Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕртме (июнь) уйăхĕн 2-мĕшĕнче Ульяновскри Ипподром тӳремĕнче (Çĕнтерӳ паркĕ çумĕнче) йăлана кĕнĕ халăх уявĕ – область Акатуйĕ иртет.
Ирпе 11 сехетре пуçланать.
Унта çакăн пек площадкăсем ĕçлеççĕ.
1. Тĕп эстрадăра Ульяновск, Самар, Саратов облаçĕсенчи, Чăваш, Тутар Республикисенчи фольклор ушкăнĕсем тата Чăваш Республикинчи профессильлĕ ансамбльсен концерчĕ 11 сехетре пуçланать.
2. Хăнасен площадки 13.30 сехетре ĕçне тытăнать. Кунта Чăваш Республикинчи Шăмăршă тата Елчĕк районĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарĕç. Ку районсем – кăçалхи Акатуйăн кураторĕсем.
3. Кĕрешӳ площадки спортсменсене 11.00 сехете йыхравлать, унта кĕрешекенсене çыраççĕ, виçе категорине палăртаççĕ. Ăмăрту 12.20 пуçланать.
4. Кире пукан йăтакансен ăмăртăвĕ 11.25 сехетре тытăнать.
5. «Кала, хуткупăс!» площадка 12.30-13.30 сехетсенче ĕçлĕ.
6. «Халăх вăййисем» площадка 11.30 сехетре ĕçне пуçлать. Михĕпе çапса антарассипе, кĕвентепе шыв йăтса чупассипе, михĕ тăхăнса чупассипе, ункăна лектерессипе, хупă куçпа чӳлмек çапса çĕмĕрессипе, вĕрен туртассипе, тĕл перессипе ăмăртма пулать. Çаплах унта автансен кĕрешĕвĕ, шурлăх урлă иртесси вăйăсем кĕтеççĕ.
7. Ача-пăча площадкинче 11.20 сехетре пуçласа облаçри ача-пăча ушкăнĕсем, «Чăваш ачи, сассуна пар!», «Путене», «Пĕчĕк çăлтăр» облаçри конкурссен çĕнтерӳçисем концерт кăтартĕç.
8. Çамрăксен площадкинче «Сарпике», «Кĕмĕл сасă» конкурссенче çĕнтернисем, Шупашкарти «Асамат» ушкăнăн концерчĕ 13.30 сехетре тытăнать.
9. Ипподромра 11.30 сехетре лашасем чупма пуçлаççĕ.
 
: 86, Хаçат: 21 (1474), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: