Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче чăвашсен паллă композиторĕ Григорий Хирбю (Григорий Яковлевич Хирбиков) çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.
Пулас композитор Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Аскарино ялĕнче 1911 çулта çуралнă. Покровски ялĕнче ултă класс пĕтерсен, 1927 çулта Шупашкарти коммуна шкулне кĕрет. Пĕр вăхăтрах музыка шкулĕнче те вĕренет. Унта вăл С. Максимов композитор сĕннипе пĕлӳ илет.
1930 çулта Григорий Хирбю Шупашкарти музыкăпа театр техникумне пĕтерсе Ленинградри Н.А.Римский-Корсако в ячĕллĕ консерваторири композиторсен уйрăмĕнче вĕренет. Çав вăхăтра Хĕвелтухăç халăхĕсен çут ĕç çуртĕнче чăваш хорне ертсе пырать.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче композитор Ленинград консерваторийĕпе пĕрле Ташкента куçать. 1943 çулта Шупашкара таврăнать, çулталăкран Чăваш радио вокал ансамблĕн пултарулăх ертӳçи пулса тăрать.
Григорий Хирбюн пултарулăхĕ тата чăвашсен профессиллĕ музыкин аталанăвĕ пĕр вăхăтра пыраççĕ. Унăн пĕрремĕш произведенийĕсем – “Ăмăртуллă çар”, “Эпир вăйлă” (30-мĕш çулсенче) халăхра анлă сарăлнă. Вăл симфони оркестрĕ валли 4 сехетлĕ сюитăпа увертюра, “Чечекленет çĕршыв” тата “Кай, кай Ивана” музыка комедийĕсем, Чăваш академи драма театрĕн “Нарспи”, “Анисса”, “Колхоз хĕрĕсем”, “Икĕ юлташ” спектаклĕсем валли музыка çырать. 1967 çулта “Нарспи” оперăна çырса пĕтерет.
Пултаруллă композитор тĕрлĕ жанрлă тата содержаниллĕ 5000 ытла вокалпа хор прозведенине халăх умне кăларать.
Чăваш халăх юррисене те Григорий Хирбю нумай илемлетнĕ. Вĕсене Чăваш Республикинчи пултарулăх ушкăнĕсем юрланă.
Музыка культурипе искусствине аталантарнăшăн Григорий Хирбю нумай хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ: РСФСР халăх артисчĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ искусство деятелĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. Григорий Яковлевича Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Шупашкарти пĕр урама унăн ятне панă.
Григорий Хирбю 1983 çулхи çурлан 17-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Шупашкар масарĕнче пытарнă.
Унăн пичетленсе тухнă музыка произведенийĕсем тата ун çинчен çырнă литература Чăваш Республикин патшалăх кĕнеке палатинче упранаççĕ.
 
: 1220, Хаçат: 48 (1140), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: