Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хаçата çитес çурçуллăха çырăнтармалли тапхăрта "Раççей почти" çырăнакансен вунăкунлăхне ирттерет. Кайран вĕсен хушшинче выляв йĕркелет. Кăçал çак вунăкунлăх юпа уйăхĕн 13-23-мĕш числисенче пулчĕ. Çак вăхăтра “Канаш” хаçата çырăннисем абонементсене редакцие ярса пачĕç. Абонементсем хушшинче шăпа янă хыççăн хальхинче редакци парнине – банкăсем уçмалли универсаллă электроприбора – Ульяновск çумĕнчи Лаишевка ялĕнче пурăнакан Анисия Ивановна Андреевана тивĕçни паллă пулчĕ.
Редакцие парне илме килсен телей пӳрнĕ çынпа çывăхрах паллашрăмăр.
-Эпĕ “Канаш” хаçата мĕн тухма тытăннăранпах çырăнса илетĕп. Питĕ юратса вулатăп. Пĕр сăмахне те вуламасăр ирттерсе хăварман. Хăш-пĕр чухне хаçата ик-виçĕ хутчен вуласа тухатăп. Мăшăрăм та вулать. Хамăра кăмăла кайнă статьясемпе калавсене кӳршĕсене те вулама паратăп. Анчах хаçат ирттерекен вылявсене нихăçан та хутшăнман. Яланах пирĕн пеккисене лекмеççĕ парнесем тесе шутланă. Хальхинче хаçатра хам хушамата вуласан питĕ тĕлĕнтĕм те, хĕпĕртерĕм те. Малашне те вара абонементсене ярса пама юрать-и? – савăнăçне пытармасть Анисия Ивановна.
Андреевсем Ульяновск облаçне Чăваш Республикинчи Комсомольски районĕнчи Тугаево ялĕнчен куçса килнĕ. Анисия Ивановнапа Николай Николаевич иккĕшĕ те пĕр ялта, пĕр шкулта, пĕр класра вĕренсе пĕрле выляса ӳснĕ. Çитменнине иккĕшĕ те пĕр хушаматлă пулнă. Çичĕ класс хыççăн иккĕшĕн те малалла вĕренме май пулман. Анисия Ивановна кӳршĕ Выçли ялĕнчи кирпĕч заводне ĕçе вырнаçнă. Николай Николаевич кĕçех трактор çине ларнă. Çирĕме çитсен, 1964 çулта, каччăпа хĕр пĕр çемье çавăрнă. Тин кăна пĕрлешнĕ мăшăрăн хăйĕн пӳрт лартма вăй çитеймен-ха, тĕп килĕнче хĕсĕкрех пулнă. Район хаçатĕнче Ульяновск облаçĕнче ĕçлекен çынсем кирлĕ, вĕсене хваттерпе, вырăнпа тивĕçтеретпĕр текен пĕлтерӳ вулаççĕ те пĕр хăрамасăр ют çĕре килеççĕ.
Малтанах “Карлинский” совхозра вырăн тупаççĕ вĕсем. Чăваш хĕрарăмне фермăра ĕне сума сĕнеççĕ, мăшăрне машина водительне лартаçççĕ.
-Вăтăр ĕне пачĕç тӳрех. Ферми питĕ пысăкчĕ. Ĕнисене ятарлă аппаратпа сăватчĕç. Эп кун пеккине ялта курман. Мана зоотехниксем çĕнĕ майпа ĕне сума вĕрентрĕç. Кашни ĕнене уйрăм бидонсене сăваттăмăр ун чухне. Кайран вара сĕт пăрăхĕсем турĕç. Суса пыраттăмăр, сĕт пăрăхпа пурин те пĕр çĕре пухăнса пыратчĕ. Упăшка тракторист пулнипе малтан машина водительне вĕрентрĕç, кайран машинине пачĕç. Çапла ĕçлесе пурăннă. Карлинскинче 1965 çулта аслă ывăл, 1966 çулта иккĕмĕш ывăл çуралчĕç. Декретра нумай ларман, ача сачĕ пурччĕ. Унта пĕчĕклех ачасене пăхатчĕç. 1970 çулта кĕçĕн хĕр çуралчĕ, - аса илет вăл.
Вунă çул ытла пурăнаççĕ вĕсем Карлинскинче. Николай Николаевич пĕр вăхăт Лаишевкăра ĕçлекен Карлинскинче пурăнакан зоотехника ĕçе турттарма тытăнать. Çав зоотехник Андреевсене те Лаишевкăна куçма йыхравлать. Тен, унăн сăмахĕпе, тен, Ульяновска тата çывăхарах пулнипе Андреевсем хăнăхнă вырăна пăрахса Лаишевкăна куçаççĕ. Унта та Анисия Ивановна фермăна ĕçлеме кĕрет. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, 35 çул чăваш хĕрарăмĕ ĕне сăвать. Çитĕнĕвĕсем те унăн сахал пулман. Хисеп грамотисем те, премисем те пайтах илнĕ тирпейлĕ те ĕçчен хĕрарăм.
Халĕ Андреевсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Хăйсенчен инçех мар çемйисемпе тĕпленнĕ икĕ ывăлĕпе хĕрĕн ачисемпе савăнаççĕ, “Канаш” хаçатăн кашни номерне хаклă хăнана кĕтнĕ пек чăтăмсăррăн кĕтсе тăраççĕ.
“Хаçата хăш-пĕр чăваш çырнине ăнланмастпăр тесе çырăнасшăн мар. Эсир ăнланатăр-и?” – кăсăклантăм эпĕ Анисия Ивановнăран.
-Мĕнле ăнланмалла мар вара? Чăвашла çырнă вĕт унта. Чăваш хăй чĕлхине ăнланмасан мĕнле пултăр? Шел пулин те, кун пек çынсем пур çĕрте те тĕл пулаççĕ çав. Тĕлĕнетĕп вĕсенчен. Укçине шеллеççĕ тесе калас – “Канашăн” хакĕ çур çула 162 тенкĕ кăна. Хамăр хаçата пурин те çырăнмалла, - чĕнсе калать вăл.
 
: 951, Хаçат: 48 (1140), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: