Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çанталăк илемлĕ çуркунне, анне те çуркунне пекех илемлĕ, ырă, çепĕç. Манăн анне Нина Федоровна Купцова 1947 çулхи пушăн (март) 30-мĕшĕнче Чăнлă районне кĕрекен Орловка ялĕнче çуралнă.
Ача чухне вăл шкула ытти ачасемпе пĕрле Кивĕ Улхаш ялне çӳренĕ. Ун чухне çулсем çав тери начар пулнă, çавăнпа ачасем ялах хваттере юлнă. Çичĕ класс пĕтерсен анне фермăра ĕçлеме тытăннă. Кайран Аслă Нагаткинти чăх-чĕп фабрикине куçнă. Унта вăл аттепе паллашнă.
1968 çулхи утăн (июль) 20-мĕшĕнче вĕсем пĕрлешнĕ. Çамрăк мăшăр малтан Сахалин поселокĕнче пурăннă, унта аккасем – Зинаида, Ирина, Марина çуралнă. Анне вара армана ĕçлеме çӳренĕ. Кайран вĕсем Аслă Нагаткина куçнă. Унта анне тĕрлĕ çĕрте: банкра, шкулта, типографире, сбербанкра техничкăра мĕн пенсие кайичченех вăй хунă.
Атте – Виктор Павлович – вăрçă вăхăтĕнче 1944 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче Сахалин ятлă поселокра кун çути курнă. Тăван шкулĕнче вăл 4 класс пĕтернĕ. Унтан 5-мĕш класа Солнце поселокне çӳренĕ.
Атте мĕн пенсие кайиччен пĕр ĕçре – шоферта вăй хунă. Пенсире вăл 3 çул пушар сӳнтерекенре ĕçленĕ. Кунта уншăн канмалли кун та, уяв та пулман. Паян та атте килте ларасшăн мар. Унăн яланах çынсене пулăшма васкамалла.
Кашни çул пирĕн çемье 7-8 гектар чĕкĕнтĕр çумланă. Астăватăп-ха, ун чухне эпĕ 8 çултаччĕ, чĕкĕнтĕр çумланă чухне атте хăй çумĕнче йĕр хăваратчĕ. Вăл мана яланах пулăшнă.
Аттепе анне 6 ача çуратса ӳстернĕ. Аннене нумай ачаллă тесе “Материнская слава” медаль панă.
Пирĕн аттепе анне пысăк чунлă, çынна ăнланакан, ĕçчен çынсем. Ачисемшĕн вĕсем чи сăпайлă та, чи ăслисем.
Вĕсен халĕ12 мăнук, 2 кĕçĕн мăнук пур. Эпир, ачисем, тĕрлĕ çĕрте пурăнатпăр пулсан та аттепе анне килĕнче час-часах пуçтарăнатпăр. Мăнукĕсем кашни каникулта кукамай, кукаçи патне килсе çӳреççĕ.
Халĕ Зина Вăта Тимĕрçенче пурăнать, унăн 2 хĕр те ывăл тата 2 мăнук пур. Ирина – Орловкăра. Вăл та 3 ача амăшĕ, унăн 2 ывăл тата хĕр ӳсеççĕ. Марина – Ульяновскра тĕпленнĕ. Унăн 2 хĕрача. Настя – Аслă Нагаткинта пурăнать. Вĕсен ывăл тата хĕр çитĕнеççĕ.
Эпĕ Лена хĕрĕ, Çĕнĕ Йĕлмелĕнче пурăнатăп, манăн та 2 ача – ывăлпа хĕр. Хальхи вăхăтра вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентетĕп. Манăн шăллăм Павел, атте-аннепе пĕрле пурăнать. Аннене малашнехи пурнăçра чун-чĕререн ăнăçу, çирĕп сывлăх, вăй-хал тата телей сунас килет.
-Анне, нихăçан та ан ватăл эсĕ, ан чирле!
Тата ăна çак сăвă йĕркисене парнелетĕп:
 
Аннен сăнарĕ ялан куç умĕнче
Анне пилленине асра тытатăп.
Анне кулли пулсассăн питĕнче
Тĕнче илемлĕ тесе эп калатăп.
 
Чи çывăх тусăм маншăн кам/ - Анне.
Чи хаклă çыннăм манăн пурнăçра – анне.
Кам юратать мана/ Паллах, анне,
Кам пулăшать йывăр чухне/ Анне.
 
Эп хам та нумай çул ĕнтĕ – анне,
Эп пурăнатăп халĕ ачасемшĕн.
Сунатăп, тарăхатăп хăш чухне
Савнатăп ачасем тĕрĕс-тĕкел ӳснишĕн.
 
Анне, сана сунатăп ырлăх, вăрăм ĕмĕр,
Пул яланах телейлĕ тата сывă.
Эс аттепе пĕрле пире ӳстернĕ,
Сире çĕре çити эп пуç таятăп.
 
Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче пирĕн тата тепĕр уяв – аттепе аннен ылтăн туйĕ. Эпир, ачисемпе тăванĕсем, çак кун каллех пĕрле пуçтарăнатпăр.
 
Тутарстан,
Çĕпрел районĕ.
 
: 314, Хаçат: 24 (1477), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: