Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
“Раççей – пирĕн Тăван çĕршыв”, - тет Пушкăртстанра пурăнакан ĕç ветеранĕ Клим Филиппов “Сувар” хаçат страници урлă. Эпĕ унăн тĕп шухăшне ăнланса çитерейрĕм пулсан “Раççей – пирĕн те Тăван çĕршыв!” тесен тĕрĕсрех пулĕ тесе шутлатăп.
“…Кашнин тăван халăх ĕçне çамрăк чухнех кӳлĕнмелле…” тенĕ сăмахсене эпĕ ăнлансах çитейместĕп. Мĕнрен тăрать-ха вăл халăх ĕçĕ? Тата мĕншĕн çамрăк чухнех? Çак туйăмсен пĕлтерĕшне уççăнрах кăтартса панă пулсан, тен, çакăн евĕрлĕ ыйтусем те пулмĕччĕç.
“…Мĕншĕх эпир халăх пирки пенсие кайсан çеç тăрăшма тытăнатпăр?…” ыйтăва мĕнле ăнланмалла тата?
“…Хăçан та пулсан вĕсем (чăваш чĕлхи) патне черет çитĕ-ши?…”.
“…Пĕр халăх та (автор “чăвашсем пек” теесшĕн пулнă пек туйăнать) тăван çĕр çинче именсе, хăраса пурăнмасть, унта ача-пăча çуратма шикленмест, тăван чĕлхеллĕ шкулсене хупмасть, тăван чĕлхене ирĕккĕн янратать…”.
“Чăваш халăхĕн шанăçĕ камра?” Автор хăех хуравне парать: “Çамрăксенче”.
Чăнах та, “Раççей – пирĕншĕн те Тăван çĕршыв” тема çине çиелтен пăхсан мĕншĕн-ха чăваш шучĕ пысăк хăвăртлăхпа чакать, мĕншĕн-ха чăваш ытти халăхсемпе танлаштарсан чухăнрах пурăнать теес килет. Анчах та çакăн пек серепере чăваш халăхĕ çеç мар – вырăсĕ те, тутарĕ те, мăкши те, ыттисем те. Пĕчĕк хуласемпе ялсенче хупăннă пӳртсем нумай. Халь крайсемпе облаçсене кăна мар, виçĕ-тăватă района пĕрлештереççĕ тенине илтме пулать.
Эпир çакăн пек лару-тăрăва кĕрсе ӳкнишĕн тӳресем (чиновник) айăплă мар. Ялсене тухса çӳрĕр-ха. Унта колхоз хуралтисем юлнине курма пулать-и? Урамра кунĕпе миçе çынна тĕл пулма пултаратăн? Ача-пăча сасси илтĕнет-и? Ялта миçе ĕне юлнă? Мĕн чухлĕ ял-хуçалăх техники пур? Клуб, вулавăш, медицина учрежденийĕ кашни ялтах сыхланса юлнă-и?
Пирĕн пысăках мар ялта 1928 çулта ятарласа тăватă пӳлĕмлĕ шкул çуртне çĕкленĕ. Халĕ ăна хамăр ял çыннисемех ватса пĕтереççĕ: урай хăмисене хăйпăтнă, чӳрече рамисем çук, алăкăн янаххисем те тахçанах пĕр-пĕрин хуралтинче кирлĕ вырăн тупнă пулмалла. Эпĕ çакна чарас тесе тăрăшса пăхрăм. Пулмарĕ. Аттепе тетесем, тăван ял çыннисем тăватă çул хушши пĕлӳ илнĕ, иккĕмĕш кил вырăнне хунă, ĕмĕрлĕхе ăшра хăварнă, анчах халь ишĕлсе ларакан çурта курсан кашнинчех куç шывланать.
Ялти пысăках мар колхозра виçĕ комбайн, тракторсем, вĕр çĕнĕ УАЗик, лашасем, 96 ĕне, 20 ытла вĕлле хурчĕ, витесем пурччĕ. Куçарса кайма пултарнă пурлăха кӳршĕ яла ăсатнă. Кирпĕчрен тунă икĕ ĕне витине çап-çара хăварнă, тимĕрçĕ лаççин йĕрĕ те çук. Кама айăпламалла? Вырăссемпе тутарсене-и?
Эпир кашнинчех пуçпа çӳлелле сĕлтме вĕренсе çитрĕмĕр. Айăпĕ хамăрта та пур. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çĕр килĕрен тăракан ялсенче 30-40-шер хусах урам тăрăх ĕçсĕр “карласа” çӳретчĕ. Хăш-пĕри хулара пурăнса пăхрĕ, унтах юлчĕ. Нумайăшĕ ĕçке пула пурнăçран уйрăлчĕ. Ялта колхозсене, тĕрлĕрен пĕчĕк организацисене салатса ярса халăха ĕçсĕр хăварчĕç, пурлăхĕсене вырăнтисемех, ик-виç çын, хăйсем хушшинче уйăрса пĕтерчĕç. Çулсем çук, ĕç çук. Ачасем шкул пĕтерсенех хулана çул тытаççĕ. Çамрăксем çуккипе ача çуратакан çук, ялта ваттисем кăна ĕмĕрĕсене ĕмĕрлеççĕ. Ак хайхи, чĕлхе пĕте пуçларĕ, шкулсем валли тăван чĕлхене вĕрентекенсем кăларакан педучилищĕсене хупма тытăнчĕç.
Эпир çакăн пек лару-тăрăва лекнишĕн Раççей чиновникĕсем кăна айăплă-ши? Паллах, çук!
Шел, тăван чĕлхене укçапа кăна аталантарма çук. Пирĕн ачасемпе мăнуксем хуласенче вырăсла калаçса ӳсеççĕ пулсан вĕсенчен малашне мĕн кĕтмелле? Ватăрах çынсем те: “Ялтан шкул пĕтерсенех тухса кайрăм та – чăвашла начар калаçап”, – теççĕ. Тĕрĕссипе, çавсемех вырăсла та калаçма вĕренсе çитеймен. Тăван чĕлхене маннипе мухтанаççĕ пек туйăнать вĕсене итлесен. Ку пирĕн чир!
Тепĕр ыйту. Раççей çĕршывĕнче пурăнса та тăван чĕлхепе телевиденипе радио тухмасть тесе çырать Клим Филиппов. Чăваш Ен уйрăм патшалăх пулсан çеç çапла пулма пултарать. Анчах та эпир Раççей патшалăхне кĕретпĕр. Пире мĕн кирлине панă пек те, çук иккен, ку кашниех тивĕçтереймест. Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан чăвашсене ĕмĕрех йывăр килнĕ. Халь те çавах. Эпĕ Шупашкарти пĕтĕм лавккара сутуçăсемпе чăвашла калаçса каятăп. Уншăн никам та кăмăлсăрланмасть. Шупашкарти тĕрлĕ пухусенче вырăсла калаçакансене сайра хутра илтетĕн. Тăван чĕлхепе таса та килĕшӳллĕ калаçакансене тĕлĕнсе итлесе киленетĕн. Эпир вара, тулай чăвашĕсем, ушкăнра е пухура пĕр чăвашла пĕлмен çын ларчĕ тĕк тăван чĕлхене мансах каятпăр, мĕншĕн пухăнни те иккĕмĕш рете куçать. Кун пек пулăмăн айăпĕ пирте çеç мар. Эпир çакăн пек çĕрте çуралса ӳснĕ, пурăнатпăр. Тăван чĕлхене лайăх пĕлнипе мухтанма вĕренсе çитме пире мĕн чăрмантарни çинчен çыртăм ĕнтĕ.
Тĕрĕс çырать автор, хальхи вăхăтра халăха тăван чĕлхепе тухса тăракан хаçатсем çырăнтарма сĕре те йывăр. Хамăр ял, ял çыннисем çинчен çырнă кĕнеке кăларма усламçăсем укçапа пулăшасшăн мар, ун вырăнне чиркӳпе часавай тунă çĕре хаваспах укçине уйăраççĕ. Унта хăйсен пайти те пур тăр: налук шайĕ те чакать, пуçлăхсем те сан çине урăхларах пăхма тытăнаççĕ… Хам та услам ĕçĕпе аппаланнипе вăл маншăн вăрттăнлăх мар.
Çамрăклах халăхшăн ĕçлеме кӳлĕнмелли пирки пĕр-ик сăмах. Çамрăк çын унччен (мĕн ачаран, килте, шкулта, тĕрлĕ вĕренӳ заведенийĕсенче, çĕнĕ ĕç коллективĕнче) пухнă пурнăç мулĕпе пурăнать. Пурнăç опычĕ пуянланса çитсен кăна вăл тăван халăх историйĕпе, чĕлхипе кăсăкланма тытăнать, хăй мĕнле йăхран тухни те, еткерлĕх те ăна канăç пами пулать. Çавăнпа та ура çинче тĕреклĕ тăма тытăннă çын çакăн пек яваплă ĕçе пуçăнма пултарайманнинчен тĕлĕнмелле мар. Васкатмасăрах ун вăхăчĕ çитет-ха.
 
 
Ульяновск хули.
 
: 872, Хаçат: 49 (1141), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: