Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕртмен 10-мĕшĕнче облаçри виçĕ вырăнта – Барăш, Вешкайма, Çинкĕл районĕсенче Акатуйсем кĕрлерĕç.
Облаçри чи аякри районсене пулăшас, хавхалантарас, вĕсене чăвашлăх юхăмне хастартарах явăçтарас тĕллевпе УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев тата пирĕн редакци Барăш районне çитсе килчĕ.
Емелейсемсемшĕн çук кун тепĕр пысăк уявпа палăрчĕ – ял 370 çул тултарни.
Барăш районĕнче вунна яхăн тĕрлĕ халăх çыннисем пурăнаççĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ тĕп халăхсем – вырăс, чăваш, мордва тата тутар. Тахçан çак вырăнсенче йышлă пурăннă чăваш халăхĕ паян сахалланă, нумайăшĕ вырăса куçнă, тепĕр пайĕ – тĕнне улăштарса – тутара. Паян чăваш ялĕсем районта нумай сыхланса юлман, вĕсем ытларах пурăнакан вырăн – Емелей (Малохомутерский) ял тăрăхĕ. Унта кĕрекен чăваш ялĕсем – Ĕшке, Асьял, Емелей, Çтаппаньял. Юлашки икĕ çул барăшсем Акатуя Емелейĕнче йĕркелеççĕ. Ентешĕмĕрсем кăçал та пĕлтĕрхи пекех уява питĕ тăрăшса хатĕрленнĕ: клуб умĕнче чăваш апат-çимĕçĕн, кил-çуртри ăпăр-тапăрăн, тĕрĕсен куравĕсем. Акатуя пуçласа мĕнпур пултарулăх коллективĕсем юрă картине тăчĕç. Кун хыççăн Емелей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Завьялова Акатуй уçăлнине пĕлтерчĕ. Çанталăк сивĕ пулнипе кăçал емелейсем уявăн тĕп пайне клуба куçарчĕç. Хисеплĕ хăнасене ентешĕмĕрсем хуплупа тата пыллă сăрапа кĕтсе илчĕç. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ чăвашсем патне Акатуя район пуçлăхĕ хăй килет. Район ертӳçи Алексей Терентьев икĕ уявпа саламланă май ку вырăнсенче тĕп халăх пултаруллă та ĕçчен чăваш пулнине палăртрĕ, ял хуçалăхĕнче нумай çул тăрăшса ĕçлекенсене Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Олег Мустаев саламланă май район администрацине чăвашсене сума сунăшăн тав каларĕ, малашне те пĕрле, тачă çыхăнса ĕçлеме кăмăл пулнине палăртса Алексей Терентьева чăваш галстукĕ, вырăнти хастарсене чăваш шарфĕсем парнелерĕ, автономин Хисеп хутне парса хавхалантарчĕ.
Савăнăçлă концерт программи анлă пулчĕ Барăш чăвашĕсен. Хăйсен тăрăхĕнчи – Ĕшкери «Палан», Асьялти «Çуркунне», Емелейĕнчи "Сударушка" тата ачасен «Аленушка» ташă ушкăнĕ, уйрăм юрăçă Надежда Иванова, районти тата Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнчи «Хĕвел», «Укăлча» ансамбльсем пухăннисене нумайччен юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
 
: 324, Хаçат: 24 (1477), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: