Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ĔÇРЕ КАЙРИ ПУЛМАН ТРАКТОР УЙ ĔÇ БРИГАДИН ЕРТӲÇИ
 
Ехрем Иванĕ сăввипе В.Воробьёв кĕвĕленĕ «Колхоз хирĕнче» юрăри «Юратсах чунтан ĕçлерĕм эп колхозăн хирĕнче» сăмахсем тӳрремĕнех паян Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнче тивĕçлĕ канура пурăнакан Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тата пĕтĕм Союзри ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕн (ВДНХ) ылтăн тата бронза медалĕсене тивĕçнĕ Леонид Иванович Ваштахова пырса тивеççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Çывăхрах паллашар-ха, эппин, ĕç паттăрĕпе.
 
Ентешĕмĕр 1934 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче маларах асăннă ялта çуралса ӳснĕ. Çак ялтах пуçламăш шкул пĕтернĕ, Вăта Тимĕрçенте 7-мĕш класран вĕренсе тухнă.
Пилĕк ачаллă çемьере вăл – иккĕмĕш. Ашшĕ – Иван Фёдорович – колхоз председателĕнче вăй хунă. 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан 1941 çулхи авăн уйăхĕнче çĕршыва хӳтĕлеме тухса каять. Çав çулах раштав уйăхĕнче Мускав патĕнчи çапăçусенче хыпарсăр çухалать. Вăрçă çулĕсенчи тата хыççăнхи чи йывăр тапхăрсем амăшĕ – Елена Дмитриевна – çине тиенеççĕ. Вăл тата унăн пилĕк ачи – Раиса, Леонид, Николай, Геннадий, Лидия - вăл вăхăтри пурнăç тамăкĕнче «çунаççĕ»: колхозри пĕр ĕçрен те юлмасăр Çĕнтерĕве çывхартма тар тăкаççĕ. Елена Дмитриевна мĕнле йывăр пулсан та ачисене вĕрентме тăрăшать. Паян Николайпа Геннадий – саппасри офицерсем, Лидия суту-илӳ тытăмĕнче вăй хунă. Пурте тивĕçлĕ канура.
Леонид Иванович вунтăххăр тултариччен колхозра тĕрлĕ ĕçсенче туптанать. Çамрăклăх тапхăрĕн пĕр пайĕ (1953-1956 çç.) Совет Çарĕнче иртет – Днепропетровскра СССР Шалти ĕçсен министерствин чаçĕнче хĕсметре пулать.
1956 çулхи юпа уйăхĕнче Анат Тимĕрсен каччи кĕрнеклĕ те паттăр каччă пулса яла таврăнать. Çанă тавăрсах строительсен ушкăнĕнче ĕне витисем тунă çĕре хутшăнать.
Икĕ çултан Леонид Иванович авланать, ял хĕрнех – Тамара Ивановна Горбунована – качча илет. Вунă класс пĕтернĕ Тамара Ивановна кладовщикра вăй хурать.
1959 çулта çемье пысăкланать – Николай çуралать. Вăл паян Аслă Нагаткинра газ участокĕн директорĕнче ĕçлет. Аслă пĕлӳллĕ. Çемьеллĕ. Икĕ ача.
1969 çулта Леонид Ивановича колхоз ертӳçисем трактор уй ĕç бригадине ертсе пыма шанаççĕ. Тата çичĕ çултан Ваштаховсен иккĕмĕш ачи – Ирина – çут тĕнчене килет. Саккаспа тенĕ пек, çемьере хĕрача та пулмалла. Ирина паян Ульяновскра тĕпленсе пурăнать, васкавлă пулăшу паракан медицина ĕçченĕ. Çемьеллĕ. Хĕрача çуратнă.
Юрăри пек юратса та чунтан пурнăçлать Леонид Иванович хăйĕн ĕçĕсене. Вăл ертсе пыракан трактор уй ĕç бригади районта çеç мар, область шайĕнче те малтисен шутĕнче пулса çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăвать. Çирĕм пилĕк çул Л.И.Ваштахов юратнă ĕçне чунне парать. Ахальтен мар пулĕ ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, пĕтĕм Союзри ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕн ылтăн тата бронза медалĕсемпе наградăлаççĕ. Кусемсĕр пуçне Леонид Иванович нумай-нумай юбилей медалĕсене, кăкăр паллисене, сумлă ятсене тивĕçет. Ăна пĕр хутчен çеç мар ял тата район Совечĕн депутатне суйлаççĕ. Вăл агитатор пулса та пайтах ĕçлет.
Паян Тамара Ивановнапа Леонид Иванович Ваштаховсем – Раççей ĕç ветеранĕсем – тĕп килте иккĕш çеç пурăнаççĕ. Хуçалăхĕ пысăк: хĕрĕх соттăй çĕр лаптăкĕ, хурсем, чăхсем, сысна çурисем… Пĕрлехи йывăр ĕçсене, паллах, ачисемпе мăнукĕсем пурнăçлама пулăшаççĕ.
Пушă вăхăтра (вăл ял çыннин сĕре сахал пулать) Леонид Иванович çар мемуарĕсене шĕкĕлчет. Хаçат-журнал, телевидени урлă çĕршывра тата тĕнчере пулса иртекен пулăмсемпе интересленет.
Кĕркунне… Çу каçипе тимлесе, çине тăрса ĕçленĕ хыççăн çут çанталăк канма хатĕрленет. Çын чĕринче кăна кану çук. Пурнăç яланхи пекех вĕресе тăрать. Ваштаховсем те ав кĕрхи ĕçсем пĕтнĕ тесе тĕнчене манса каймаççĕ, вăй çитнĕ таран хуçалăхри ĕçсемпе аппаланаççĕ. Канмалли кунсенче тата праçниксенче ачисемпе мăнукĕсене кĕтеççĕ. Пӳрт тулли сасăпа пурнăç малалла тăсăлать.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.
 
: 1054, Хаçат: 47 (1139), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: