Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Уявсене пĕрле пухăнаççĕ
Çĕнĕ Ульяновск хули тата ун таврашĕнчи ялсенче пирĕн “Канаш” хаçата çырăнса илекенсем йышлах мар. Сăлтавĕ мĕнре – калама йывăр. Анчах чăваш хаçатне пĕр çурçуллăх та пулин çырăнса илсе вуланисем малашне ăна çырăнса илме пăрахмаççĕ. Çакăн йышши чăвашсен шутне Липкинче пурăнакан Нина Захаровна Абдрахманова та кĕрет.
Нина Захаровна Ульяновск тăрăхне Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Шăхаль ялĕнчен килсе тĕпленнĕ.
-Качча кайрăм кунти тутара. Юрату таçта та илсе çитерет. Икĕ хĕр çуратса ӳстертĕмĕр мăшăрăмпа. Халь тивĕçлĕ канура. Унччен ĕмĕрĕпех вырăнти “Приволжский” совхозра ĕне сунă. Хăнăхрăм, çак вырăнтан ниçта та каяс килмест, - тет вăл.
Нина Захаровна хыççăн Ульяновск çĕрĕ çине тăванĕсем те куçса килеççĕ, çемье çавăраççĕ. Уявсене халĕ пĕрле пухăнаççĕ. Çĕнĕ Ульяновскра ирттерекен чăваш мероприятийĕсене те пуçтарăнса килеççĕ. Катюша хĕрĕ амăшĕ пекех чăваш уявĕсемпе кăсăкланать.
Мăшăрĕ тутар пулсан та чăваш чĕлхи вĕсен килĕнче янăрама чарăнман. Мăшăрĕ чарман. Çаплах “Канаш” хаçата та вăл яланах çырăнать. Питĕ юратса вулать. Хăй статьясене “шĕкĕлчесе” тухнă хыççăн хаçата юлташне парать.
-Эпĕ чăвашсемпе çыхăннă пур япалана та юрататăп. Чиркĕве те Ульяновска чăвашсенне çӳретĕп. Зоя Михайловна Рейтер тăрăшнипе хамăр патра Акатуй йĕркелерĕмĕр. Эпир пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлетпĕр. Уявсенче çапла туслă пулни пушшех те лайăх,- тет Нина Захаровна.
 
 
 
 
: 995, Хаçат: 47 (1139), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: