Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Ульяновскри Ипподромра йăлана кĕнĕ область Акатуйĕ иртрĕ.
Акатуй – чăвашсен çĕр ĕçĕпе çыхăннă ĕмĕртенпе палăртакан чи сумлă уявĕсенчен пĕри. Çĕрпе суха туйĕ çурхи ĕçсем пуçлансан çĕр аннене чысласа парне панипе (сухапа чĕрнĕ пĕрремĕш йĕре çăмарта хунă) тытăннă та ака пĕтсен пысăк уявпа вĕçленнĕ. Паян Акатуя халăх йăлине манманнине палăртса, йăла-йĕркене çамрăксене вĕрентсе хăварас тата халăха пĕрлештерес тĕллевпе ирттереççĕ.
Акатуй пуçланас умĕн Ульяновскри Ипподром лапамĕ кĕрлесе тăчĕ. Лапамăн икĕ енче вырнаçнă икĕ пысăк сцена çинче репетици пычĕ. Вĕсен хушшинче вырнаçнă палаткăсенче суту-илӳ хĕрчĕ. Облаçри 15 районтан килсе çитнĕ делегацисем хăйсен чăваш кил-çурчĕпе картишне майлаштарчĕç. Чертаклă районĕсем чи малтан кăвайт чĕртсе пулă шӳрпи пĕçерме хуран çакса ячĕç.
 
Кĕреке хăнасемпе илемлĕ
Ульяновск облаçĕнче иртекен Акатуй юлашки çулсенче регионти халăхсен туслăхне çирĕплетме пулăшакан сумлă уяв пулса тăчĕ. Чăвашсене саламлама облаçри тĕрлĕ халăхсен 17 наципе культура автономийĕн председателĕ-сем çитеççĕ, хăйсемпе пĕрле пултарулăх ушкăнсене илсе килеççĕ, пирĕн халăха хисепленине çирĕплетеççĕ. Кăçал вара облаçри Акатуя Раççейри Японин чрезвычайлă тата тулли яваплăхлă посолĕ Тоăхиса Кодзуки пулса курчĕ. Вăл чăваш апат-çимĕçне, ĕçми-çимине тутаннă, юрри-ташшине, вăййи-куллине, илемлĕ тĕрĕллĕ тум-юмне, кĕмĕл укçаллă капăрлăхĕсене курнă хыççăн чăннипех тĕлĕнчĕ. Чăвашсене культурăна, йăла-йĕркене сыхласа, упраса пурăннăшăн мухтарĕ.
Çакна та палăртмалла, Ульяновск облаçĕнчи Акатуя юлашки çулсенче Раççей Патшалйх Думин депутачĕсем килсе чыс тăваççĕ, чăвашсене саламлаççĕ. Кăçалхи хăна – Олег Николаев депутат.
Акатуйăн кураторĕсем, Чăваш Республикин представителĕсем – Шăмăршă тата Елчĕк районĕсем пулчĕç. Вĕсем Акатуя тĕп сцена умĕнче «Чăваш çĕршывĕ» юрăпа-ташă композицийĕпе уçрĕç. Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски районĕсенчен килсе çитнĕ, Тутарстанри, Саратов облаçĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем пĕр кăшăла тăчĕç, юрă юрласа çаврăнчĕç. Кăшăл чăвашсен хĕвел, пысăк тухăç, ăнăçу тата çутçанталăк çаврăнăшĕн символĕ. Тыр-пул ӳстерсе илмелли мĕнпур тапхăра юрă-ташăпа кăтартнă хыççăн чăвашсем ентешсене кăпăклă сăрапа сăйларĕç. Ĕç пĕтсен чăваш вăййа тухать. Вăйă картине уява килсе çитнĕ мĕнпур пултарулăх ушкăнĕ-сем тăчĕç, Ипподром лапамĕнчен илемлĕ чăваш юрри инçете саланчĕ.
Чăваш Республикинчен килнĕ сумлă делегацийĕн ертӳçисем – ЧР культура, национальноçсемпе архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Анатолий Тимофеев, Елчĕк район пуçлăхĕ Николай Миллин, Шăмăршă район пуçлăхĕ Владимир Денисов - сцена çинчен ентешсене саламларĕç, хаклă парнесемпе чысларĕç.
Таса сывлăш Апостолсем çине аннă чăваш чиркĕвĕн настоятелĕ Владимир иерей чăвашсене уява лайăх ирттерсе яма, хресченсене çăкăр ӳстерме ырă çанталăк сунчĕ. «Чăваш халăхĕ Çĕр çинче чи телейлисенчен пĕри. Вăл Турра хăйĕн тăван чĕлхипе кĕлтăвать, Турăпа чăваш чĕлхипе калаçать. Турăпа пурăнăр, тăван халăха, Тăван çĕршыва юратăр», - терĕ пилленĕ май Владимир атте.
 
Раççейĕн Аслă халăхне мухтав
Акатуй пĕлтерĕшĕ, унăн йăли-йĕ-рки çулсерен ӳссе, пуянланса пырать. Çакă кĕпĕрнаттăра кĕтсе илнĕ çĕрте те палăрать. Кăçал сумлă делегацие çăкăр-тăварпа Ульяновскри 56-мĕш шкулта вĕренекенсем Ксения Борисова тата Никита Членов кĕтсе илчĕç, çепĕç чăваш чĕлхипе уява ирттерме ырлăх сунчĕç. Кăпăклă чăваш сăрипе Елена Уресметова тата Мария Хватина сăйларĕç.
Чăваш ачисемпе пултарулăх ушкăнĕ-сен артисчĕсем хаклă хăнасене икĕ йĕре тăрса алă çупса кĕтсе илчĕç, Станислав Толстов ертсе пыракан «Эревет» ушкăн ташă çаптарчĕ. Кĕпĕрнаттăр, Япони посолĕ тата ытти хăнасем чăваш ташшине хутшăнчĕç.
Тĕп сцена çинче Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов мĕнпур халăха Акатуй ячĕпе саламларĕ, чăваш халăхне хытă хисепленине палăртрĕ.
- Облаçра кăçал 28-мĕш хут Акатуй иртет. Манпа килĕшетĕр пуль тетĕп, хальччен сирĕн патра çакăн пек пысăк хăна, Раççейĕн тата Ульяновск облаçĕн пысăк тусĕ – Япони посолĕ – пулман. Паян вăл Раççейĕн Аслă халăхĕпе тĕл пулма ятарласа Мускавран вĕçсе килчĕ.
Акатуй чăваш халăхне кăна мар, облаçри пĕтĕм халăха туслаштарать, пĕр чăмăра чăмăртать. Уява регионти мĕнпур районти пултарулăх ушкăнĕсем кăна мар, Раççейри ансамбльсем хутшăнаççĕ. Кăçал ют çĕршыв делегацийĕ чăвашсен илемлĕ, çутă, чăннипех халăх уявне килсе курнишĕн питĕ савăнатăп. Акатуй – ахаль уяв кăна мар. Вăл Тăван çĕршыва юратма вĕрентекен уяв.
Чăваш халăхĕ – пирĕн Аслă Раççей çĕршывĕн илемĕ, мухтавĕ, унăн иртни, хальхи тата пуласлăхĕ. Тав уява хатĕ-рлекенсене. ЧНК президентне Николай Угаслова, УОЧНКА председательне Олег Мустаева пысăк тав сăмахĕ калатăп, вĕсене хамăн чи çывăх юлташсем тесе шутлатăп, - терĕ кĕпĕрнаттăр.
 
Чыс та сум ĕçченсене
Сергей Морозов чăвашсем регионти тĕрлĕ отрасльте çĕршыв пуласлăхĕшĕн ĕçлесе палăрнине, вĕсем ĕçре тĕслĕх пулнине каларĕ. Область правительствин Тав çырăвĕсемпе П.Т. Азанова (УОЧНКА Ульяновск хулинчи автономи председателĕ), Е.В. Махоркина, Г.М. Мулянова (УОЧНКА пайташĕсем), Г.Ф. Маркелова («Агромаяк» хуçалăхăн тĕп инженерĕ), А.Н. Волынщикова (Н.Н. Волынщиков хресчен (фермер) хуçалăхĕн менеджерĕ, Майна районĕ), Ю.А. Елифанова («Восток» хуçалăхăн водителĕ, Çĕнĕ Малăкла), В.Б. Королева (фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ, Николаевка), Е.Ф. Тихонована («Чеботаевка» хуçалăхри пăру пăхакан, Сăр), Т.В.Маркована («Агро-Нептун» хуçалăхри пăру пăхакан, Çĕнĕ Спасск).
Саламсен ярăмне Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Анатолий Бакаев, ЧНК президенчĕ Н.Ф. Угаслов, Раççей ПД депутачĕ О.А. Николаев, УОЧНКА председателĕ О.Н. Мустаев тăсрĕç. Олег Николаевич Акатуй уçăлнине официаллă пĕлтерчĕ.
Область правительствин чысĕпе хисепне çаплах Н.Г. Кондрашкин (УОЧНКА ĕçтăвкомĕн пайташĕ), А.В.Сайдяшев (УОЧНКА Засвияжски районĕнчи уйрăмĕн председателĕ), З.Н. Ярославская (Майна районĕнчи автономи пайташĕ), С.Н. Ковшенина (Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрăн директорĕн çумĕ), В.Е. Ярухин (таврапĕлӳçĕ), В.В. Софронов (УОЧНКА, спорт комитечĕн ертӳçи), В.К.Мугин (УОЧНКА, ĕçтăвком) тивĕçрĕç. УОЧНКАн ятарлă парнине, чăваш кĕпине, илекенсем ĕçтăвком пайташĕсем – А. Садюхин, А.Узиков, В.Буяндуков, А.Сайдяшев, В.Ледюков, С.Юркин, В.Федоров, Г.Мулянов, В.Мугин. Ульяновск хулин тулли яваплăхлă çыннине Сергей Панчина чăвашсем шупăр тăхăнтартрĕç.
Чыслав хыççăн кĕпĕрнаттăрпа ытти хăнасем чăваш кил-çурчĕсемпе паллашрĕç. Акатуйăн кураторĕсем – Шăмăршăпа Елчĕк районĕсем – вĕсене чи малтан çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç, парнесем пачĕç. Сергей Морозов кашни район куравĕпе кĕрсе паллашрĕ, кашнине ырă сăмах каларĕ, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрпе кăсăкланчĕ. Çăкăр-тăварлă, ырă чунлă чăвашсене чунтан тав турĕ. Ача-пăча вăййи мĕнле пынипе пăхса савăннă хыççăн «Кĕрешӳ» лапамĕнчи чăваш паттăрĕсен тытăçăвне сăнарĕ.
 
Юрă юхрĕ ян та ян!
Тĕп сцена çинче уяв 36 пултарулăх ушкăнĕн тата Шупашкартан килнĕ профессилĕ «Асамат» ансамблĕн концерчĕпе тăсăлчĕ. Вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем – «Çăлкуç» (ертӳçи А.Юдина, Николаевка районĕ), «Пилеш» (ерт. Н.Бикметова), «Илемпи» (ерт. О.Н.Ямкина) – Çĕнĕ Малăкла районĕ, Халăх инструменчĕсен ансамблĕ (ерт. Н.Куруськин, Çинкĕл), «Наследие» (Кăлаткăпуç), «Шăпчăк» (ерт. В.Лукьянова, Тереньга), «Савăнăç» (ерт. С.Ларионова, Димитровград), «Слобода» (ерт. Д. Селезнева), дуэт З.Рейтер тата А.Кузнецова – Çĕнĕ Ульяновск, «Çăлкуç» (ерт. С. Ерофеева, Вешкайма), «Шăпчăксем» (ерт. С.Ярославский), «Туслăх» (ерт. З.Ярославская) – Майна районĕ, «Шуçăм» (ерт. Е.Кириллов), «Нарспи» (ерт. Н.Косырев), «Хавас» (ерт. Т.Надиванова), «Шанăç» (ерт. В.Тарават), «Укăлча» (ерт. Е.Лянкина), «Уйсас» (ерт. А.Синдюкова), уйрăм юрăçăсем – Л.Пономарева тата Г.Микка – Чăнлă районĕ, «Телей» (ерт. П.Улюкин, Мелекесс), трио ушкăн (ерт. А.Хасянзянов, Чертаклă), « Чăваш шăпчăкĕ» (ерт. Л. Васильева), «Эревет» (ерт. С.Толстов), «Илем» (ерт. А.Чурбанов), «Сăрнай» (ерт. В.Коваленко) – Ульяновск хули. Ытти ансамбльсем Чăваш Республикинчи Шăмăршă, Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчен килсе çитнĕ. Халăх пур коллектива та тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ, юрă шăраннă май ташă çаптарчĕ. Кашни коллектива Акатуя хутшăннăшăн УОЧНКА парне пачĕ.
 
Чăваш кил-çурт таврашĕн конкурсĕ
Кăçал облаçри 15 район чăваш кил-çурчĕ конкурсне хутшăнчĕ. Кашниех çурта ĕлĕкхи йăлана асра тытса чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ, сĕтелне халăх апат-çимĕçĕпе – кукăль-пӳремечпе, хуплупа, шăрттанпа, тултармăшпа, хуран куклипе, турăх-хăймипе тата ытти çимепе тултарнă. Жюрие вĕсем çăкăр-тăварпа, çепĕç сăмахпа, ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕç, кăпăклă сăрапа сăйларĕç.
Жюри членĕсем балсене шутланă хыççăн призлă вырăнсене çак районсем илчĕç: 1-мĕш вырăн – Мелекесс районĕ, 2-мĕш вырăн – Ульяновск районĕ, 3-мĕш вырăн – Майна районĕ. Апла пулин те уйрăмах кăçал пĕрремĕш хут Акатуя хутшăннă Çĕнĕ Спасск районĕ-нчи Троицкий Сунгур кил-çурт таврашне палăртас килет. Маттур та пултаруллă, кăмăллă чăвашсем пурăнаççĕ çак тăрăхра. Çур балл çитейменнипе приз илеймен Çĕнĕ Спасск районĕн чăваш хастарĕсене УОЧНКА тимлĕхсĕр хăвармасса шантарчĕ.
Конкурс çĕнтерӳçисене тĕп сцена çинчен саламларĕç. Пурте хаклă парнене тивĕçрĕç. Пĕрремĕш вырăншăн УОЧНКА сăмавар парнелерĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна тухнисене – шыва ялан вĕри тытса тăракан пысăк чейник.
Шел, чăвашсем чи йышлă пурăнакан Чăнлă районĕ кăна хăйĕн кил-çуртне лартса курава хутшăнма хăват çитереймерĕ. Ытти район çыннисем Акатуйра хăйсен кил-çурчĕсене кĕрсе, пĕрле ларса савăнма пултарчĕç пулсан – чăнлăсем тăлăххăн çӳрерĕç.
 
Куравсем
Акатуйăн тепĕр илемĕ – алăстисен ĕçĕсен куравĕ. Унччен ăстасем Чăваш Республикинчен килетчĕç пулсан халĕ вĕсем хамăр облаçра та çитĕнчĕç. Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра пурăнакан Татьяна Серебрякова, Ульяновскри Наталья Новоселец, Галя Елисеева тата Елена Уресметова хăйсен пултарулăхĕ-пе тĕлĕнтереççĕ. Вĕсем хатĕрленĕ капăрлăхсемпе тумтире, теттене урăх ниçта та тупаймастăн. Вĕсем хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Елена Уресметова кунсăр пуçне тата тăм чӳлмексемпе савăт-сапана чăваш эрешĕсемпе илемлетет.
Аваллăхпа кăсăкланакан Япони посолĕ Тоехиса Кодзуки çак куравпа паллашмасăр иртсе каяймарĕ. Елена Уресметова хаклă хăнана чăваш сăрипе сăйларĕ, унăн вăрттăнлăхне каларĕ, шăнкăрав парнелерĕ. Наталья Новоселецпа посол иккĕшĕ чăвашсен авалхи пуканине пуçтарчĕç, ăна илемлĕ тум тăхăнтартрĕç. Тоăхиса Кодзуки кĕрешӳ кайса курас умĕн нумай вăхăт ĕлĕкхилле ачасем çавăрттаракан карусель умĕнче тĕлĕнсе тăчĕ.
Хаклă хăнасем, çав шутра Япони посолĕ те Акатуйра пулса курнипе кăмăллă юлчĕç, йĕркелекенсен ĕçне икĕ «5» лартса хак пачĕç.
 
Кулă пултăр халь питре – Акатуй епле хитре
Акатуйри ача-пăча лапамĕнчи илемлĕ концерта облаçри пултарулăх конкурсĕсемпе фестивалĕсен («Чăваш ачи, сассуна пар!», «Путене», «Пĕчĕк çăлтăр») çĕнтерӳçисем тăсрĕç.
Сцена çине пĕтĕмпе 47 ача тухрĕ. Вĕсен хушшинче ушкăнпа та пĕччен-иккĕннисем те пурччĕ. Чăваш ачисем ташлама-юрлама та, сăвă калама та пултарнине тепĕр хут кăтартса пачĕç.
Ульяновскри 13-мĕш гимнази вĕренекенĕ Дарья Харитонова (4-мĕш класс хĕрачи) уяв программине «Алран кайми аки-сухи» юрăпа пуçларĕ.
Пĕчĕк çăлтăр Ксения Борисова чăвашла ташласа тĕлĕнтерчĕ. Пĕрле – юратнă çемйи тата вĕрентӳçи Л.К. Благороднова.
Анна Журавлева (Ишевке шкулĕ, 4-мĕш класс) «Çурхи вăрманта» юрăпа килентерчĕ.
Светлана Чернова ертсе пыракан «Огонек» ушкăн (Ульяновск хули), Çинкĕл районĕнчи Ялавăртан «Флеш» ушкăна ертсе пыракан Светлана Ильдейкина ачисем, Чăнлă районĕнчен «Хĕвел» (Садки), Майна районĕнчен – «Шăпчăксем» (Чӳрекел) куракансене ташă-юрăпа савăнтарчĕç.
Уйрăмах пĕчĕкçеççĕ артистсене тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Уява Ульяновскри 13, 18, 31, 242-мĕш ача сачĕсенчен чăваш чĕлхипе культурине вĕренекенсем хутшăнни питĕ те кăмăллă пулчĕ.
Ача-пăча лапамне йĕркелесе ертсе пыракан Лариса Васильевапа Юлия Серебрякова пĕр хастара та пушă алăпа ямарĕç, УОЧНКА пурин валли те пылак парне хатĕрленĕ.
Никита Членов (56-мĕш шкул) тата Полина Цыфаркина (21-мĕш шкул) чăваш чĕлхи çинчен сăвă вуларĕç. «Нарспи» ансамбль (55-мĕш шкул), Акатуй сцени çине тăватă юрăпа тухрĕ.
Пĕчĕк Уляндина теççĕ 46-мĕш шкулта вĕренекен Мария Ямщикова пирки. Паллă артисткăн репертуарĕнчи илемлĕ юрăсене парнелерĕ вăл хăнасене. Ăна халăх тахçанччен алă çупрĕ.
Алина Муртаковапа (86-мĕш шкул) Ксения Борисова Валентина Тарават çыравçă тата композитор кĕвĕленĕ юрăсемпе тухрĕç.
Çамрăксем – Полина Серебряковапа (1-мĕш гимнази) Эдуард Афиногентов (49-мĕш шкул), Кристина Шубинапа Ксения Узалуков (56-мĕш шкул), Алена Майрабеева (УлПУ студентки, вăлах – концерт ертӳçи) уçă, янăравлă сассисемпе килентерчĕç. «Арт» спортпа кану клубĕ Атăлçи халăхĕсен тумĕпе паллаштарчĕ.
 
Вăйăра пирĕн пултарулăх тапса тăнăн туйăнать
Владимир Грузинпа унăн йышлă та туслă çемйи «Халăх вăййисем» лапам ĕçне илсе йĕркелесе пычĕç. Кунта кам кăна хутшăнмарĕ-ши/ Ватти те, вĕтти те пĕр вăйă та пулин вылямасăр иртсе кайма хал çитереймерĕ. Акатуй хăнисем михĕпе çапса антарассипе, кĕвентепе шыв йăтса чупассипе, михĕ тăхăнса ыткăнассипе, теттене ункăна лектерессипе, хупă куçпа чӳлмек çапса çĕмĕрессипе, вĕрен туртассипе, тĕл перессипе ăмăртрĕç. Пĕр çын та парнесĕр каймарĕ. Йăрăрах ачасемпе çамрăксем хушшинче Владимир Владимирович уйрăм тупăшусем йĕркелерĕ. Çапла майпа йĕркелӳçĕ вăйлăран вăйлине тупса палăртрĕ. Ку лапам умĕнчен çын пăрăнманни халăх вăййисем чăвашсен канăвĕнче ĕлĕкрен уйрăм вырăн йышăннине çирĕплетрĕ.
 
Кĕвĕ-çемĕ – чун уççи
Чăваш кĕввишĕн тунсăхланисем çĕрпе суха туйне ятарласах «Кала, хуткупăс» лапамшăн килеççĕ. Чаплă купăсçăсем – Виктор Тягусев, Александр Ишкереев, Петр Яковлев, Евгений Сяслюков купăс пĕрмине тăсса ярсан халăх тӳссе тăраймарĕ, ташша ячĕ. Вара тахçанччен юрă-ташă, сăвă-такмак янăрарĕ. Конкурсантсем облаçри пултаруллă купăсçа, тусне, пĕлтĕр пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă Николай Пидиксеева асăнса илемлĕ кĕвĕ шăрантарчĕç. Уявран пĕри те парнесĕр каймарĕ.
 
Ака туйĕ кĕр-кĕрлет – чи хăюлли вăй виçет
Кĕрешӳ лапамĕ хĕрӳ ĕçлерĕ. Палăртнă çĕре спортсменсем 11 сехет çитичченех пуçтарăнма пуçларĕç. Пур категорире те тытăçусем хĕрӳ иртрĕç: 100 кг виçере – Евгений Исподников, 85 – Александр Комановский, 75 – З.Фаткуллин, 70 – Павел Федоров, 65 – Андрей Эльмуков пулчĕç.
Кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕ облаçри чи вăйлă чăвашсен ячĕсене палăртрĕ. Ку чыса кăçал Евгений Михайлов (Чертаклă районĕнчи Октябрьский поселокĕ) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Анатолий Ивановпа (Тăхăрьял таврашĕнчен тухнă Ульяновск çынни), Алексей Михайлов (Чăнлă районĕ, Вăта Тимĕрçен) тухнă.
Чăваш Акатуйĕнче авалтан пыракан тепĕр йăла – лашасем чуптарасси. Кăçал Ипподромра 3, 4 çулхи тата çитĕ-ннĕ лашасем 1600 метр чупрĕç. Виçĕ, тăватă çулхи тата çитĕннĕ лашасем хушшинчи ăмăртура çĕнтернисем пурте УОЧНКАн чаплă парнисене илчĕç.
 
Чăваш паттăрĕ – Евгений Исподников!
Спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтерекенсене тĕп сцена çинче УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев тата спорт комитечĕн ертӳçи Виталий Софронов чысларĕç. Пилĕк виçе категорийĕнче тупăшса çĕнтернĕ тата иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă спортсменсене медаль, кубок тата укçан преми пачĕç. Кире пукан йăтса малти вырăнсене илнисем те çак чыса тивĕçрĕç. Евгений Исподников кăçал та, пĕлтĕ-рхи пекех, «Акатуй Паттăрĕ» хисеплĕ ята тата кĕрешĕвĕн тĕп парнине – такана – çĕнсе илчĕ. Сцена çинчен хаклă парнене УОЧНКА председателĕ тыттарчĕ. Вăлах кăçалхи Акатуй вĕçленнине пĕлтерчĕ, çитес çул çĕртмен (июнĕн) 8-мĕшĕнче ирттерме палăртнă Акатуйччен пурне те тĕрĕс-тĕкел, сывлăхпа, телейпе пурăнма сунчĕ.
 
: 91, Хаçат: 23 (1476), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: