Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çутçанталăк хăйĕн пурлăхне пур çĕре те пĕр пек сапаламан. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче хăйнеевĕрлĕ çĕр айĕнчи пурлăхсем нумай. Пĕр çĕрте – алмаз, тепринче – нефтьпе газ, Урал тăрăхĕ мĕнпур çутçанталăк пурлăхĕпе пуян.
Пирĕн облаçри Улхашпа Чăнлă тăрăхĕ те хăйнеевĕрлĕ пуянлăхсемпе уйрăлса тăрать. Кунта пуян хура тăпрасăр пуçне çунтармалли сланец сийĕсем çĕр айĕнче тарăн мар вырнаçнă. Вăл сийсем Кивĕ Улхашпа Чăвашкассинчен тытăнаççĕ те Атăл хĕррипе Унтăра çитичченех тăсăлаççĕ. Çунтармалли сланецран хими меслечĕпе усă курса сăмала, тĕрлĕ хими япалисем, çунтармалли газ хатĕрлесе кăлараççĕ. Çак сийсемпе юнашар тата тепĕр чаплă пуянлăх – фосфорит (çĕре çемçетме каякан минерал) сийĕсем тăсăлса выртаççĕ. Вĕсем тахçан ларса юлнă ту породисен шутне кĕреççĕ. Нумай чухне фосфоритран ялхуçалăх культурисене аталантарма удобрени хатĕрлеççĕ. Вĕсем çĕр айĕнче тарăн пулмасан та промышленность масштабĕпе усă курма вăхăт çитмен пулас-ха. Фосфорит сийĕсем сланец пекех Атăл юханшывне çитичченех тăсăлаççĕ.
«Пирĕн тăрăхри фосфоритсемпе шăратмасăрах усă курма пулать», - тесе çырнăччĕ «Ульяновская правда» хаçатра 1980-мĕш çулсенче. Çĕр айĕнчи пурлăхсем саппас енĕпе икĕ пайран тăраççĕ: пĕри – геологи, тепри – промышленность саппасĕсем. Пирĕн тăрăхри сланецпа фосфорит геологи çине кĕреççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен калăпăшĕ промышленноçран сахалтарах.
Темиçе миллион çул каялла пирĕн вырăнта пысăк та анлă сарăлса выртакан океан пулнă. Апла пулсан эпир халĕ океан тĕпĕнче пурăнатпăр, утса çӳретпĕр. Кунти ту тăпри мезозой эрипе çыхăннă. Çав эрăн юлашки вăхăчĕ – пурă тапхăрĕ (меловой период). Ку – геологи хронологийĕпе. Вăл 135 миллион çул каялла пуçланнă та 70 миллиона яхăн тăсăлнă. Çак вăхăталла тинĕсре пурăнакан авалхи чĕрчунсем веçех вилсе пĕтнĕ ĕнтĕ, вĕсен шутĕнче аммонитсемпе белемнитсем те. Вĕсен юлашкийĕсем халĕ те тарăн тип çырмасенче тĕл пулаççĕ. Аммонитсем калăпăшĕпе тĕрлĕрен, анчах та питĕ хитре те илемлĕ чĕрчун юлашкийĕсем. Белемпитсене ял çыннисем «шуйттан пӳрни» тетчĕç. Вĕсем пурте тĕрлĕрен, çавăнпа та вĕсенчен лайăх коллекцисем тума пулать.
Çырмара кăвак тĕслĕ тăм та пур. Унăн ăшĕнче гипс нумай тĕл пулать. Ульяновск облаçĕнчи гипс хăйнеевĕрлĕ. Ун пеккисем пирĕн çĕршывра сайра вырăнсенче çеç тĕл пулаççĕ. Кунти гипс хăйне майлă, формипе питĕ илемлĕ. Пĕр-пĕринпе çыпăçса ларнипе вĕсем илĕртӳллĕ, хĕвел çинче йăлтăртатнипе хăйсен патне туртаççĕ. Ахаль мар ĕнтĕ геологи факультетĕнче вĕренекенсем пирĕн тăрăхра практика иртеççĕ. Çак гипса Чăвашкасси çыннисем вут çинче çунтаратчĕç те ватса çăнăх пек тунă хыççăн тип çу хушса, чуста пек сĕрмелли (замазка) туса усă куратчĕç.
Кунти çырма-çатрасенче тата серный колчедана (пирит) курма пулать. Вăл çутă сарăрах та çирĕп, хытă ту породи. Вĕсем пирĕн çĕр çинче хальхи вăхăтра сахал тĕл пулаççĕ.
Улхашпа Чăнлă тăрăхĕ тата хĕрлĕ тăмпа пуян. Пирĕн малтанхи колхоз пуçлăхĕ В.П.Енилов хăй вăхăтĕнче опыт туса пăхма та ӳркенмен. Икĕ-виçĕ автомашина çине хĕрлĕ тăм тиесе кирпĕч кăларакан завода илсе кайса хĕрлĕ тăмран кирпĕч тутарса яла илсе килнĕччĕ. Кирпĕчĕсем çирĕп, лайăх пахалăхпа уйрăлса тăни çинчен каласа панине лайăх астăватăп. Апла пулсан, хĕрлĕ тăмăн промышленность саппасĕ пысăк пулнине пăхсан, ку тăрăхра кирпĕч завочĕ туса лартма та юрать пуль.
Тăм тенĕрен, Чăнлă тăрăхĕнче кăвак тăм питĕ нумай. Ку тăм сиплĕ тенине илтнĕ. Унпа çан-çурăма сĕрсен, ăна шывпа хăвăрт çуса яма йывăр, паллах. Вăл супăнь евĕрлĕ, çавăнпа шывпа нумай çăвăнсан тин каять. Кăвак тăм ӳт-пĕве тата шăмă сыпписене ыратнăран сиплет тенине пĕлетĕп.
Çак тăрăхри çырма-çатрасенче тата мамонт чĕрчунĕн шăммисем те тĕл пулаççĕ. Асав шăлĕсем (бивни), çавăн пекех çăвар ăшĕнчи шăлсем тупăнаççĕ. Скелет шăммисем – шыв юхнă вырăнсенче. Мамонт – слон йышши чĕрчунсен çемйинчен. Вĕсем пăрлăх (ледниковый) тапхăрĕнче, климат улшăннă вăхăтра вилсе пĕтнĕ.
Юлашки вăхăтра симбирцит ятлă минерал çинчен час-час калаçаççĕ. Ун пек чулсем кăвак тăм айĕнчен нумай тухаççĕ. Ăна Унтăрта пурăнакан тĕпчевçĕ В.Ефимов çавăн пек ят панă, Ульяновска çӳле çĕклесе, мухтаса. Симбирцит хытă, илемлĕ, сарăрах сийлĕ, кăвак тĕслĕ ларса юлнă породăсем хушшинче час-часах тĕл пулакан чул.
Çӳлерех асăннă породăсене, палеонтологипе çыхăннă япаласене хальхи вăхăтра шкул тата ял музейĕсенче курма пулать. Лайăхрах та нумайрах пĕлес текенсен Унтăрти палеонтологи музейне кайса курмалла. Тĕплĕнрех паллашни пĕлĕве ӳстерсе çирĕплетет.
 
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси ялĕ.
 
: 299, Хаçат: 24 (1477), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: