Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ĂНА чăвашра Йăлтах килĕшет
Пирĕн облаçра чăвашлăха аталантарас ĕçе чун туртнипе пурнăçласа пыракансем сахал мар, анчах ырă пуçарусене укçа-тенкĕпе пулăшса тăракансене алă çинчи пӳрнесем çинче шутласа кăларма пулать. Чăваш усламçисен «Эртел» ушкăнĕн хастарĕсен ячĕсене пирĕн вулакансем аван пĕлеççĕ. Эпĕ ентешĕмĕрсене çĕнĕ çынпа – тепĕр хастарпа – паллаштарасшăн. Вячеслав Лухманов Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чакăра çуралса ӳснĕ, халĕ Чĕмпĕрте услам ĕçĕнче вăй хурать. Вăл темиçе лавкка тытать. Тăванĕсене, ырă ĕç тăвакансене укçа-тенкĕпе пулăшать. Нумаях пулмасть вăл Дмитрий Кузьмин хатĕрлекен энциклопедин иккĕмĕш томне кăларма самаях укçа уйăрнă.
Услам ĕçне ăна 99-мĕш çулта перестройка илсе çитернĕ. Вячеслав 1970 çулта нумай ачаллă (8 ача) çемьере 6-мĕш çуралнă. Чакăра сакăр класс пĕтерсен çемйи Засвияжски районĕнчи Вырыпаевка ялне куçса килнĕ. Кунта унăн куккăшĕ пурăннă. Çемье çурт туянса çакăнта яланлăхах тĕпленнĕ. 9,10-мĕш классене 55-мĕш шкулта пĕтернĕ. Аттестат илсен вăл Чĕмпĕрти 4-мĕш профтехучилищĕре радиоаппаратурăна йĕркелесе тăракана вĕренсе тухать. Ĕç кĕнекине автозаводра уçать. Нумаях та ĕçлеймест – çара илсе каççĕ. Илемлĕ те йăрăс пӳллĕскер Мускава лекет. Ăна чикĕ çарĕн архивне сыхлама шанаççĕ. Çартан вăл Вырыпаевкăнах таврăнать. Ульяновскри радиолампа заводĕнче ĕçленĕ хыççăн хурал бюровĕнче, АТСра связист тивĕçне пурнăçлать. Унтан автозавода вырнаçать. Вунă çул кузовсем кăларакан цехра вăй хурать. Ĕçленипе пĕрлех Мари Республикин радиомеханика техникумĕн Чĕмпĕрти филиалĕн каçхи уйрăмне пĕтерет.
Вячеслав Валентиновичăн тĕреклĕ те туслă çемье. Вăл уншăн чи хакли, чи пĕлтерĕшли. Мăшăрĕ, Антонина Петровна, Майна районĕнчен. Упăшкинчен 5 çул кĕçĕн. Услам ĕçĕнче вăл мăшăрĕн сылтăм алли тесен те йăнăш пулмасть. Вĕсем икĕ хĕр ӳстереççĕ. Асли, Юля, Ульяновскри аслă авиаци академинче 1-мĕш курсра вĕренет. Настя 13-мĕш гимназире.
«Мĕн хистерĕ сире услам ĕçне пуçăнма?»,- тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ.
-Çемье чăмăртасанах укçа-тенкĕ çитсе пымастчĕ. Уйăх-уйăхĕпе ĕç укçи паманнине пурте астăваççĕ пулĕ. Çемьене тăрантармаллаччĕ. Çапла «челнока» çаврăнтăм. Ĕçе пăрахма васкамарăм-ха. Кам пĕлет ыран пурнăç мĕнле пуласса? Пысăк сумккасемпе тавар туянма çӳрерĕмĕр. Суту-илӳпе канмалли кунсенче аппалантăм. Паллах, çакă кăмăла каймастчĕ. Мĕн тăвăн – пурнăç хистерĕ. Пăртак укçа пуçтарсан хулара суту-илӳ киоскĕ уçрăмăр. Халĕ пирĕн хулара икĕ киоск, тепре – ялта (Кĕçĕн Аксура). Тавар турттармалли машина пур. Эпир сăра, алкогольсĕр шĕвек, тĕрлĕ улма-çырла сĕткенĕ, сигарет, шоколад, чăмлак таврашне сутатпăр.
- Халĕ правительство сăра-эрех, пирус таврашне сутассине хытарса пырать. Çакă сире тӳрремĕн пырса тивет-çке,- кăсăклантăм эпĕ. Вячеслав Валентинович çапла хуравларĕ:
- Правительство кăларакан саккуна эпĕ ырлатăп çеç. Общеставăлла вырăнсенче ĕçнине, туртнине унччен те сивленĕ. Хам ĕçместĕп, туртма та пăрахрăм. Ыттисене те çак сиенлĕ йăласене пăрахма сĕнетĕп. Хам сутакан таварсене реклама памастăп. Туянас текен кирек ăçта та туянма пултарать,- тет вăл.
Вячеслав Лухманов услам ĕçĕпе аппаланма тытăннăранпах ыркăмăллăх ĕçне туса пырать. Ялта спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ-и, Сабантуя хатĕрленеççĕ-и, ача сачĕ е çывăх тăвансем йывăрлăхра-и – вăл яланах пулăшма хатĕр. Ырă туни ырăпах таврăнать теççĕ халăхра. Çакăнпа усламçă та килĕшет.
Нумаях пулмасть унăн куккăшĕ Иван Петрович Кузнецов «Кто есть кто» кĕнеке кăларчĕ. Вячеслав Валентиновичпа мăшăрĕ куккăшне укçа-тенкĕпе пулăшнисĕр пуçне кĕнекене хатĕрлес ĕçе те кӳлĕннĕ.
Лухмановсем «Канаш» хаçата юратсах вулаççĕ. Çемье пуçĕ тата чăваш халăх историйĕпе кăсăкланать. Кĕнекесем туянать. Чăваш концерчĕсене çӳрет. Кун пирки вăл çапла каларĕ:
- Шел, хăçан, ăçта концерт пулассине хăш чух сиссе те юлаймастпăр. Пирĕн реклама питĕ начар ĕçлет. Концертсене йĕркелекенсен çакна Интернет е кĕсье телефонĕ урлă пĕлтерме майсем тупма çук-ши вара? Ку ыйту мана кăна мар кăсăклантарать,- пăшăрханарах калаçать усламçă.
Калаçу çăмхи пире Шупашкарах илсе çитерчĕ. Вячеслав Валентинович тахçанах Шупашкара кайса курма ĕмĕтленнĕ. Тахçан, ача чухне кайса курнă пулнă-ха. Кăçал Сергей Краснов сĕнĕвĕпе (УОЧНКАн спорт комитечĕн ертӳçи пулнă май çак ĕçе вунă çул туса пырать) Лухмановсем Шупашкара çемйипех çитсе кураççĕ.
- Вăтăр çул хушшинче Шупашкар тĕпрен улшăннă. Хула таса, тирпейлĕ. Чаплă рекламăсемпе çуталса ларакан хулана Венеципе танлаштарас килет. Сергей Михайлович икĕ талăка хатĕрленĕ пуян программине пула мĕн курса, мĕнпе киленмерĕмĕр пулĕ. Манăн хĕрсем, мăшăр та, тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Киле кайма вăхăт çитсен эпĕ ентешсене: «Мана кунтах хăварăр-ха»,- терĕм. Чăнах та, шупашкарсемпе мухтанас килет. Паян кун та Шупашкар урамĕсем, музейĕсем, Атăл заливĕ, чăваш хĕрарăмне халалланă Анне палăкĕ, çуллахи ăшă каçсем, кăвайт çинче пĕçернĕ шашлык куç умĕнче. Сергей Михайловича çак манăçми кунсемшĕн чĕререн тав тăватăп.
Ентешĕмĕрпе чăвашсен йăли-йĕрки, еткерлĕхĕ пирки те сăмах хускатрăмăр.Уйрăмах чăвашăн тӳнтер енĕ пăшăрхантарать ăна.
-Мана чăвашра йăлтах килĕшет: юрри-ташши те, сăмахĕ-юмахĕ те, ĕçченлĕхĕпе тасалăхĕ те. Анчах кĕвĕçӳ туйăмĕ палăрмаллах вăйлă пулни – питĕ начар енĕ. Манăн пичче çапла калатчĕ: «Чăваш хăй ĕни вилнишĕн мар, кӳршин ĕне пурришĕн кулянать». Темшĕн хăш-пĕр чăваш хăй лайăх пулма тăрăшас вырăнне, лайăх пурăнакана кĕвĕçет. Телее, манра çак туйăм çук. Хăш чух вара: «Эпĕ чăваш мар пулĕ»,- тетĕп.
Вячеслав Валентинович пек ырă чăвашсемпе мухтанас килет. Вĕсем ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăраççĕ.
 
 
 
: 985, Хаçат: 48 (1140), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: