Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ чăваш ялĕнче ӳссе çитĕннĕ. Атте-анне те чăвашсем. Тăвансем, кӳршĕсем хăнана пухăнсан яланах йĕтес туртатчĕç. Мĕне пĕлтерет çакă чăвашсен ĕлĕкрен пыракан йăли-йĕрки? Каласа парсамăр.
Зинаида И.
 
Чăвашсем мĕн авалтан пăр-пĕрне хисепленĕ, туслă пурăннă. Вĕсем ĕçкĕсене, уявсене пĕрле пухăнса савăннă. Ĕçкĕсен хуçисем питĕ тĕплĕ хатĕрленнĕ. Ятарласа сăра тунă, сĕтел çине лартма чăх, хур тушки, пыл-çу, çăкăр-тăвар, тутлă апат-çимĕç хатĕрленĕ.
Хăнана вара чи çывăх тăванĕсене кăна мар, аякри тăванĕсене, кӳршĕ-аршăсене, ялти сумлă çынсене те чĕнме тăрăшнă. Ялти ватăсем каланă тăрăх, чăвашсен ĕçкисем питĕ шавлă та савăнăçлă иртнĕ.
Чĕннĕ хăнасем пурте пухăнса çитсен, вĕсене сĕтел хушшине лартнă, килнĕ çамрăк мăшăрсене палламан аякри тăвансемпе паллаштарнă. Каласа паракансем асăннă тăрăх, хăнасен сĕтел çинчи пĕтĕм çимĕçе тутанса пăхмалла пулнă.
Чăвашсем сĕтел çине мĕн ĕлĕкренех чăх-хур тушки лартнă. Çав чăх ашне вакласа çинĕ чух ытти шăмăсемпе пĕрле йĕтес шăмми те пулнă.
Кама йĕтес шăмми лекет, арçынна е хĕрарăма, вăл йĕтес туртма шутланă. Енчен те хăйĕн туртас кăмăл пулмасан йĕтес шăммине уйăрмасăр хăварни те пулнă.
Йĕтес шăмми лекнĕ çын ушкăнри хăйне килĕшекен, кăмăла каякан çынна йĕтес шăмми уйăрма ыйтнă. Каласа панă тăрăх, ку йăлана тата çывăхрах тăванлашас тесе тунă. Çавăнпа та йĕтесе тăвансемпе кăна мар, кӳршĕсемпе, аякри тăвансемпе те туртма пултарнă.
Йĕтесе шĕвĕр пӳрнепе (указательный палец) туртнă. Ăна уйăриччен, уйăракансем малтан хăйсен хушшинче çапла калаçса татăлнă: «Ухмаххин пĕр литр, ăслин çур литр ĕçтермелле»,- тенĕ. Унсăр пуçне тата икĕ енчен те пĕр-пĕрне кĕпе тăхăнтармалла пулнă.
Йĕтесне уйăрнă хыççăн çекĕлли ăсли пулса юлнă, çекĕлсĕрри вара – ухмаххи.
Çавăнтах вĕсем йĕтес хăçан чĕртес пирки калаçса татăлнă, мĕншĕн тесен уйăрнă япала, ăна чĕртмеллех пулнă. Каласа паракансем асăннă тăрăх, йĕтес шăммине чĕртмесен ватăсем чăх-чĕп ăнмасть тенĕ.
Уйăрнă хыççăн харпăр хăй йĕтес шăммине йĕтес чĕртиччен пуçтарса хунă. Йĕтесне чĕртме вара, пултаракансем ятарласа хăна пухнă, хăшĕсем йĕтесне уявсенче пĕр-пĕрин патне кайса чĕртнĕ.
Пĕрремĕш йĕтес чĕртме пыраканĕ «ухмаххи» пулнă. Унăн йĕтес чĕртме пынă чух шăммине пĕрле илсе пымалла пулнă, вăл çавăн пекех «ăсли» патне литр ханша, кучченеçсем тата кĕпе илсе пынă. Хăшĕсем вара килти ытти çынсене те парне панă теççĕ. Парне вырăнне пит шăлли, пусма, сăмса тутри е тутăр пулма пултарнă.
Тепрехинче, палăртнă вăхăтра «ăсли» хăнана пынă. Вăл та çур литр ханша, кĕпе тата ытти парнесем илсе пынă.
Енчен те, йĕтес туртакансенчен иккĕшĕнчен пĕри чĕртме пымарĕ пулсан йĕтес чĕрĕлмен тенĕ, анчах та ĕлĕкхи вăхăтра ун пек тĕслĕхсем сахал пулнă. Йĕтес чĕртнĕ чух ятарласа юрламалли юрă пулнă:
И кăтик те кăтик, ай, шур чăххи
Вун икĕ çăмарта, ай, тăвайрĕ,
Вун икĕ те чĕпĕ, ай, кăларчĕ,
Вун иккĕрен пĕри автан пулчĕ,
Çавăн йĕтессине, ай, чĕртетпĕр.
Йĕтес юррине юрланă чух йĕтес туртнисем ик енне пĕрер тенкел лартса ун çине урлă çатма тимĕрин патакне хурса чăх каштара ларнă пек туса юрлани те пулнă. Çак юрра ĕлĕкхи çынсем хăйсене ытларах килĕшекен хăна юррин кĕввипе те юрлама пултарнă. Кунсăр пуçне тĕрлĕрен хăна юррисем юрланă, такмак каласа ташланă, савăннă. Юлашкинчен, каяс умĕн хуçисем яланах хăнисене сĕтел хушшине лартса хăналанă, çул курки ĕçтерсе ырă сунса ăсатса янă.
 
: 1145, Хаçат: 48 (1140), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: