе ĕмĕр вырăссемпе юнашар христиан тĕнне ĕненсе пурăнса хамăр культурăна манса пыратпăр. Апла пулин те совет саманинче, тĕпрен илсен, колхозсенче механизаторсем, шоферсем, ĕне сăвакансем чăвашсем пулнă. Мĕншĕн тесен чăваш ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе, тирпейлĕхĕпе палăрса тăрать.
Кашни халăхăн хăйĕн начар енĕсем пур. Анчах та обществăра хăшĕ-пĕри çапла каланине илтме пулать: «Что одет как чуваш/» Ку каларăшăн историйĕ пур. Ĕлĕкрех чăваш çĕтĕк-çурăк сăхманпа, çăпатапа çӳренĕ. Уйрăмах хулана тухнă чухне. Ытлашши начар пурăннипе те мар, хăйсене çаратасран хăранипе начар тумланса çӳренĕ чăвашсем. Çапла историре юлнă. Халĕ ĕнтĕ эпир пурте пĕр пек тăхăнса çӳретпĕр, европăлла. Анчах каларăш халĕ те пурăнать.
Чăвашсем хушшинче мĕнле кăна паллă çынсем çук: усламçăсем, политиксем, депутатсем, генералсем, прокурорсем, космонавтсем, банкирсем. Ĕçлемен, ĕçекен çынсем наци ятне янишĕн тĕп халăх айăплă мар. Тĕрĕссипе каласан, ун пеккисем кашни халăхăн пур.
Темиçе çул каялла эпĕ район хаçатĕнче ĕçлеттĕм. Редактор чăваш пулсан та ĕçлекенсем хушшинче вырăсла ятлаçатчĕ. Вырăс сăмахĕсемпе усă курни сулăмлăрах пулать тесе шутлатчĕ пулас. Е тата кĕрен пĕр-пĕр пуçлăх патне чăвашла калаçса. Вăл вара сана вырăсла хуравлать.
Пăхатăп та хальхи çынсем çине – ăна хаçат-журнал та, кĕнеке те илĕртмест. Укçа, укçа, тĕрлĕ аппаратура тата çăмăл машина кăна кирлĕ. Ĕлĕкрех-ха астăватăп, мĕн чухлĕ «Ялав», «Тăван Атăл», «Капкăн», «Пионер сасси» çырăнса илетчĕ ял-йыш, кĕнеке туянатчĕ. Пирĕн çемье те вĕсен шутĕнчеччĕ. Халĕ ку хаçат-журналăн тиражĕ те чакса ларчĕ.
Пĕрре пульницара сипленнĕ чухне пĕр арçынпа паллашнăччĕ. Çĕнĕ Улхаш ялĕнче çуралса ӳснĕ вăл. Кунта чăваша тĕл пулнишĕн эпĕ питĕ савăннăччĕ. Анчах та вăл мана çапла хуравларĕ: «Эп чăвашла калаçма маннă, мăшăр вырăс, çамрăкранах Чĕмпĕрте пурăнатăп», - терĕ.
Чĕмпĕрте чăвашсен çырулăхĕ çуралнă вĕт-ха! Чăваш та нумай пурăнать хулара. Мĕнле манма пулать чĕлхене/ Африкăра пурăнмасть вĕт-ха вăл!
Унтан тепĕр ватăпа паллашрăм. Вăл Вăта Тимĕрçен ялĕнче çуралса ӳснĕ Дубов пулса кайрĕ. Вăл мана чăвашла шăкăлтатса калаçнипе тĕлĕнтерсе пăрахрĕ. «Эпĕ 40 çул хулара пурăнатăп. Мăшăр та тутарччĕ ман. Мĕнле-ха вăл тăван чĕлхене манса каймалла/» - тесе хуравларĕ.
Пирĕн халăх хушшинче хăй камне пытаракансем те, пытарманнисем те пур. Тĕслĕхрен, çăмăл машинисен кайри чӳречисем çине хăшĕсем «Ан хыпалан, тусăм!», «Турă сыхлатăр», «Тăхăрьял», «Хамăр ял» - тесе çыраççĕ. Кун пек ентешсем хăйсем чăваш пулнипе мухтанаççĕ, çакна кăтартма тăрăшаççĕ.
Хам шухăша Валери Туркайăн сăввинчи «Чăвашшăн чăваш – чи хаклă юлташ, чăвашшăн чăваш – тăван хурăнташ» сăмахĕсемпе вĕçлес килет. Çапла пултăрччĕ!
 
: 33, Хаçат: 21 (1474), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: