Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çураки ĕçĕсем еплерех пыни пирки Чăнлă районĕнчи «Сяпуков ИП» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертӳçипе Евгений Сяпуковпа калаçатпăр.
- Сивĕ, çумăрлă çанталăка пула ака ĕçĕсене вăхăтра пуçлаймарăмăр. Апла пулин те тăхтав ӳсен-тăран ӳсĕмĕпе аталанăвне сиенлĕ витĕм кӳреймĕ. Ялхуçалăхне начар мар тухăç кĕтет, - терĕ Евгений Федорович. – Çуракине вĕçлерĕмĕр. Тĕрĕссипе каласан, палăртнинчен маларах та. Çакă пĕтĕмпех – çанталăк уяртса ярса хресчене ăнăçу сунни, хальхи саманапа шайлашакан техника пурри, ака ĕçĕсене чухласа-пĕлсе ирттерни, уй-хирте ырми-канми вăй хуракан механизаторсемпе водительсен, техниксен тăрăшулăхĕ – хĕрӳ ĕççине кĕске вăхăтра вĕçлеме пулăшрĕ. Паянхи тĕп тĕллев – çак хăвăртлăха, кăтартусемпе шайлашулăха тытса тăрса малалла талпăнасси. Тырçиччен пурнăçламалли ĕçсем нумай-ха пирĕн. Паян анасем çинчи çумкурăкпа кĕрешессипе çине тăрса вăй хуратпăр.
Ĕççи малалла тăсăлать. Аван тухăç илес тесен хресченĕн çĕре апатлантармалла, нӳрĕлĕхе сыхласа хăварас тесе тăрăшмалла, кăпкалатмалла, сӳрелемелле, минераллă удобрени сапмалла... Хуçалăх фермерăн пысăк – унта 1 пин гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 2 пин гектар çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем, 1 пине яхăн кĕрхи культурăсем çитĕнеççĕ.
Палăртнине пурнăçламашкăн вара Евгений Сяпуков чи малтан хавхалануллă кăмăл-туйăм, юнашар пĕр шухăшлă шанчăклă çынсем, çирĕп те вăйпитти йыш пулмалла тет. Хуçан çакăн валли чăннипех те, ĕçлес кăмăллă, вăйлă команда, хастар механизаторсемпе водительсем, ялхуçалăх специалисчĕ-сем, пурри савăнтарать. «Эппин Турă пулăштăр пире, çĕнĕ вăйпа çăкăр ӳстерекенсем, пылак тымар çитĕнтерекенсем!» - тет фермер ялхуçалăхпа промышленность тытăмĕнче вăй хуракансене пурне те ыр сунса.
 
: 21, Хаçат: 22 (1475), Категори: Ака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: