Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн ялта, Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнче тĕлĕнмелле пултаруллă та паттăр хĕрарăм пурăнать – Валентина Васильевна Лысова.
Вăл маншăн чăннипех те паттăр, мĕншĕн тесен мĕн ачаран инвалид урапи çинче ларать, пӳрнисем хăйне итлесшĕн мар пулин те, вăл куллен аллисемпе илемлĕ те çепĕç капăрлăхсем ăсталать. Кашни çĕнĕ япала, кашни çĕнĕ ĕç уншăн – пурнăçри кĕрешӳре çĕнтерни. Унăн пухминче чăвашла тăхăнтартнă пукане те, салфеткăран тунă чăрăшсем те, чĕнтĕр йĕппипе çыхнă сармасем те, тĕлĕнмелле илемлĕ чăлха-нуски те, пластилинран йăваласа тунă теттесем те. Пурин пирки çырса та пĕтерейместĕн. Чăваш пуканин кĕписене вăл хăй çĕленĕ, тĕрĕсемпе илемлетнĕ, капăрлăхĕсене, тухйине хăй пуçтарнă.
Валентина Васильевна паянхи пурнăç таппинчен пĕртте юлмасть. Халĕ вăл хăйне валли тухья хатĕрлет, кашни çул Чӳрекел ялĕнче иртекен Акатуя унăн та ыттисем пек илемлĕ тухьяпа тухас килет. Сăмах май, Валентина Васильевна чăвашсен авалхи уявне кашни çулах ятарласа çĕленĕ чăваш кĕпи-тумне тăхăнать. Кунсăр пуçне Акатуйри куравра ик-виçĕ сĕтел унăн ĕçĕсем. Уявра Валентина Лысовăна çак куравшăн тав каламасăр, Хисеп хучĕпе е дипломпа палăртмасăр хăвармаççĕ.
Валентина Лысова пеккисем пирки: «Пурнăç вĕсене иртĕхтермен», - теççĕ. Айăплă çуралнăскер, пĕчĕклех ал-ури ыратнипе нушаланнă. Чун-чĕререн юратса пăхакан амăшĕ çĕре кĕрсен Валентинăна аппăшĕ Нина Васильевна хӳтлĕхе илет. Вĕсем, Геннадий мăшăрĕпе иккĕшĕ, йăмăкĕ ăшă та хăтлă пӳртре пурăнтăр, тутлă çитĕр, выçă ан лартăр, кашни кун пурнăç илемне туйтăр тесе нумай тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть вара ун патне пиччĕшĕ пурăнма куçнă. Куншăн Валентина питĕ хĕпĕртет.
Ахальтен мар вĕт Валентина Васильевна алĕçне иленнĕ. Ыттисене, уйрăмах çывăх çынсене хăй кирлине туйнипе унăн чун-чĕри ырăлăхпа, тасалăхпа, савăнăçпа тулса илемлĕх енне туртăнать. Çавăнпа вăл пурнăçа хытă юратать, ăна Çӳлти Турă хăйне ахальтен паманнине лайăх пĕлет.
 
: 60, Хаçат: 22 (1475), Категори: Ăсталăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: