Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Майна районĕнчи хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертӳçи Николай Волынщиков Терентий Мальцев медальне тивĕçнĕ облаçри чи пирвайхи фермерсенчен пĕри. Пысăк наградăна Николай Николаевич темиçе çул каялла Раççей фермерĕсен 22-мĕш аслă пухăвĕнче (Тамбов хули) Владимир Путин президент аллинчен илнĕ.
Хăйĕн хуçалăхне ентешĕмĕр иртнĕ ĕмĕртен пуçласах ертсе пырать. Çав çĕр çинчех вăл çуралса ӳснĕ. Çула çитмен ача чухне амăшĕпе Подлесное ялне пурăнма куçнă. Вĕренсе тухсан Чӳрекелте хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркеленĕ. 1 пин те 548 гектар çĕр лаптăкĕнчен пуçланă. Ял çыннисем шаннă ăна. Паян Николай Волынщиковăн çĕрĕ пĕтĕмĕшле 6 пин гектар. Чӳрекелсĕр пуçне Подлесное тата Копышевка ялсен çывăхĕнче тулă, хĕвелçаврăнăш, сахăр чĕкĕнтĕрĕ, пăрçа, хуратул, пĕр çуллăх курăксем ӳстерет вăл.
- Çуракине йĕркеллех вĕçлерĕмĕр. Хуçалăхра 32 çын ĕçлет. Механизатор-водител ьсем хамăр ялсенчен. Вĕсемсĕр пуçне тата Тагайран та çӳреççĕ. Чи пысăк шанчăк тата тĕрев – манăн çемье. Мăшăрăм, Елена Синафоновна, пĕрремĕш пулăшакан. Ачасем, Николай, Ирина тата Алексей, хресчен (фермер) хуçалăхĕнче юнашар вăй хураççĕ, пур пуçарура та хĕрӳ ĕççинче хавхалантараççĕ. Виççĕшĕ те аслă пĕлӳллĕ, ывăлсем – пĕрремĕш çумсем, хĕр – управляющи, кин Оксана – бухгалтер, мăшăр – диспетчер, - терĕ Николай Николаевич. – Тыр-пул тухăçне ӳстерес тесе эпир çулсерен хальхи вăхăтпа тан пыракан çĕнĕ комбайн-тракторсем туянатпăр, тыр-пул анисене апатлантарнă, минераллă удобренисем сапнă çĕрте çĕнĕ технологисемпе усă куратпăр. «Туман-1» ятлă техникăпа пĕр кунра 100 ытла гектар çĕр лаптăкне удобрени сапма пулать. Патшалăх çункăç хатĕрĕсем, им-çам, техника валли субсиди паман пулсан кунашкал пысăк ăнăçусене çĕнсе илме йывăртарах пулнă пулĕччĕ. Паллах, юлашки çулсенче кредит укçин процентне чакарни те курăмлă пулăшу тесе шутлатăп. Паян тата çамрăксем ялта юлччăр тесе патшалăх çĕнĕ утăмсем тăвать. Хальлĕхе ятарлă пĕлӳллĕ специалистсене кăна пулăшу аллине тăсаççĕ. Çĕр ĕçченĕсене илĕртме ĕлĕкхи пек çуртсем тусан е çакăн валли укçа парсан çуралнă вырăнтан каймĕччĕç вĕсем. Ял пурнăçне аталантармалла – хуларан та килччĕр яшсемпе хĕрсем, çăкăр ӳстерес ĕçе те явăçчăр. Вĕсене аван тыр-пул илме вĕрентесси вара – пирĕн ĕç.
6 пин гектар çĕр лаптăкĕн кашни метрне, сыпăкне пĕлет хуçа. Каçсерен уя тухма, ĕççи мĕнле пынине тимлеме юратать.
 
: 149, Хаçат: 23 (1476), Категори: Ака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: