Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳкĕн 26-мĕшĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр «Губернаторский» Культура çуртĕнче иртнĕ ял хуçалăх ĕçченĕсен уявне хутшăннă.
Çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетсе кĕпĕрнаттăр çапла каланă: «Юлашки 8 çул хушшинче акакан çĕр лаптăкĕсене ӳстерсе 989 пин гектара çитертĕмĕр (20 процент ӳснĕ). Чĕкĕнтĕр тата хĕвелçаврăнăш туса илессипе область нихçанхинчен пысăк тухăç илчĕ: 550 пин тонна тата 150 пин тонна. Экономика çитĕнĕвĕ юлашки çирĕм çулта – чи пысăк шая çитрĕ.
Тĕш-тырă тухăçĕ те савăнтарать: мĕнпурĕ 1 млн 400 пин тонна пухса кĕртнĕ. Пĕр çын пуçне 1 тонна. Тухăç гектартан 24,6 центнер. Юлашки 13 çул хушшинче кун пекки пулман. Ку енĕпе чи хастаррисем: Мелекесс, Кивĕ Майна, Сăр, Чăнлă тата Чартаклă районĕсем. Пухса кĕртнĕ тыр-пул, пахча çимĕç пирĕн облаçра пурăнакансене пĕтĕмĕшле тивĕçтерет теме пулать».
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те ӳсĕмсем пур. Юлашки пилĕк çул хушшинче аш-какай туса илесси 12 процент ӳснĕ. 2011 çулхи юлашки 9 уйăх хушшинче 49,3 пин тонна аш-какай туса илнĕ. Ку енĕпе эпир Атăлçи фдераллă округра чи малта. Чăх-чĕп ĕрчетес ĕç те кал-кал пырать: XX ĕмĕрти 90-мĕш çулсемпе танлашатпăр. Паян облаçра 3 млн 785 пин пуç чăх-чĕп. Пирĕн регион РФ чи малти теçеткере.
Чĕр тавар туса кăларас ĕçре те мухтанмалăх пур. Вăл 105,4 процентпа танлашать.
Кĕпĕрнаттăр каланă тăрăх, 2011 çулта ял хуçалăх ĕçченĕсене 1 млрд 600 млн тенкĕ субсиди уйăрнă. Çитес çул 2 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă.
Кĕпĕрнаттăр 100 çынна наградăланă. Чи хаклă парнене – ВАЗ машинана – Чартаклă районĕнчи «Алга» хуçалăх механизаторне – Рафик Мавлюдова парса чысланă.
 
: 860, Хаçат: 48 (1140), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: