Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри Винновка ращинче Раççей кунĕнче Чукун çул районĕн Акатуйне ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал вăл область Акатуйĕ хыççăн кĕрлесе иртсе кайрĕ. Ăна облаçри Саккунсем кăларакан Пухури Чукун çул районĕн депутачĕ Анатолий Еленкин пулăшнипе УОЧНКА вырăнти уйрăмĕ йĕркелет. Ку йывăр ĕçре, паллах, автономи председателĕн Вячеслав Буяндуковăн тата ăна пулăшакансен тӳпи пысăк.
Винновка ращинче суту-илӳ те, тĕрлĕ куравсем те хĕрӳ пычĕç, кăмăл тăвакансем «Канаш» хаçат çырăнчĕç. УОЧНКА çумĕнчи «Ниме» ушкăн чăваш кил-çуртне лартнă, тараватлă хуçасем хăнасене ĕçми-çимипе сăйларĕç.
Сцена çинчен пухăннисене чи малтан Раççей кун ячĕпе саламсем ячĕç. Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ А. Еленкин, УОЧНКА председателĕ О. Мустаев, унăн çумĕ В. Ромашкин, Чукун çул район пуçлăхĕн çумĕ Н. Химич, Ульяновск хулин Думин депутачĕсем П. Столяров, Р. Абитов (вăлах тутарсен вырăнти автономи пуçлăхĕ), В.Панова ĕçре хастар пулнă ентешсене Тав çырăвĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Чукун çул район автономийĕ хăйсене пулăшакан депутата Анатолий Еленкина чăваш кĕпи тăхăнтартрĕ.
Савăнăçлă уяв концертне Чукун çул районĕ-нчи ача-пăча пултарулăх çурчĕсене çӳрекенсем уçрĕç. Ăна чăваш ансамблĕсем – «Илем», «Сăрнай», Шупашкартан килнĕ «Асамат» тата уйрăм юрăçăсем – «Сăрнай» ушкăна çӳрекен Татьяна Евграфова, 46-мĕш шкулта пĕлĕвне туптакан Мария Ямщикова тăсрĕç. Сцена умĕнче лăк тулли пухăннă халăх кашнине тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ, ташласа та илчĕ.
Сцена айккинчи лапамра ача-пăчана выляттарчĕç. В. Грузинпа А. Грузина ăмăртусенче çĕнтернĕ кашни шăпăрлана парне пачĕç, çумĕ-нчех купăсçăсем пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
 
: 286, Хаçат: 24 (1477), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: