Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск область правительстви кăçал иккĕмĕш хут “Усрав çемьесен” кунне паллă тăвать. Пĕлтĕр Чăнлă районĕнчи Кунтикав ялĕнчи Пиколовсен çемйи районти усрав çемьесен конкурсĕнче çĕнтерсе облаçри конкурса хутшăнма тивĕçнĕ. Унта Пиколовсем хăйсен çемйинчи йăлине кăна мар, чăваш халăх йăли-йĕркине, культурине кăтартнă. Тăваттăмĕш вырăн йышăннă.
Кăçал вĕрентӳ министерстви “Усрав çемьесен” кунне конкурс майлă мар, фестиваль пек йĕркеленĕ. Уява кашни районтан пĕр усрав çемье хутшăннă. Чăнлă районĕнчен унта Ермиловсен тăватă ача усрава илнĕ çемйине илсе кайнă.
Пиколовсене уявăн облаçри йĕркелӳ комитечĕ ятарласа пултарулăх номерне кăтартма чĕннĕ.
Вĕсем “Туслă çемьери каç” композици кăтартнă. Чăваш юррине амăшĕпе хĕрĕ кăтартнă, ашшĕпе ывăлĕсем ал ĕçне тунă, чăвашăн авалхи вăййине вылянă, ташланă. Куракансем Пиколовсен пултарулăх номерне тăвăллăн алă çупса йышăннă.
Кăçалхи уява усрав çемьесене саламлама Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр та пынă. Пиколовсене Тав çырăвĕ парса чысланă.
 
: 1026, Хаçат: 48 (1140), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: