Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ вырсарникун “Губернаторский” культура керменĕнче Вячеслав Христофоровпа “Янра, юрă” ушкăнăн тата Виталий Адюковăн çĕнĕ программăпа хатĕрленĕ концерчĕ иртрĕ.
Уява Патшалăх Думин депутачĕ, легендарлă хоккеист Владислав Александрович Третьяк та килсе çитрĕ. Вăл чăвашсене пухăнса çакăн пек уявсем йĕркеленĕшĕн мухтарĕ. “Янра, юрă” ушкăнпа Вячеслав Христофоров шăрантаракан юрăсене итленĕ хыççăн хăйне чăваш юррисем кăмăла кайнине пĕлтерчĕ.
- Çапла туслă пурăнмалла пирĕн. Халăхсен туслăхĕ çирĕп пулсан патшалăхра тăнăçлăх пулать, вăл вăйланать, - терĕ.
Раççейри халăхсен туслăхне çирĕплетес ĕçре нумай çул тăрăшса тухăçлă ĕçленĕшĕн Владислав Третьяк “Еткер” кăларăмăн тĕп редакторне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне Олег Мустаева РФ Патшалăх Думин Хисеп грамотипе чысларĕ.
Чăваш хăнана нихăçан та кучченеçсĕр кăларса ямасть. Олег Мустаев легендарлă хоккеиста “Еткер” тата “Акатуй” паллисемпе илемлетнĕ футболка тата нумаях пулмасть “Боевое братство” Афган паттăрĕсем пирки кăларнă кĕнекене парнелерĕ.
Антракт вăхăтĕнче Вячеслав Третьяк фойере автографсем валеçрĕ, нумайăшĕ унпа юнашар тăрса сăн ӳкерĕнчĕç.
 
: 1072, Хаçат: 47 (1139), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: