Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашсемшĕн Акатуй çулсерен палăртакан сумлăх, чыслăх уявĕ! Миçе пин çул тытса пырать ĕнтĕ çак йĕркене маттур чăваш халăхĕ! Ульяновск облаçĕнче иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Акатуй уявне халăх каялла тавăрса палăртма тытăнчĕ. Паян вĕсем регионта йышлă иртеççĕ. Черетлĕ çĕр уявĕ Димитровградра пулчĕ. Кунта Мелекесс тата Çĕнĕ Малăкла районĕсенчи, Димитровградри йăхташăмăрсем чылай пухăнчĕç, ытти районсенчен хăнасем килсе çитрĕç. «Западный» паркра «юрлар-ташлар, тăван, Акатуя савăнса уявлар» сăмахсене тĕпе хурса чăвашсем халăх йăлине малалла тăсрĕç.
Хырлă уçланкăра вырнаçнă алăстисен куравĕ-сем, суту-илӳ речĕсем, районти халăх пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташши пурне те хăйсем патне туртрĕç. Çакăнтах Мелекесспа Çĕнĕ Малăкла районĕсенчи тата Димитровградри чăваш кил-çурчĕсем хăнасене сăйларĕç. Вĕсен сĕтелĕсем халăхăн тĕрлĕ апат-çимĕçĕпе йăтăнас пек лараççĕ, сăмаварĕсем вĕресе тăраççĕ, кăпăклă сăри техĕ-млĕ шăршипе сăмсана кăтăклать.
Уяв хăнисем кил-çуртсемпе паллашнă хыççăн пĕтĕм халăх тĕп сцена умне пухăнчĕ. Мероприятин тĕп пайĕ пуçланчĕ.
Акатуя пуçласа малтан юрă коллективĕсем юрă кăшăлне тăчĕç, вăйă каларĕç. Сцена çинчен Димитровградри «Савăнăç» халăх ушкăнĕ уявăн йăли-йĕркине кăтартрĕ, Çӳлти Пӳлĕхçĕрен пысăк тухăç ыйтрĕ. Чăваш халăх гимне пурте ура çине тăрса итлерĕç.
Сцена çинчен ентешĕмĕрсене хаклă хăнасем саламларĕç: Мелекесс районĕн пуçлăхĕ С.А. Сандрюков, Димитровград хула пуçлăхĕн çумĕ А.Р. Гадальшин, УОЧНКА председателĕ О.Н. Мустаев, УОЧНКА ĕçтăвком пайташĕ Н.Н. Иванов, Газбанкăн Димитровградри уйрăмĕн управляющийĕ В.И. Чигаков, УОЧНКАн Мелекесс тата Çĕнĕ Малăкла районĕсенчи председателĕсем В.В. Киргизова тата А.В. Долгова, ЧНКн Самар тăрăхĕнчи тулли яваплăхлă çынни генерал-майор Н.А.Сидоров. Ĕçченсене çурхи ĕçсене вĕçленĕ ятпа саламланă май Мелекесс район пуçлăхĕ С.А. Сандрюков палăрнисене Хисеп хучĕ тата парне парса чысларĕ. Район акнă çĕрĕн лаптăкĕпе тата çурхи ĕçсене вĕçленипе облаçра малта пынине каларĕ, пурне те телей, ырлăх, сывлăх, тулăх тырă-пулă туса илме сунчĕ.
УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ. Чăваш йăлине, чĕлхине пĕтме пама юраманнине, çакăншăн пирĕн хамăрăн тăрăшмаллине каларĕ. Вăл хуть те хăш районта иртекен Акатуя та хаклă та сумлă парнесемпе килет. Хальхинче вăл Мелекесс тăрăхĕнче чăваш халăх йăли-йĕркипе культурине, чĕлхине упрассипе хастар ĕçлекен ентешсене чысларĕ. «Савăнăç» ансамблĕн артисчĕсем – Г.Качкасов, Л.Павлова, В.Буцаева, А.Артамонов, «Шăпчăксем» ушкăнăн пултарулăх ертӳçи С.Кочнева – ЧНК Хисеп хутне, Т.Кошкина («Савăнăç») тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Богатова – УОЧНКА Тав çырăвне тата парнесене тивĕçрĕç.
Олег Мустаев уйрăм «Савăнăç» ансамбле йĕркелесе яракан И.Н. Иванюкована палăртрĕ, чăваш тĕрриллĕ шарф парнелерĕ. Район пуçлăхне А.С. Сандрюкова, малашне халăх уявĕсене чăвашла тăхăнса пыма сĕнсе чăваш кĕпи тăхăнтартрĕ. Çаплах В.И. Чигаков, Н.Н. Иванов автономи пуçлăхĕнчен парнесем илчĕç. Вырăнти автономи председательне Валентина Киргизована тăван халăхшăн тăрăшса ĕçленĕшĕн тата 50 çул тултарнă ятпа ентешĕсем сăхман (шупăр) тăхăнтартрĕç. В.В. Киргизова – шупăр-сăхман тăхăнма официаллă майпа тивĕçнĕ облаçри пĕрремĕш хĕрарăм пулчĕ.
Ун хыççăн сцена çинче юрă-кĕвĕ хуçаланма пуçларĕ. Димитровградри «Яблонька» ача садне çӳрекен Арина Кузнецована кукамăшĕ Луиза Жирнова «Асанне» сăвва вĕрентнĕ. Хĕрача ăна илемлĕ те çепĕç чĕлхипе каласа пачĕ. Куракансене питĕ килĕшрĕ вăл. Çак тăрăхри ансамбльсем – «Савăнăç»(Димитровград, ерт. С. Ларионова), «Телей» (Мелекесс районĕ, ерт. П. Улюкин), «Пилеш», «Палан» (Çĕнĕ Малăкла районĕ, ерт. Н.Бикметова), «Илемпи» (Упамсар, ерт. О.Ямкина), Çĕнĕ Çарăмсан шкулĕнчи ачасен ушкăнĕ, Чăнлă районĕнчи «Укăлча» тата «Хĕвел» (ерт. Е.Лянкина), Шупашкартан килнĕ эстрада артисчĕсем – А.Сорокин, А.Ильин, А.Акăшпи илемлĕ концерт пачĕç. Куракансем чăтса тăраймарĕç, ташша çаптарчĕç.
Спорт лапамĕсенче çамрăксем вăй виçрĕç, ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе тупăшрĕç, Акатуй парнине тивĕçме тăрăшрĕç.
 
: 107, Хаçат: 25 (1478), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: