Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ачасем, уйрăмах черетлĕ вĕренӳ çулĕн юлашки кунĕсенче, çулла пуласса чăтăмсăррăн кĕтме пуçлаççĕ. Ку вăл ăшăпа кану кунĕсем килесси пирки ĕмĕтленни çеç мар, чăн-чăн уяв та. Тинех виçĕ уйăха тăсăлакан ытарайми каникул çитрĕ!
Анчах та çĕр çинчи пур шăпăрланăн та ачалăхĕ пĕр шухăшсăр, савăнăçлă мар çав – пин-пин ача сывалма май çук чирпе асапланать, çынлăхран тухнă усал ашшĕ-амăшĕн мăшкăлне тӳсет, килсĕр-çуртсăр тата йĕркеллĕ апатсăр нушаланать. Хăшĕсен вара куллен кун хăйсен тĕллĕнех пурăнма, çăкăр татăкĕ шырама, кунсерен йывăр лару-тăруран хăтăлма тивет. Çакă тата ытти ыйтусем тĕнче шайлă синкерсем пулса тăнă. Паянхи уява – Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли куна – шăп çак сăлтавпа йĕркеленĕ те. Çитменнине вăл çуллан 1-мĕш кунĕпе çыхăннă. Кăçал эрнекунпа тӳр килчĕ.
Истори
Хăйнеевĕр куна 1949 çулта Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен конгресĕ йышăннипе йĕркеленĕ. 1950 çулта ăна официаллă майпа нумай çĕршывра уявланă. Анчах та ку ыйтăва унчченех, 1925 çулта Женевăра иртнĕ тĕнче шайлă пухура хускатнă пулнă. Сăлтавĕ - урамра çапкаланса çӳрекен ачасен, тăлăхсен шучĕ ӳсни, медицина пулăшăвĕ пахалăх енчен тивĕçтерменни, Çĕр çинчи пур ачана та телейлĕ тăвассишĕн кĕрешесси тата ытти те. Ун чухне ку шухăш халăх хушшинче анлă сарăлайман.
Кашни çын шăпи хăйĕн аллинче тетпĕр. Анчах та çитĕнсен епле çулпа каясси ачалăхра епле никĕс хурса хăварнинчен нумай килет. Пĕрисем юратура çитĕнеççĕ, теприсем хӳтлĕхсĕр, пулăшусăр нушаланаççĕ. Аслисен ырă ĕçĕсемпе çепĕç туйăмне курса-туйса ӳсни пурнăç сукмакĕпе шанчăклăн утма, ури çинче çирĕп тăма май парать. Кирлинчен хăвăртрах çитĕнме тивнисем те вĕсен хушшинче сахал мар.
Китай консулĕ тăрăшнипе Сан-Франциско хулинчи тăлăх ачасем валли ишекен аçтахасен (дракон) фестивальне йĕркеленĕ. Историе кĕрсе юлнă пысăк уяв шăпах июнĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ. Çакă унăн кунне палăртма пулăшнă.
Уяв палли
Уявăн тĕп палли – Çĕр чăмăрне ӳкернĕ симĕс ялав. Ун çине тĕрлĕ тĕслĕ ӳтлĕ, тĕрлĕ наци ачи ларса тухнă. Вĕсем пĕр-пĕрне алăран тытнă. Çакă мире аталантармалли пĕртен-пĕр пĕрлĕхпе туслăх палли пулать те.
Символсем тата та пур. Сăмахран, шурă тĕслĕ ялав айĕнче питĕ йывăр чирлĕ ачасем валли укçа пухаççĕ. Шурă лили ӳкернĕ çĕрте ача çуратайман хĕрарăмсене анне пулма май паракан репродуктивлă медицинăна хавхалантаракан акци иртет.
СавăнăÇ – кашни шăпăрланшăн
«Уяв» сăмах савăнăç, телей, хаваслăх, хĕпĕртӳ пĕлтерĕшсемпе тачă çыхăнса тăрать. Чăнах, кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ те ачасен асĕнче нумайлăха юлма тивĕçлĕ.
Аслисене пĔлме!
Ку уявăн тӳнтер енĕ пулнине те манар мар. Унăн пĕлтерĕшĕ савăннинчен самай çивĕ-чрех. Тĕп тĕллевĕ – общественность ачасене канăçсăрлантаракан ыйтусене тĕллесе кăтартасси. Çакă уяв ятĕнче те курăнать – Ачасене хӳтĕлемелли кун!
Пĕлетĕр-и эсир, паян тĕнчере
100 миллион ачан вĕренме май çук. Сăлтавĕ – юнашар шкул çукки.
СПИДпа чирлĕ ашшĕпе амăшне е вĕсенчен пĕрне çухатнине пула 15 миллион пепке тăлăх тăрса юлнă.
Медицина учрежденийĕсене çӳреме, эмел туянма май пулманнипе çулталăкне 10 миллион ача вăхăтсăр çĕре кĕрет.
300 пин ачан чăн-чăн вăрçа хутшăнма тивет. Сăмах компьютер вăййи пирки пымасть, хĕрӳ çапăçусем пирки.
Миллион пепкен пурăнма çурт е хваттер, çиме çăкăр çук.
Аталанакан çĕршывсенче ачасене пусмăрласа ĕçлеттерес йăла, чуралăха илнĕ тĕслĕхсем пур.
ТелейлĔ ачасем
Çакăн йышши лару-тăрăва пулах ачасен прависене хӳтĕлеме чĕнекен хаклă хут йышăннă.
1959 çулта Пĕрлештернĕ Нацисен Пĕрлĕхĕн Генеральнăй Ассамблейи Ача прависен декларацине кăларнă. Тата 30 çултан 1989 çулта, «Ача прави çинчен калакан конвенци» йышăннă. Ăна пур ашшĕ-амăшĕн, тӳресен, обществăлла юхăмсен пăхăнмалла.
РаÇÇей пуласлăхĔ
Çула çитмен ачасемпе йывăр лару-тăрăва çакланнă амăшсене пирĕн çĕршывра ЮНИСЕФ текен ача-пăча фончĕ пулăшать. Вăл 1997 çултанпа ĕçлет.
Саккунпа килĕшӳллĕн ачасен прависене 124-мĕш «О гарантиях прав ребенка в РФ» Федераллă саккун хӳтĕлет. Анчах та çĕршывпа обществăлла пĕрлешӳсен тимлĕхĕ пур ыйтăва та татса параймаççĕ.
Паян пирĕн çĕршывра 30 миллион ача пурăнать. Вĕсенчен 12 проценчĕ çеç çирĕп сывлăхлă темелле. Нумайăшне сипленме, ура çине тăма хаклă йышши эмел, сыввисене – вăхăтне ялан ĕçре ирттерекен ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ, нумай ачаллисемпе сахал укçа илекен çемьесене – пулăшу тата хавхалантару кирлĕ.
ÇепĔÇ кулă ÇиÇтĔр!
Июнĕн 1-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи пур ял-хулара ачасене савăнăç парнелекен мероприятисем иртĕç – куравсем, асфальт çине мелпа тата сăрăсемпе ӳкересси, конкурссем, концертсем, спорт ăмăртăвĕсем. Кулăр, савăнăр, канăр çеç эсир!
 
: 23, Хаçат: 22 (1475), Категори: Ачалăх утравĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: