Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск область спортсменки Анна Краснова Италири Сессари хулинче майăн 25-26-мĕшĕнче иртнĕ пĕтĕм тĕнчери «Мемориал Пелликоне» турнирта çĕнтернĕ. Унта çĕр чăмăрĕ çинчи 30 çĕршывран вунă виçе категорийĕнче 300 ытла кĕрешӳçĕ хутшăннă.
Раççейĕн пĕрлештернĕ команди (тренерĕ – Наталья Смирнова) йышĕнче ирĕклĕ кĕрешӳпе (20 çултан кĕçĕнрех хĕрачасем хушшинче ) пулнă ăмăртура чăваш пики ылтăн медале тивĕçнĕ.
Анна нумаях пулмасть Испанире мала тухнăччĕ, Дон-çи-Ростов хулинче иртнĕ турниртан бронза медаль илсе таврăннăччĕ. Италире Чăнлă район хастарĕ виçĕ хутчен çĕнтернĕ: Канада спортсменĕсене - икĕ хут, Испани хĕрне – пĕр хутчен. Юлашки тытăçура Б.Черновăн воспитанници Итали хĕрĕпе кĕрешмелле пулнă, анчах та лешĕ тытăçăва тухман. Çапла майпа Анна Краснова 68 килограмчченхи виçе категорийĕнчи çамрăксем хушшинче пĕрремĕш пулнă.
 
: 63, Хаçат: 22 (1475), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: