Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Малăклара иртекен «Новомалыклинский каравай» уявра хастар чăвашсемпе тĕл пулма тӳр килчĕ. Вĕсем çак икĕ кун пыракан уява хатĕрлесе ирттерес ĕçре çанă тавăрсах ĕçлерĕç. Тăрăшуллă ентешсенчен пĕри – Ольга Алексеевна Михайлова. Вăл районти вĕренӳ уйрăмĕнче методика ĕçĕнче консультант тивĕçне пурнăçласа пырать. Ун çине тата тепĕр яваплă ĕç тиеннĕ – вăл вырăнти чăвашсен автономи ертӳçи. Çав вăхăтрах районти профсоюз организаци ĕçĕсене те туса пыма ĕлкĕрет.
1959 çулта Чăваш Енри Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичпӳрт ялĕнче çуралса ӳснĕскере, шăпа ку тăрăха килсе тĕпленмелле тунă.
Вăтам шкул хыççăн Ульяновскри пединститутра историпе филологи факультетне пĕтернĕ. 1985 çулта çамрăк специалиста Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар шкулне ĕçлеме яраççĕ. Кунта ăна коммунистсен партине илеççĕ. Яваплăхне, тăрăшулăхне кура часах районти парти комитечĕн инструкторне суйлаççĕ. Унпа пĕрлех Ольга Алексеевна идеологи уйрăмĕн ертӳçин тивĕçне пурнăçлама тытăнать.
Илĕртӳллĕ, хастар хĕре, паллах, каччăсем куç хывман мар. Чунĕ юратнине суйласа илсен вăл çемье чăмăртать. Михайловсем пĕр ывăл çуратса ӳстереççĕ. Алексей Мускаври физикăпа инженер институтĕнче 5-мĕш курсра вĕренет. Шел, анчах икĕ çул каялла çемье пуçĕ çĕре кĕнĕ.
Халĕ Ольга Алексеевна вăхăтне кулленхи ĕçре ирттерет. Ывăлне час-час курайманшăн тунсăхлать. Ĕçĕ вара çителĕклех. Кăçалхи çулла ирттернĕ уявах илер. Пĕрремĕш кунхи çавра сĕтелшĕн йăлтах вăл яваплă пулнă. Çĕнĕ Малăкла районĕнче чăваш чĕлхине вĕрентес ĕç мĕнлерех пыни пирки, районти тĕрлĕ наци ачисем хушшинчи хутшăнусем пирки интереслĕ, усăллă докладсем хатĕрлесе районти шкулсенче вăй хуракан вĕрентӳçĕсем урлă хăнасем патне çитернĕ.
Чăваш Енре çуралса ӳснĕскер, кунти ачасем чăвашла манса пынишĕн пăшăрханать. Районта чĕлхене, халăхăмăрăн культурине вĕрентессишĕн чунне парса тăрăшать. Телее, çак пархатарлă ĕçе туса пырас юхăмра вăл пĕччен мар.
 
Çĕнĕ Малăкла.
 
: 1045, Хаçат: 47 (1139), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: