Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççейри 70 регионтан фермерсем Мускава хăйсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пама тата чунĕсене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явма пухăннă.
Раççей хресченĕсен (фермерĕ-сен) тата ялхуçалăх кооперативĕсен ассоциацийĕ (АККОР) çак кунсенче 29-мĕш съездне ирттерчĕ. Унта 700 ытла çын хутшăннă. Çĕкленĕ тĕп ыйтусем – выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, ӳсен-тăран ӳстересси тата ял хутлăхĕсене аталантарасси.
Паян АККОР çĕршыври 93 пин хресчен хуçалăхне пĕрлештерсе тăрать. Ассоциаци сĕннипе кăçал ферма тытакансем патшалăхран пулăшу илнĕ. Çак йышăну ял çыннисене витесем çĕнетсе выльăх-чĕрлĕх аталантарма çеç мар, куллен улшăнакан экономика вăхăтĕнче хăйсене шанăçлăн тытма май парать.
- Кредит илнĕ чухне ĕлĕкрех çăмăллăхсем çукчĕ. Халь – тархасшăн! Тыр-пул хакĕ, çук-çук та, ӳсет пăртак. Татах та улшăнать-ха лару-тăру. Фермерсем паян техника туянма хăрама пăрахрĕç. Процент виçи чакрĕ. Паян эпир кунта çăкăр ӳстерекенсемпе выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетекенсене кулянтаракан тата хавхалантаракан мĕнпур ыйтусене пăхса тухма пухăнтăмăр, - тенĕ Раççейри АККОР пуçлăхĕ Владимир Плотников.
Съезд ĕçне фермерсем çеç мар, ялхуçалăхпа промышленность комплексĕн аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнакан банкирсем, страхлавçăсем, ялхуçалăх министерствин специалисчĕсем хутшăннă. Вĕсем регионсенчен килнĕ делегатсен ыйтăвĕсене хуравланă.
Çав шутрах – Ульяновск облаçĕ-нчен пынă делегатсен ыйтăвĕсене те. Мускаври ВДНХра иртнĕ съезд ĕçне хутшăннă 20 яхăн фермертан çурри чăваш: Евгений Сяпуков, Вячеслав Салюкин, Николай Ивандеев, Павел Узиков (Чăнлă районĕ), Николай Волынщиковпа Василий Козлов (Майна), Станислав Санкеев (Ульяновск) тата ыттисем.
- Эпир ятарласа хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе кооперативсен ертӳçисем валли хатĕрленĕ куравсемпе тĕплĕн паллашрăмăр, çавра сĕтелсене хутшăнтăмăр. Пухăннă опыт пирки каласа парса çитĕнӳ патне илсе пыракан ĕç меслечĕсене хăвăн валли илни, ĕçтешсемпе чуна уçса калаçни хăй мĕне тăрать! Пире пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри – тыр-пул хакне кĕркунне чакарса лартни пулчĕ. Пĕлтĕр тухăç аваннишĕн вăрах савăнма май килмерĕ, туянакансем пĕрчĕллĕ культурăсен хакне йӳнетсе пирĕн ĕмĕтсене татма пăхрĕç. Кăçалтан унашкал йăнăшсем пулмĕç тесе шантарчĕç аслă пухура. Кредит пирки нумай ыйту хускатрĕç. Малашне тумалли пĕлтерĕшлĕ ĕçсене палăртрĕç. Ентешĕмĕр, Майна районĕнчи Тагай ялĕнче вăй хуракан пултаруллă фермер Василий Козлов, «АККОР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» сумлă ята тивĕçрĕ, - каласа пачĕ съездран таврăннă хыççăн Чăнлă районĕнчи «Рассвет» хуçалăх ертӳçи Павел Узиков.
 
: 61, Хаçат: 22 (1475), Категори: ял хусалахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: