Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Анастасия Навознова (хĕр хушамачĕ – Табакаева) 96-мĕш çулпа пырать ĕнтĕ. Вăл Тереньга районĕнчи Хĕветĕрьел текен чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Хĕлле хулара пурăнать, çу кунĕсене тăван ялĕнче ирттерет. Каласа памалли нумай унăн, вăл виçĕ çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вучĕ ăшĕнче пулнă.
-1942 çулхи июнь уйăхĕнче пире, виçĕ хĕре, пĕтĕм ял вăрçа ăсатрĕ. Мана çуртран кутăн уттарса илсе тухрĕç, çапла тусан çын каялла таврăнать имĕш. Çакна курса тăракан анне татăлса йĕнипе тăнне çухатрĕ. Ульяновска пире лашапа илсе çитерчĕç. Унтан машинапа Сталинград еннелле çул тытрăмăр. Çитрĕмĕр те – хула веçех ишĕлсе пĕтнĕ! Пире пĕр çурта хваттере ячĕç. Служба вырăнĕ вара – медсанбат. Госпитальте санитарсем пулса тăтăмăр. Аманнисене тата чирлисене умлăн-хыçлăн илсе килеççĕ. Эпир вĕсене наçилккапа йăтса кĕретпĕр, çуса тасататпăр, хыратпăр, операци сĕтелĕ çине хуратпăр, унтан илсе кайса койка çине вырттаратпăр. Арçынсем вара 100 кило ытла таяканнисем те пур! Операци хыççăн юлнă каяшсене ятарлă шăтăка çĕр айне чавса пытаратпăр. Хăратăп, пултараймастăп тесе тăраймастăн унта: вăрçă, çынсен пурнăçне çăлмалла! Вăт кайрĕ пурнăç! - пуçлать калаçăвне Анастасия Федоровна.
Унтан чăваш хĕрĕ Курск пĕккинче те, Украинăри хĕрӳ çапăçусенче те пулать.
-Пирĕн дивизи начальникĕ шурă лашапа çӳретчĕ, машинапа çӳреме юратмастчĕ. Хирург вара 40 çултан иртнĕ хĕрарăмччĕ – Павла Ивановна Городских. Вăлах пирĕн взводăн командирĕччĕ. Çапла пĕрре Украинăра тĕттĕм пулсан операци тăвакан çуртран тепĕрне кайма урама тухрăм. Хайхи инçетре самолет вĕçнĕ сасă илтĕнет. Тӳрех чухларăм: ку самолăт пирĕн мар! Çапла итлесе тăнă вăхăтра вăл пуç тăрринчен вĕçсе иртрĕ те хирурги уйрăмĕн çурчĕ çине пĕр бомба пăрахса хăварчĕ. Кĕр-рĕс! турĕ.Таврара шăп пулчĕ. Кайран хирурги уйрăмне чупса кĕтĕмĕр те – мачча ишĕлсе аннă, Павла Ивановна ахлатса выртать. Вăл йывăр аманнă. Ăна хăвăртрах урăх госпитале илсе кайрĕç. Анчах та юратнă хирурга урăх кураймарăмăр, вăл виçĕ кунран вилнĕ терĕç. Питĕ лайăх хĕрарăмччĕ хăй, пирĕншĕн анне вырăнĕнчехчĕ. Кайран пире пĕлтерчĕç: эпир ăçта тăнине кам-тăр нимĕçсене каласа панă, вĕсене сутăннă,- салхуллăн каласа парать вăл.
Вăрçă вучĕпе пырса Наçтук аппа каярах Румыние, Бессарабие, Болгарие, Югославие, Венгрие, Австрие çитет.
-Югославире пире темиçе пӳлĕмлĕ пысăк хваттере ячĕç. Хуçи питĕ аванни лекрĕ. Вĕсен калаçăвĕ те вырăс чĕлхине çывăх, кăштах ăнланма пулать. Хуçа каçсерен хăй хатĕрленĕ хĕрлĕ эрехне ĕçетчĕ. Пире те ывăнтăр пулĕ тесе кăнтăрлахи апата пырсан кăштах ярса паратчĕ. Эрехĕ путвалта виçĕ пичкепе ларатчĕ: 100, 200 тата 300 литрлисемпе. Çак хваттерте «Тефаль» ятлă чейник курни те тĕлĕнтерчĕ, пирĕн çĕршывра вăл вăхăтра ун пекки пулман,- аса илет вăрçă ветеранĕ.
Навознова ефрейторшăн вара вăрçă Австрире вĕçленет.
-Çапла пирĕн пата çывăрнă чухне икĕ хĕр пырса кĕчĕ. «Тăрăр, мĕн çывăрса выртатăр/ Вăрçă пĕтнĕ вĕт!» - теççĕ хайхискерсем. «Мĕн пулнă/ Мĕнле пĕтнĕ/» - тĕлĕнетпĕр эпир. Кăштах вăхăт иртсен çеç ăнланса илтĕмĕр. «Тумланăр, урама тухăр, пырăр!» - тесе каласа хăварчĕç пикесем. Урама тухрăмăр та – пурте кăшкăраççĕ: «Победа! Победа наша! Гитлер капут!» Пире 100 грамм эрех ярса пачĕç. Япаласене пуçтарма хушрĕç, киле каймалла терĕç. Пире Румыние илсе кайрĕç, унтан пуйăспа хамăр çĕршыва ăсатрĕç. Эпĕ Ульяновска пĕччен çеç çитрĕм. Пире фронтра хут панăччĕ. Унпа почта начальникĕ патне кĕретĕн те – сана тепĕр станцие çитереççĕ. Эпĕ яла пуйăспах таврăнтăм.
Вăрçă хыççăн Наçтук аппа ним вĕренмесĕрех тăван колхозра бухгалтерта ĕçлеме тытăнать (унта вăл 40 çул ытла вăй хурать). 1949 çулта Александр Васильевич Навознова качча каять. Вĕсем виçĕ ача çуратса ӳстереççĕ. Шел, ывăлĕ 50 çула çитсен çĕре кĕрет. Пилĕк çул каялла мăшăрĕ те вилет. Халĕ ăна икĕ хĕрĕ пăхать. Пĕри Ульяновска Тольяттирен ятарласа амăшне пăхма килнĕ.
Паян Наçтук аппан кăкăрне 10 ытла награда илемлетет, çав шутра Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ те пур. Чи пысăк пуянлăхĕ вара – икĕ хĕрĕ, пилĕк мăнукĕ, ултă кĕçĕн мăнукĕ!
 
: 132, Хаçат: 25 (1478), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: