Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳкĕн 26-мĕшĕнче Мускавра Останкино çуртĕнче Раççейри чăвашĕсен культура автономийĕсен 6-мĕш съезчĕ иртнĕ.
Ун ĕçне РФ Президенчĕн аппарачĕн çынни Ротэрмель, регионсен хушшинчи халăхсен ĕçĕсен министерствин пуçлăхĕ А.О. Журавкин, антропологи институчĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Ю. Зорин, ЧР культура министрĕ Р.М. Лизакова, ЧНК президенчĕ Г.Н. Архипов, пирĕн облаçран: УОЧНКА ертӳçи В.И. Сваев, Ульяновск Хула Думин председателĕн çумĕ П.К. Столяров, облаçри вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.Т. Улендеева хутшăннă.
Малтанах пухăннисен умĕнче чăвашсен федераллă культура автономийĕсен президенчĕ Г.С. Фёдоров тата ревизи комиссийĕ отчёт тунă. Унтан автономин çĕнĕ йышне суйланă. Президент ĕçне малалла пурнăçласа пыма хальхи президентах шанса панă.
Доклада сӳтсе явнă çĕре Владимир Ильич та хутшăннă Вăл вырăнти ĕç-хĕл çинче чарăнса тăнă, ĕмĕт-шухăшсене уçса панă. Унсăр пуçне вăл И.Я. Яковлев кунĕсене Раççей шайĕнче ирттерме сĕнӳ панă. Унăн шухăшне пурте ырланă.
Ăшă лару-тăрура съезд нумай ыйту çĕкленĕ. Вĕсенчен пĕри – Раççей Акатуйне ирттересси. Малашне чăвашсен уявне регионсенче эстфета майлă ирттерме палăртнă. Кăçал вăл Чĕмпĕр хулинче кĕрлесе иртрĕ.
Съездра чăваш культурине аталантарас ĕçре хастар хутшăнакансене палăртса хăварнă. Пётр Столяров чăвашсен федераллă наципе культура автономин Тав хутне тивĕçнĕ.
 
 
: 1033, Хаçат: 48 (1140), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: