Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Самар облаçĕнчи Сергиевски районĕн Серноводск Культура керменĕнче Раççей Писательсен союзĕн членĕн, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Н.Г.Гарин-Михайловс кипе Нестор Янкас ячĕллĕ литература преми лауреачĕн Николай Сергеевич Карлин композиторăн пултарулăх каçĕ иртрĕ.
 
Мероприятие Чăваш Республикин юрă-кĕвĕ пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ деятелĕ Ирина Иванюкова ертсе пыракан халăх ушкăнĕ – «Савăнăç» - хутшăнчĕ.
Композиторпа асăннă юрă ушкăнĕ 2000 çултанпа çыхăну тытаççĕ. «Савăнăç» репертуарĕнче Николай Карлинăн нумай-нумай юрри-кĕвви. Унăн юррисем янăравлă та çепĕç. «Савăнăç» шăрантараканнисенче н чылайăшĕ Чăваш радио фондĕнче упранса итлекенсене савăнтараççĕ.
Уявра юрă ушкăнĕ «Тăван ял урамĕсем», «Икĕ куккук» юрăсене шăрантарчĕ тата такмаксем янраттарчĕ. Нина Морозовапа Ирина Иванюкова юрăçсем тата виçĕ юрă парнелерĕç. Вĕсенчен пĕри – «Сархайнă сăн ӳкерчĕксем» - куракансен умĕнче пĕрремĕш хут шăранчĕ.
«Савăнăç» ушкăн композитора мелекесс художникĕн Евгений Даниловăн ĕçне парнелерĕ.
Н.С.Карлин «Савăнăçа» 15 çул тултарнă ятпа саламласа Мелекесс çинчен хайланă çĕнĕ юррине парнелерĕ. Çак юрă коллектив юбилейĕнче - 2012 çулхи кăрлач уйăхĕнче иртекен концертра - пĕрремĕш хут янăрамалла.
«Савăнăç» ушкăн Самар хулин А.С.Савельев ячĕпе хисепленекен (пултарулăх ертӳçи – А.К.Носков профессор, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ) чапа тухнă хорĕпе пĕрле юрлани пурне те савăнтарчĕ. А.Носков 18 çул Патшалăх академи Çурçĕр халăх хорне ертсе пынă. Вунă çул Волжски халăх хорĕн ертӳçи пулнă. Паян вăл Самар академи культуринче вăй хурать.
Концерта çаплах ЧР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Христофоров, ЧР юрă-кĕвĕ пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ деятелĕ Михаил Анисимов, вырăс тата чăваш хорĕсем хутшăнчĕç.
«Савăнăç» ушкăн Самар тăрăхне кайма пулăшнăшăн «Мелекесс районĕ» муниципаллă йĕркеленӳ пуçлăхне В.П.Тигина, А.Н.Якличкин водителе тав тăвать.
 
: 842, Хаçат: 47 (1139), Категори: Чaваш тeнчи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: