Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ПУРНĂÇ ÇУЛĔ ÇИНЕ АРÇЫН ПУЛСА ТУХАСШĂН
 
Начар пуласчĕ-ха, айван пуласчĕ-ха текен çын çук. Çакă вăл ачаранах паллă…
Çамрăк ăру аслăрах çуллисемшĕн хуть те хăш ĕмĕрте те хăйнеевĕр пулнă: шухăрах, çилпуçлăрах, аскăнчăклăрах, мухтанчăклăрах… Çамрăксем ватăраххисемшĕн яланах чăрмав пулнă темелле-и? Совет Союзĕ арканнă хыççăн çамрăк ăру пушшех «ирĕке тухрĕ» теççĕ хăш-пĕрисем: салтака кайса арçын тивĕçне пурнăсласшăн мар, ытларах эрех-сăрапа туслă, çавна май преступлени, наркомани, ясарлăх çулĕ çине тăраççĕ. Ĕçлесшĕн мар, пурăнма вара çителĕклĕ пурнăçпа пурăнасшăн, нимĕншĕн те яваплăх туясшăн мар.
Çук, çамрăк ăру çинчен хуть те мĕн калаçчĕр, пурĕпĕр çамрăксен хушшинче пурнăç çулĕ çине «таса хутран» пуçласа тăраканнисем нумайтарах. Ытларахăшĕ Тăван çĕршыв, ашшĕ-амăшĕ, общество умĕнче пысăк яваплăх туйнине ăшне хывса çитĕнет. Ырă тĕслĕхсем – нумай. Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен шкулĕнче вуннăмĕш класра вĕренекен Владислав Базарновах илер…
Владислав çемьере иккĕмĕш ача пулса çуралнă. Унран аслăраххи – Юлия – Ульяновскра фармацевта вĕренет.
Ашшĕ – Сергей Алексеевич- пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вăл – анлă профильлĕ механизатор.
Амăшĕ – Лариса Викторовна – склад заведующийĕнче вăй хурать.
Базарновсем хăйсен тĕпрен-чĕкĕсене ĕç çине тайăнса воспитани панă. Çынна ĕç кăна телей тата илем кӳме пултарнине ачисенче çирĕплетнĕ.
Ахальтен мар аслă хĕрĕ те, ывăлĕ те вĕренӳ çыншăн ĕç биографийĕн тĕп никĕсĕ пулнине туйса илнĕ.
Владислав шкулта пур предметсемпе те лайăх тата питĕ лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать.
- Маншăн юратман предмет çук, - тет вăл мухтанмасăр. – Уйрăмах математика, физика, вырăс, чăваш чĕлхисемпе литературисем тыткăна илеççĕ.
Сăмах май, Владислав 2010-2011 вĕренӳ çулĕнче (ун чухне вăл 9-мĕш класра пĕлӳ пухнă) Шупашкарта регионсем шайĕнче иртнĕ чăваш чĕлхипе литератури олимпиадинче иккĕмĕш вырăна çĕнсе илет. Кунсăр пуçне каччă район, область шайĕнче иртекен олимпиадăсене те пĕрре мар хутшăннă.
Владислав Базарнов паян тĕрĕк филологийĕн ахахĕ пулса шутланакан 17 томлă Чăваш чĕлхин словарьне кун çути кăтартнă Н.И.Ашмарин профессор кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланать, Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çырнă вилĕмсĕр произведенийĕсене шĕкĕлчет. Сăмах май, Петр Петровичăн 2012 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче çуралнăранпа 105 çул çитнĕ юбилейĕ.
Ӳссе çитĕнсен кам пуласси çинчен каччă çакăн пек çирĕплетет:
- Кам пулассине палăртман-ха. Çакна кăна палăртса хăварма пултаратăп: пурнăç çулĕ çине арçын пулса тухасшăн. Чăн-чăн арçынсене вара ятарлă тĕллевлĕ подразделенисенче «туптаççĕ». Çавăнпа та хама спецназовец пулма хатĕрлетĕп: çăмăл атлетикăпа тата футболпа туслă. Пĕр сăмахпа каласан спортпа туслă пулса пиçĕхсе ӳссен кăна, паллах, вĕренни те кирлĕ, хăв умна лартнă тĕллевсене пурнăçлама пулать. Аслă пĕлӳ илме кайран та пулать.
Вăт çапла çитĕнсе ӳсет Анат Тимĕрçен каччи Владислав Базарнов. Çук, ăна «типĕ» кăмăллă çамрăк темелле мар. Вăл ырă кăмăллă, пысăк тавракурăмлă, туйăмлă каччă. Чунĕнче пĕрремĕш юрату тени çеçке çурнă - унăн килĕштернĕ хĕрĕ пур.
Юлашкинчен Владислав пек çамрăксене пĕчĕк справкăпа паллаштарасшăн. Ятарлă тĕллевлĕ подразделенисене ятарлă çар операцийĕсем пурнăçлама йĕркелеççĕ. Çак подразделенисенче контракт мелĕпе виçĕ çул хĕсметре пулмалла. Спецназовец мораль, психологи, идеологи тĕлĕшĕнчен çирĕп кăмăллă пулмалла. Чи пахи – вăл физкультурăпа спорт чури пулса çитĕнмелле. Вĕсем разведкăпа, контрразведкăпа, диверсипе, антидиверсипе, шыравпа, арестпа, тăшмана тытса илессипе, террористсене тĕп тăвассипе, тыткăна илнисене хăтарассипе обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе, çĕршывшăн питĕ кирлĕ çынсемпе объектсене сыхлассипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлаççĕ.
Мĕнех, Владислава тата ун пек уçăмлă тĕллевлĕ çамрăксене ăнăçусем çеç сунас килет. Вĕсем пек çамрăксем нумайтарах пулни – çĕршыв пуласлăхĕ.
.
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.
 
: 696, Хаçат: 47 (1139), Категори: Cамрaксен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: