Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акăлчан хĕрарăмĕ, 38 çулхи Джулия Маккэйб, килĕнче çӳçне пĕветнĕ хыççăн тăнсăр кайса ӳкнĕ, виçĕ уйăх тăна кĕмесĕр пульницара выртать. Тухтăрсем хĕрарăмăн çӳç сăрламаллин пĕр элеменчĕ çине аллерги пулнă тесе шутлаççĕ. Вăл малтанхи пекех çын пуласси шанăç 8 процент кăна теççĕ.
Джулия лавккара “Лореаль” фирмăн килте çӳс пĕветмелли набора туянать, килĕнче çӳçне сĕрет те тăнсăр кайса ӳкет. Малтанах Джулийăн упăшки арăмĕ сăрра пула кайса ӳкнине ĕненмест, мĕншĕн тесен арăмĕ нихăçан та аллергипе аптăраман тата кашни çур çулта пĕрре шуралнă çӳçне пĕветнĕ.
Тухтăрсем вара “Лореаль” сăрăри парафенилендиамин веществона айăплаççĕ. Çак вещество лавккасенче сутăнакан тĕрлĕ сăрăсен 99 процентĕнче пур. Вăл питĕ вăйлă аллерги паракан япала. Çавна пулах унпа Швеци, Германи, Франци çĕршывĕсенче усă курма чарнă. Çак çĕршывсенче сутăнакан çӳç пĕветмелли сăрăсенче парафенилендиамин çук, пулма та пултараймасть. Кун пирки сăрăсен курупкисем çинех çырса пĕлтернĕ. Америкăра та парафенилендиаминпа усă курма чарасшăн. Мĕншĕн тесен çак вещество вăйлă аллергенпа канцероген кăна мар, ăна пула пуç мимин ракĕ те аталанма пултарать.
Çын пĕр ятлă сăрăпа темиçе хутчен усă курма пултарать. Анчах пĕррехинче вăйлă аллерги çапса антарать.
Халĕ Америкăра косметика фирмисене парафенилендиаминпа усă курма чарассипе ĕç пырать. Кĕçех ыйтăва парламент та пăхса тухмалла.
Тухтăрсем вара хĕрарăмсене, сăрăсен инструкцийĕнче çырса асăрхаттарнă пек, çӳçе сăрличчен 48 сехет малтан ӳт çине сĕрсе пăхма сĕнеççĕ. Британири çӳç касмалли салонсенче çапла тăваççĕ те.
 
: 876, Хаçат: 48 (1140), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: