Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паян Раççейре хĕрсех наркотик çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан федераллă служба хатĕрлекен çĕнĕ саккун проектне сӳтсе яваççĕ. Вĕсем РФ Уголовлă кодексне наркомансене яваплăх тыттармалла, кирлех пулсан тĕрмене хупмалла теекен тӳрлетӳсем кĕрттересшĕн. Унсăр пуçне пулас улшăнусем наркоманипе чирлисене вăйпа сиплеме ирĕк парĕç. Саккуна хӳтĕлекенсем çак саккун проектне ырламаççĕ. «Вăл тĕрмесене тултарса хурасси патне çеç илсе пырĕ, наркомансем хушшинче вилĕм-чĕрĕмсен шутне чакармĕ, ыйтăвĕсене те татса параймĕ»,-теççĕ. Саккун проекчĕ наркомана тытнă тытман тĕрмене хупасси пирки каламасть паллах. Малтанласа унпа специалистсем ĕçлĕç. Анчах та вăл сипленме, психологсемпе калаçма килĕшмесен, наркотикпа кĕрешекенсен аллине икĕ-виçĕ хутчен çаклансан тĕрмене лекес хăрушлăх пурах. Тĕрмене, чылайăшĕн шучĕпе, чи малтан çамрăксем хушшинче çак инкеке саракансене, çак хура ĕçпе кăсăкланакансене хупмалла. Паян ашшĕ-амăшсем хушшинче чăтаймасăр тăван ачисене пысăк укçа тӳлесе килти тĕрмесене панисем те сахал мар. Унта вĕсене хупса усраççĕ, çитереççĕ, хăшĕсенче, тен, сиплеççĕ те пуль. Наркомани –хăрушă чир. Çывăх çынсемшĕн – куççуль, тертпе нуша. Серепене лексен тухма питех те йывăр.
Статистика пĕлтернĕ тăрăх, юлашки тăхăр çул хушшинче Раççейре наркомансен шучĕ 60 процент ӳснĕ. Синкерпе чирлисене сиплекен диспансерсенче 500 пин наркоман учётра тăрать пулсан официаллă вара пирĕн çĕршывра 2 миллионран пуçласа 6 миллион таран наркоман шутланать. Ку вăл ĕçлеме пултаракан, вăйпитти çынсен 5 проценчĕ. Экспертсен статистики тăрăх, Раççейре наркотика ăша хывакансен шучĕ 3 млн. пуçласа 8 млн. таран. Цифрăсем хăратаççĕ. Кашни кунах наркомансен аллинчен йĕркеллĕ, ырă-сывă çынсем вилеççĕ. Тăванне-юлташне те шеллемеççĕ чĕтреве ернĕскерсем. Вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ – вăрă-хурах, кашни виççĕмĕшĕ – шанчăксăр.
Раççейре çулталăкне пурĕ 50 пин чирлĕ çын çак синкертен сывалаять. Çĕршывра наркомани чирĕнчен сиплекен питĕ чаплă реабилитаци центрĕсем виççĕ: Çурçĕр Осетире тата Тюменьпе Курган облаçĕсенче. (Танлаштарма: Китайра, тĕслĕхрен, 600). Кунта выртакансенчен чылайăшĕн чĕрĕлме пур майсем те пур. Центрсенче ятарласа хатĕрленĕ пысăк квалификациллĕ тухтăрсем, ăста психологсем - ĕçлеççĕ. Паян ку инкекрен хăтăлмалли ятарлă меслетсем çителĕклех. Анчах, статистика кăтартнă тăрăх, пульницаран сывалса тухакан ĕнерхи наркомансенчен 90 проценчĕ каллех наркотикпа иртĕхме пуçлать. Мĕн ку? Хăйĕн серепинчен вĕçертмен вилĕм чирĕ-и е кăмăл-туйăм вăйсăрлăхĕ-и? Специалистсенчен чылайăшĕ çакăн хуравĕ çемьесенче пытарăннине çирĕплетеççĕ; сипленнĕ çынсене обществăран уйăрмалла, вĕсене малашне пурăнма расна условисем туса памалла теççĕ. Унсăр пуçне куллен тĕл пулакан çынсенчен, ĕлĕкхи туссенчен пăрăнмалла, çĕннисене тупмалла. Çемье, çывăх тăвансем çеç наркотик патне каялла таврăнассинчен сыхласа хăварайĕç. Ку ыйтупа Ульяновскри наркологи диспансерĕн тухтăрĕсемпе калаçатăп. «Пульницаран сипленсе тухакан çын (каччă-и вăл, хĕр-и?) тĕнчепе куçа-куçăн пулать, вăл халь пĕр-пĕччен. Умне йăтăнса аннă йывăрлăхсене çĕнтерме ăна пирĕн – специалистсен – ашшĕ-амăшсен, юлташĕсен, мăшăрĕсен, юратăвĕсен… пулăшас пулать. Тĕрĕссипе, хăшĕ-пĕрисем наркоман ачисене сиплеме чăрмантараççĕ», - теççĕ вĕсем. Ĕнерхи наркомансенчен чылайăшĕ эрех-сăра çине куçать. Ку та чир. Еплерех чăтăмлă, çĕр хут чăтăмлă пулас пулать ашшĕпе амăшĕн ачине сывă пурнăç çулĕ сине тăратас тесен.
Анчах та чиршĕн, хăвăн айăпупа е тепĕр çын айăпĕпе чирленĕшĕн тĕрмене лартаççĕ-и, саккун тĕлĕшĕнчен яваплăх тыттараяççĕ-и? Пурне те тытса хупса хурсан та наркомансенчен хăтăлаймастăн паллах. Чи малтан çĕнĕ саккун проекчĕ тавра тĕплĕн шухăшласан аванччĕ.
 
: 1082, Хаçат: 48 (1140), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: