Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вылякансем:
Давыдов Саша – çирĕм виççĕри каччă, ĕçсĕр çын.
Мишша – Саша тусĕ, ача çуртĕ-нче çитĕннĕ яш каччă.
Саша амăшĕ – Давыдова Арина Ивановна, хĕрĕх пиллĕкри хĕрарăм, колхозра доярка пулса ĕçлет.
 
ПĔрремĔш курăм
Давыдовсен çурчĕ. Каçхи пилĕк сехет. Арина Ивановна киле ĕç хыççăн ывăнса килет. Ывăлĕ кравать çинче кушакпа выляса выртать.
АмăшĔ (алăкран сас парать). Эпĕ çитрĕм, ывăлăм!
Саша (мăкăртатса, кăмăлсăррăн хуравлать). Ма çавăн пек кăшкăрмалла ара, кушака хăрататăн!
АмăшĔ. Ывăнтăм! Эсĕ çăкăр илтĕн-и/ (Пукан çине ларать, сĕтел çинче хăварнă укçана курать.) Эпĕ сана кайса илме ыйтрăм-çке, анчах та эсĕ мĕншĕн çавăн пек… (Халран кайнă аллине усать.)
Саша. Ыран кайса илме те пулать пуль! Эпĕ яшка çирĕм, вăл сивĕнчĕ, ăшăт. Эпĕ клуба каятăп, ирччен ан кĕт. (Урама тухса каять.)
АмăшĔ. Кама ӳстертĕм. Иртĕ-хтертĕм ачана, хам айăплă. (Ахлатса картишнелле тухать.)
 
ИккĔмĔш курăм
Мишшапа Саша клуб умĕнче тĕл пулаççĕ.
Мишша. Мĕн эсĕ кăмăлсăр/
Саша. Анне пĕрмай мăкăртатать, тем килĕшмест ăна. Эпĕ яланах уншăн айăплă.
Мишша. Нимĕн те эсĕ ăнланмастăн! Аннӳ сана юратать. Эсĕ ăна мĕншĕн хисеплеместĕн/ Ма пулăшмастăн/
Саша (Мишша çине ал сулать). Эсĕ те пулсан пурăнма ан вĕрент-ха! Эпĕ хамах пĕлетĕп!
Сашăпа Мишша клуба кино курма кĕрсе каяççĕ.
 
ВиÇÇĔмĔш курăм
Амăшĕ çывăрмасть. Ирхине, тăватă сехет. Саша киле çитет.
АмăшĔ. Эсĕ мĕншĕн вăрах çӳрерĕн/ Эпĕ сана кĕтрĕм!
Саша (Кăмăлсăррăн хуравлать). Мĕншĕн кĕтрĕн мана/ Ма çывăрмастăн/
АмăшĔ. Кӳрентертĕм пулсан каçар-ха, ачам! (Аллисене тăсса Саша патне пыма пуçлать.)
Саша. Кай кунтан! Ан тыт мана! Эпĕ çывăрма кайрăм!
АмăшĔ. Эсĕ паян çăкăр илетĕн-и/
Саша. Йăлăхтарса çитертĕн эсĕ ку çăкăрпа! Хăв кайса ил, мана ан тыт, ывăнтăм эпĕ! (Амăшĕн аллисене тĕксе çывăрмалли пӳлĕме кĕрсе каять.)
Амăшĕ тарăннăн сывласа илет.
Саша (амăшне хытă сасăпа калать). Йăлăхса çитрĕм, каятăп эпĕ тухса!
 
ТăваттăмĔш курăм
Арина Ивановна ĕç хыççăн килне таврăнать. Пӳрте кĕрсен шкапри япаласем урайĕнче сапаланса выртнине курать. Такам тем шыранă…
Арина Ивановна. Мĕне пĕлтерет-ши ку/ Ачам, ăçта эс/ (Япаласене пуçтарма тытăнать, тем аса илет те япалисене пăрахать. Шкап çӳлĕкне васкаса кĕрсе каять… Алли усăнать.)
Çав вăхăтра пӳрте Мишша кĕрет.
Мишша. Мĕн пулчĕ, Арина Ивановна/ (Хĕрарăм патне васкаса пырать.)
Арина Ивановна. Укçа çухалчĕ! Саша та çук! Укçине ăна валли хулара вĕренме хатĕрленĕччĕ! (Аллисемпе питне хупласа уласа макăрать.)
Мишша. Арина Ивановна, кунта çырса хăварнă хут выртать… (Вулать.) «Эсĕ мана ăнланмастăн, пурнăç памастăн! Укçисене эпĕ илтĕм! Мана ан шыра!»
Арина Ивановна. Мĕн туса хутăн-ха эсĕ, Саша!
 
ПиллĔкмĔш курăм
Пĕр çулталăк иртнĕ. Арина Ивановнăн питне вăхăт тата хуйхă вăхăтсăр ватăлтарнă, çӳçне те шуратнă. Мишша хулара ялхуçалăх ĕçченĕ пулма вĕренет.
Ирхине. Арина Ивановна пӳ-ртри кантăка шăлать. Çав вăхăтра кил умне машина килсе чарăнать. Машинăран Мишша тухать. Арина Ивановна хăна валли сĕтел çине апат лартма хатĕрленсе шалти тĕпеле кĕрсе каять. Мишша Сашăна коляскăпа тĕксе кĕрет. Амăшĕ тĕпелтен тухать.
Саша (шăппăн калать). Анне, эпĕ килтĕм!
АмăшĔ. Саша, мĕн пулнă санпа/ Мĕншĕн эсĕ ура çинче мар/
Саша. Каçар мана, аннеçĕм! (Макăрать.) Эпĕ хам пурнăçра питĕ пысăк йăнăш турăм, санăн сăмахусене итлемерĕм, сана хисеплемерĕм. Çакăншăн мана пурнăç айăпларĕ!
АмăшĔ. Амăшĕ хăйĕн ачи çине кӳ-ренме пултараймасть, юратмасăр та тăраймасть! Эпĕ сана малтанах каçарнă!
Саша. Эпĕ сана юрататăп!
АмăшĔ. Эпĕ сана нихăçан та хăвармастăп!
Чаршав хупăнать.
 
Чăваш Республики,
Шупашкар районĕ.
 
: 94, Хаçат: 23 (1476), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: