Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шкул паян çĕнĕлле пурăнать
125 çул утса тухнă шкул ятне паян та хăйĕн вĕренекенĕсем çӳллĕ шайра тытса пыраççĕ.
 
Историрен
Пухтел ялĕ Чăнлă тăрăхĕнче чи авалхисенчен пĕри. Вăл XVII ĕмĕрĕн çурринчех никĕсленнĕ. Анчах хута вĕренме вунтăххăрмĕш ĕмĕрте тин тытăннă. Ялта шкул пулманнипе ачасем Кивĕ Улхашпа Вăта Тимĕрçен шкулĕсене çӳренĕ.
Вунтăххăрмĕш ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенче Вăта Тимĕрçен шкулĕнче Илья Савельевич Бюргановский тиаконра ĕçленĕ. Вăл Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. И.Я. Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕсенчен пĕри пулнă. Иван Яковлевич хушнипе вăл пухтелсемпе пĕрре çеç мар шкул уçас пирки сăмах хускатнă. Унăн шухăшне ялти хисеплĕ çын Григорий Михайлович Цыганцов ырланă. Анчах хирĕçлекенсем пулман мар. «Халиччен эпир шкулсăрах пурăннă, малашне те ачасем унсăрах пурăнĕç. Пире – хресченсене – ĕç кирлĕ, хут пĕлни ĕçлеме чăрмантарать», – тенĕ хăшĕ-пĕри. Ял çыннисемпе И.С. Бюргановскин нумай калаçма тивнĕ, вăл çав-çавах шкул уçмалла тесе ĕнентернĕ.
1886 çулта çулла ял пухăвĕнче шкул-чиркӳ уçма йышăннă. Çапла вара юпан (октябрĕн) 28-мĕшĕнче Пухтелĕнче икĕ класлă шкул уçăлнă. Симулинсен килĕнче хресченсем партăсемпе тенкелсем ăсталанă, доска çакнă. Шкул сĕтелĕ хушшине пĕрремĕш хут 25 ача ларнă. Вулама-çырма вĕренес текенсен йышĕ ӳссех пынă. Эрнеренех вĕсен шучĕ 48 ачана çитнĕ. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ – Иван Максимов. Çапла кунта пĕлӳ вучахĕ çунма тытăннă. Илья Бюргановский Пухтеле час-часах пырса çӳрет, часах шкулта Турă саккунне вĕрентме тытăнать. Ун патне шкула çитĕннисем те çӳреççĕ. Илья Савельевич уйрăм шкул уçассишĕн чупма тытăнать. Кун пирки вăл И. Я. Яковлева çырса ярать. 1888-89 вĕренӳ çулĕ тĕлне çĕнĕ шкул çĕкленсе ларать. Никĕсĕ – чулран. Икĕ класĕ пысăк та çутă. Вĕсене коридор çыхăнтарать. Хĕвеланăç енче ачасем вĕреннĕ пулсан хĕвелтухăç енче кĕлĕ иртттерме алтарь йĕркеленĕ. Шкул çуртне тума патшалăх вăрман тата укçа-тенкĕ уйăрнă. Çаплах ял çыннисенчен те пухнă. Тĕреклĕ хуçалăхпа пурăнакан Г.М. Цыганцов тĕслĕх кăтартнă: вăл 410 тенкĕ панă. Вăл И.С. Бюргановские яланах пулăшса пынă. Çĕнĕ шкул туса лартнă хыççăн та йывăрлăхсем пулкаланă: хăш-пĕри тӳлесшĕн пулман, вырăнти тутарсем чăвашсене хăйсен Туррине сутнă тесе айăпланă. Çылăхран хăраса хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ укçа пама килĕшмен.
1890 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Пухтелĕнчи чиркĕве çутатаççĕ. Чĕмпĕртен хаклă хăнасем килеççĕ, уяв виçĕ куна тăсăлать. Çавăн хыççăн ĕненекенсен шучĕ самаях ӳснĕ. Тепĕр çулхине И.С.Бюргановский пачăшкă санне илет. Ачасен тавракурăмне аталантарнипе пĕрлех Илья Савельевич çамрăк ăру Турă саккунне пĕлтĕр тесе тăрăшнă. 1896 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнче (Пухтелĕнче шкул уçнăранпа шăпах 10 çул çитсен) И.С. Бюргановский çĕре кĕрет. Ун ĕçне Иван Максимов тăсать. Вăл вăхăтра шкулта унсăр пуçне Ананий Данилов (Вăта Тимĕрçен çынни) ĕçленĕ. Вăл Пухтел шкулĕн иккĕмĕш вĕрентекенĕ пулнă. Вĕсем хыççăн тĕрлĕ çулсенче Октябрьти революциччен Степан Форфоломеев, Яков Иванов, Иван Дормидонтов, А.И. Мутя, И.С. Баранов, М.И. Бюргановская ĕçленĕ.
1906-1908 çулсенче ялта çĕнĕ чиркӳ (икĕ куполпа тата чиркӳ тăррипе, каярах ăна клуб тунă, темиçе çул каялла вăл çунса кайнă) туса лартнă.Пĕрремĕш çуртра ачасем 4 класс таран вĕренме тытăнаççĕ. 1908 çулта икĕ класлă шкула тăватă класлă туса хунă, 1934 çулта – çичĕ çул вĕренмелли. Пĕрремĕш директор пулма А.Н. Никонорова шанаççĕ. Ун хыççăн пуçлăх тилхепине А.Е. Обдиркин, аслă вăрçă çулĕсенче – В.Ф. Леонтьева тытса пынă. Çичĕ класлă шкул Пухтелĕнче утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕччен пулнă. Унччен тĕрлĕ çулсенче Г.А. Симурзин, А.К Романов, Г.Ф. Осипов, И.Т. Шахин, В.А. Никонов директорта ĕçленĕ.
1961-1962 вĕренӳ çулĕнче 8 класлă шкул пулса тăрать.
1975 çулта шкул тинех вăтам шкул статусне илет. Директорăн ĕçне чи нумай вăхăт туса пыраканĕ – В.В. Сультеев. Вăл тăван шкулта 36 çул вăй хунă, вĕсенчен 22 çул – директорта.
 
Шкул мухтавĕ – вĕрентӳçĕсемпе вĕренекенсем
Шкул паян хăйĕн вĕрентӳçисемпе тивĕçлипех мухтанать. Çĕршер ачана вĕсем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă-çке... Пухтелсем шкула никĕслекенĕн И.С. Бюргановскин хĕрĕн Мария Ильинична Бюргановская (1896-1971) вĕрентӳçĕн ятне ырăпа асăнаççĕ. Ашшĕнчен 8 çулта юлнăскер, 1914 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухать. Вăл тивĕçлĕ канăва кайиччен, кайсан та юратнă ĕçне пăрахма васкамасть. Юлашки икĕ çул хушши шкулти вулавăшра ĕçлет. Пултаруллă педагога 1958 çулта Ленин орденĕпе чыслаççĕ.
Аслă вăрçăччен кунта П.В. Лаптев вĕреннĕ. Вăрçă хирĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.
 
Паянхи шкул
Паянхи çамрăк ăрăва тарăн пĕлӳ парас ĕçре ăста вĕрентӳçĕсем тăрăшаççĕ.
Алёна Николаевна Сультеева – шкул директорĕн тивĕçне 6 çул йĕркелесе пырать. Вĕрентӳ ĕçĕнче мĕнпурĕ 23 çул. Вăл Пухтел шкулне кĕмĕл медальпе пĕтернĕ.
Галина Николаевна Палькина –директор çумĕ, вĕрентӳ пайĕн заведующийĕ. Вĕрентӳ ĕçĕнче 33 çул вăй хурать, вĕсенчен 12 çул – класс тулашĕнчи ĕçсен, 11 çул – вĕрентӳ пайĕн заведующийĕнче. Географи предметне ăса хывма пулăшать. Çак шкултах вăтам пĕлӳ илнĕ. Вăл Ĕç ветеранĕ, тата Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ.
Вера Ивановна Салюкина – 6 çул класс тулашĕнчи ĕçсен заведующийĕнче вăй хурать. Ĕç стажĕ – 29 çул. Вăл пуçламăш классене çырма, вулама вĕрентет. Пухтел шкулĕнчен вĕренсе тухнă. "Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ" ята тивĕçнĕ.
Зоя Васильевна Ятманова – математика тата информатика предмечĕсене илсе пырать. Шкул ĕçĕнче – 39 çул. Вăл та Ĕç ветеранĕ, Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ.
Татьяна Николаевна Шубина – математика предметне 41 çул вĕрентет. Ĕç ветеранĕ тата Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ.
Галина Николаевна Сафукова – 30 çул физика тата ОБЖ предмечĕсене вĕрентет.
Галина Леонидовна Саморзина – вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ. Вĕрентӳ ĕçĕнче – 25 çул. Ун çине тата профком ĕçĕ тиеннĕ, 9-мĕш класс ертӳçи. 2011 çулта вăл «Самый классный класс» конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă.
Валентина Викторовна Пидиксеева 18 çул хушши ачасене вырăс чĕлхипе литературине ăса хывтарать. Ĕçлеме тăван шкулнех таврăннă.
Людмила Михайловна Кузнецова истори тата обществознани предмечĕсене вĕрентет. Ĕç стажĕ – 29 çул. Вăл районти «Учитель года – 2008» конкурс дипломанчĕ.
Зоя Леонтьевна Пидиксеева – биологи учителĕ. 43 çул хушшинче "Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ" тата "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Вăл шкул пахчишĕн яваплă.
Рашит Менсурович Насертдинов – рисовани тата физкультура предмечĕсене вĕрентет. Вĕрентӳ ĕçĕнче – 25 çул. Вăл «Юный скульптор» кружок ертсе пырать. 2011 çулта районти «Çулталăк вĕрентӳçи» конкурсра 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Пухтел шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. 11-мĕш класс ертӳçи.
Елена Владимировна Винокурова 21 çул ачасене акăлчанла калаçма вĕрентет. 6-мĕш класс ертӳçи.
Венера Лукиановна Пидиксеева хими тата технологи вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшать. Ĕç стажĕ – 24 çул. Вăтам пĕлӳ çак шкултах илнĕ.
Надежда Николаевна Шубина пуçламăш классене вĕрентекенĕ. Вĕрентӳ ĕçĕнче –15 çул. Районти «Самый классный класс-2010» конкурс çĕнтерӳçи.
Лариса Геннадьевна Абдрехменова – пуçламăш классене вĕрентекенĕ. Ĕç стажĕ – 26 çул. Пухтелĕнче вĕреннĕ.
Елена Владимировна Форменова 28 çул пуçламăш классемпе ĕçлет. Пухтелĕнче вĕреннĕ.
Елена Владимировна Муртакова – чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Пухтел шкулĕнче вăтам пĕлӳ илнĕскер, вĕрентӳ ĕçĕнче пĕр çул кăна-ха.
Ксения Викторовна Абдрехменова та çамрăк вĕрентӳçĕсен шутĕнче. Тăван шкула ĕçлеме килни пĕр çулталăк.
Нина Николаевна Кушты 33 çул тăван шкулта чăваш чĕлхипе литературине ăса хывма пулăшнă. Ку вĕренӳ çулĕнче вăл академи отпускĕнче.
Шкул уявĕ
Уява çак шкултан вĕренсе тухнă сумлă çынсемсĕр пуçне хаклă хăнасем килсе çитнĕ: облаçри çамрăксен политикин министерствин представителĕ С.Н. Терёхин тата Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В. Рамазанов.
Малтанах шкулти фойере М.И. Бюргановскаяна тата çак шкулта вĕреннĕ Совет Сюзĕн Геройне П.В. Лаптева халалланă Асăну хăмисене уçнă. Мария Ильиничнан çывăх тăванĕ, ялта Бюргановскисене халалласа часавай лартаканĕ Б.Н. Тимиркин тухса калаçнă, шкула И.С. Бюргановскин портретне парнеленĕ. Çаплах П.В. Лаптевăн тăванĕ В.И. Цыганцов та ăшă сăмахсем каланă.
Çак кун шкулăн пĕр пӳлĕмĕнче ача сачĕ уçăлнă. Уяв савăнăçсăр пулмасть. Вĕрентӳçĕсене: шкул ертӳçине А.Н. Сультеевана кĕпĕрнаттăр ятĕнчен Тав хучĕ парса чысланă. И.В. Михеевана, Г.В. Оброкована, Г.В. Нагорнована — вĕрентӳ министерствин Хисеп грамотисене, В.И. Палькинана, В.И. Салюкинана – район администрацин грамотисене, Г.Л. Саморзина, Л.М. Кузнецова, Н.Н. Кушты, В.В. Пидиксеева – районти депутатсен Канашĕн, ытти вĕрентӳçĕсем – районти вĕрентӳ пайĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.
Нумай çул вĕрентӳ ĕçĕнче вăй хунă М.П. Ширтанована «Чăнлă районĕн хисеплĕ гражданĕ» ята парса чыс тунă.
Район ертӳçи Ханяфи Валиевич пурне те уяв ячĕпе саламласа компьютер туянма 25 пин тенкĕ укçа тата спортинвентарь парнеленĕ. Мĕнле уяв юрă-кĕвĕсĕр? Шкулти çамрăк артистсем пухăннисем валли сăвă-юрă хатĕрленĕ, Шупашкарти артистсем эстрада юррисемпе савăнтарнă.
Шкул паян çĕнĕлле сывлать, çĕнĕлле пурăнать, хăй тĕллевне тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пырать. Тĕп тĕллев – çамрăк ăрăва тарăн пĕлӳ парса çĕршывшăн усăллă граждансем ӳстересси.
 
: 1331, Хаçат: 48 (1140), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: