Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ыйтман пулнă пилне...
Турăран юрату эпĕ ыйтрăм
Пуçăма шур юр хупличчен.
- Кăшт анчах парнеле/.. - теме хăйрăм,
- Пурăнмашкăн хăратăп пĕччен.
 
- Кирлĕ чухлĕ илсем, веç паратăп,
Парнеле эс ăна хуть кама...
Парнелерĕм, пайларăм... Калатăп,
- Пĕтрĕ туйăм – юлмарĕ хама.
 
Çук, пĕлмен, пур кунта пĕр вăрттăнлăх,
Юратупа алхаснă, туйман...
Выляса ман çухалнă ăс-хакăл,
Ыйтман пулнă пилне Турăран...
Пĕрремĕш автан пачĕ сасне
Ялта шăп. Пĕр сасă та илтĕнмест.
Эп васкатăп укăлча умне.
Мана хирĕç çил килет.
Вăл чĕнмест. Чĕпĕтсе пăчăртать хăй çумне.
 
Сана та тĕл пулнă. Кĕвĕçет пуль.
Эс унта тăратăн пĕр-пĕччен.
Çеçкине тăкать шур çĕмĕрт – куççуль,
Пăсăлнă шăнса вăл мĕн ирччен.
 
Савнийĕм курса аллине сулчĕ.
Çĕмĕрт шăрши кĕрет таврара*
Юлашки хут тĕлпулăвĕ пулчĕ –
Паян, ара, каять салтака.
 
Тӳперен çут çăлтăр вĕçсе анчĕ
Çутатса уйрăлу самантне.
Ялта шăп. Савнипе чунăм канчĕ –
Пĕрремĕш автан пачĕ сасне.
Ыйт, ан ыйт...
Ыйт, ан ыйт, юрламастăп
Юрату юррисем.
Юрласа хурланмастăп,
Кĕрхи кун пек вĕсем.
 
Кĕрхи кун тĕрлĕ пулать,
Çумăрли – пусмăрлать.
Çурмалла чуна çурать,
Шыв сикки пек шарлать.
 
Ыйт, ан ыйт, юрламастăп
Юрату юррисем.
Чĕрене çунтармастăп,
Иртнĕ çутă кунсем.
Сим-пыл вăхăтсем
Халĕ эсĕ манран уйрăлаймăн,
Чунсемпе хуçаланмасть никам.
Çакăн пек телей пур тата камăн/
Хăвăртрах тăр çума, ыталам!
 
Нимĕнле улшăну урăх пулмĕ,
Мĕнле пулнă – çаплах юлмалла.
Хаяр шăпа текех çумра юлмĕ,
Хытăрах чăмăрта аллăма!
Çĕнĕрен çуралнă пек туятпăр,
Пирĕнпе савăнаç шăпчăксем.
Вĕсене итлесе савăнатпăр –
Шел, иртеççĕ сим-пыл вăхăтсем!
Çăтмах пахчине кĕтме тух!
Сана тĕл пултăм,
Çухал, пăлхавăр!
Юрату тулчĕ чĕрене.
Хăрушă мар чи тарăн авăр,
 
Чăммашкăн хатĕр ун тĕпне!
Пĕлместĕп.
Мĕн туса тивĕçрĕм
Сана, савнийĕм, кунашкал/
 
Кĕвĕçрĕм.
Кĕтрĕм,
Пурпĕр вĕçрĕм
Çитес çĕре, эс патăн хал!
 
Ĕнен мана, тем тума хатĕр
Çак юратушăн сывă чух.
Тĕл пулăпăр вилсен те эпĕр –
Çăтмах пахчине кĕтме тух!
 
Ăнлантарни: пăлхавăр – переполох, авăр – омут, çăтмах – рай.
Ĕçетĕп ун çветтуй шывне
Юрату эрехне эп ĕçрĕм
Пĕр чарăнми те чыхăнса.
Ахрат çырми тĕпнелле вĕçрĕм
Юнри "шуйттана" парăнса.
 
Çăтмахпа тамăк пĕрле пулса
Парнине пачĕç-ши мана/
Пылакпа йӳçĕ пыл хутăшса
Ӳсĕртрĕç сĕрĕмлĕ тăна.
 
Телейлĕ киленӳ саманчĕ
Илейрĕ телей ытамне.
Юратупа ман чун аманчĕ...
Ĕçетĕп халь çветтуй шывне!
 
Ăнлантарни: ахрат – пропасть, глубокий овраг, тамăк – ад, сĕрĕмлĕ – угарный.
Манаймăп ятна!
Юрату пурччĕ – куççуль юлчĕ.
Ăнланма йывăр халь çакна.
Тӳпери хĕвел пек çухалчĕ
Телейĕм... Манаймап ятна!
 
Юратрăмăр. Мĕскер-ши пулчĕ/
Сасартăк сӳнчĕ вут чунра.
Юратнин ванчăкĕ çеç юлчĕ
Чĕрере... Манаймап ятна!
 
Пурнăç тени явап тыттарчĕ.
Ăнланма йывăр халь çакна.
Шыв айĕнчех вутпа çунтарчĕ
Чĕрĕлле... Манаймап ятна!
 
: 38, Хаçат: 25 (1478), Категори: Тырçи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: