Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ЮРАТУ КĂВАЙТНЕ СӲНТЕРМЕÇÇĔ – ВУТНЕ ХУРСАХ ТĂРАÇÇĔ
«Çын пурнăçĕ юратупа илемрен пуçланать», - тесе çирĕплетет Анатолий Кибеч çыравçă. Юрату вăл – асамлăх, чăтăмлăх. Юратман çынпа юнашар утаймастăн, пурăнаймастăн. Анчах хăш-пĕрисем юрату вăхăтлăх пулăм çеç теççĕ. Вăл пурăна-киле йăла-сăлая (привычка) çаврăнать, имĕш. Паян кунччен юрату кăвайтне сӳнтермен, вутне хурсах тăракан, ырă шухăшсемпе, çĕнĕ ĕмĕтсемпе ялкăшса çунакан чĕреллĕ Захаровсем тем пек йывăр пулсан та çав туйăмран пăрăнмаççĕ, тем пек ырлăх курсан та çав туйăма йӳнетмеççĕ.
ЗАХАРОВСЕМ
Хайлавăн пĕрремĕш сăнарĕ – Николай Петрович Захаров – 1936 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Пухтел районĕн Будёновка ялĕнче çемьере чи асли (пурĕ 6 ача) пулса çуралнă.
Ашшĕ – Пётр Данилович – колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтри пĕрремĕш трактористсенчен пĕри пулнă. 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Берлина çитиччен Анăçа нимĕç фашисчĕсенчен тасатнă. Çуран çарсен салтакĕ, хĕрӳ çапăçусенче вуникĕ хут аманнăскер, кăкăр тулли орденсемпе медальсем çакса 1945 çулта тăван яла Çĕнтерӳпе таврăннă. 1982 çулччен (çут тĕнчерен уйрăличчен) мăшăрĕпе – Вера Андреевна Тарасовапа (Кунтикав хĕрĕ) – ултă ачине пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ашшĕпе амăшĕнчен чунне кĕрсе вырнаçнă та ĕнтĕ Николай Петровичăнне юрату асамлăхĕ, вăрттăнлăхĕ, вилĕмсĕрлĕхĕ.
Вăл Кунтикав шкулĕнче 7 класс пĕтерет те Ульяновскри Иван Яковлев шкулне вĕренме кĕрет. Унта вăл 1956 çулччен вĕрентӳçĕ профессине шĕкĕлчет.
1956-1959 çулсенче вара хĕсметре арçын тивĕçне пурнăçлать. Венгрире мотострелковăй çарсенче пулса хура чунлă мадьярсемпе кĕрешет.
Çар пурнăçĕпе хĕртĕннĕ, тĕрекленнĕ каччă авăн уйăхĕнче Çĕнĕ Улхаша таврăнать те вырăнти шкулта ачасене вĕрентме тытăнать.
 
КОНСТАНТИНОВСЕМ
1937 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вăрмар районне кĕрекен Кавал ялĕнче Мария Аксентьевнапа Фёдор Васильевич (парти шкулне пĕтернĕ хыççăн парти ĕçĕнче вăй хунă) Константиновсен çемйинче асли пулса (пурĕ 6 ача) Римма ятлă хĕр пĕрчи çут тĕнчене килет.
Пĕчĕкренех вĕренӳ асамлăхĕпе хыпса çуннăскер, шкулта вĕреннĕ чухнех вĕрентӳçĕ пулма тĕв тăвать. Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет.
1955-60 çулсем Риммăшăн пурнăçĕнчи чи паллă пулăмсен шутне кĕрет. Хĕрупраç тавракурăмĕнче пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Чăваш культури, наци аталанăвĕ пирки урăхларах шухăшлама пуçлать. Чăваш пики – спортсменка, комсомолка – 1957 çулта ВЛКСМ Чăваш обкомĕн путёвкипе Алтай тăрăхне çерем уçма тухса каять. Совет Союзĕнчен килсе çитнĕ 11 комсомол отрядĕнчен шупашкарсем пур кăтартусемпе те пĕрремĕш вырăн йышăнаççĕ. Римма Константинова та ыттисемпе пĕрле «За освоение целинных земель» кăкăр çине çакмалли палла тата çав ятлах медале тивĕçет.
1960 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă икĕ çамрăк специалист (иккĕшĕ те аслă пĕлӳллĕ чĕлхеçĕ тата литератор) Çĕнĕ Улхаш шкулне килсе çитеççĕ.
 
ВĔРЕНТӲÇĔСЕН ÇЕМЙИ
Хĕрсем шкулта ĕçлеме тытăннă вăхăтра Николай Петрович Захаров пуçламăш классене вĕрентнĕ. Пикесене курсан, вĕсемпе паллашсан унăн чунне пĕчĕкреххи – Римма ятли – кĕрсе вырнаçать.
- Пĕчĕкки манăн пулать, ун çумне перĕнмессе пултаратăр! – асăрхаттарса хурать каччă ытти авланман çамрăксене.
Николай Петрович çапла майпа Римма Фёдоровнана пĕрре курсах ĕмĕрлĕхех юратса пăрахать.
1961 çулта Çĕнĕ Улхаш шкулĕнче вĕрентӳçĕсен çемйи чăмăртанать.
Николай Петрович куçăмсăр майпа Ульяновск педагогика институтне пĕтерет. 2004 çулччен ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет (вăл тивĕçлĕ канăва кайсан та 10 çул шкултан уйрăлаймасть). Çак хушăра Николай Петрович шкулти тата ялти культурăпа спорт ĕçĕсене йĕркелесе тăрать. Профессиллĕ баянист ял клубĕнчи пултарулăх ушкăнне ертсе пырать. Шкулта та хор йĕркелет. Вĕсем ялсем тăрăх концертсемпе çӳреççĕ. Районта тата облаçра иртекен конкурссене хутшăнса призлă вырăнсене йышăнаççĕ. Çак хушăрах шкулта тата ял хушшинче спорт та аталанса пырать. Кашни урамрах тенĕ пек волейбол площадкисем йĕркеленеççĕ. Çĕнĕ Улхаш спортсменĕсем район шайĕнчех палăрма тытăнаççĕ. Н.П.Захаров – Ĕç ветеранĕ.
Римма Фёдоровна та шкулта 36 çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Çак хушăра вăл «Ĕç ветеранĕ», «РСФСР халăх çутĕç отличникĕ» ятсем илме тивĕçет.
 
ЫЛТĂН ТУЙ
2011 çулхи чӳкĕн 4-мĕшĕнче пĕрле хĕмленсе тăран кăмăллă икĕ чĕрен ылтăн туй пулнă. Римма Фёдоровнапа Николай Петрович Захаровсем пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса 50 çул утаççĕ. Юрату çăлкуçĕн сĕткенне ĕçеççĕ. Эпĕ вĕсене пĕрле сăн ӳкерме хатĕрленсен Николай Петорович:
- Манăн Римма Фёдоровнана йăтса ӳкерĕнес пулĕ, - тесе хучĕ. Мăшăр пĕр-пĕрин çине тӳпери çăлтăрсем евĕр йăлкăшса пăхрĕ.
Ылтăн туй тĕлне Захаровсен икĕ хĕрĕпе кĕрӳшĕ, икĕ ывăлĕпе кинĕ, виçĕ мăнукĕ ятарлă стенд туса хатĕрленĕ (мăшăр ун умĕнче сăн ӳкерĕнчĕ). Вĕсен ачисем те ашшĕпе амăшне хунă – пурте аслă пĕлӳллĕ. Татьяна педагогика институтĕнче акăлчан чĕлхи вĕрентӳçи пулма вĕреннĕ. Паян вăл майор званипе çар чаçĕнче секретарь-референт пулса ĕçлет. Галина та педагогика институтĕнче ют çĕршыв чĕлхисен факультетне пĕтернĕ. Вăл çар чаçĕн капитан званиллĕ секретарь-референчĕ . Юрий Чăваш патшалăх университетĕнче хирурга вĕренсе тухнă та область пульницинче вăй хурать. Олег Шупашкарта инженер-компьютерщи к дипломĕпе тивĕçнĕ. Вĕсен тепĕр ывăл пулнă – Евгений. Афганистанра хĕсметре тăнă. Юлташне вăрă-хурахсенчен çăлса хăварнă вăхăтра, шел пулин те, çут тĕнчерен уйрăлать.
Захаровсем паян тĕп килте иккĕш çеç хуçалăх тытса пурăнаççĕ. Тунсăхласа ларма памаççĕ вĕсене, ачисемпе мăнукĕсем шăнкăравласах тăраççĕ, канмалли кунсенче те кил пушă мар.
- Эпир мĕншĕн телейсĕр пулар-ха, телей тени пирĕншĕн çăлкуç евĕр тапса тăрать, - тет
пурнăç кĕнекине 50 çул пĕрле çыракан мăшăр. Ку вăл – чăн сăмах.
 
 
Чăнлă районĕ,
Çĕнĕ Улхаш ялĕ.
 
: 988, Хаçат: 48 (1140), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: