Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпир ХХI ĕмĕрте пурăнатпăр. Çак Çĕр чăмăрĕ çинче ку таранччен мĕнле кăна улшăнусем пулса иртмен-ши? Хуть те мĕнле улшăнусем пулсан та малти вырăнта яланах çын тăрать. Вăл хăйĕн ăс-тăнепе, тунă ĕçĕсемпе çут çанталăка та улăштараять, тĕнче уçлăхне та вĕçет, ырă ĕçсем те тăвать, усаллăхĕпе те тĕлĕнтерет.
Çамрăксем малашнехи пурнăçра хăйсене мĕнле тыткаласси паянхи пурнăçран килет. Пурнăçĕ вара – асар-писер! Ирхине телевизор яма хăраса тăран: пĕрисене вĕлернĕ, теприсене çаратнă, виççĕмĕшсене çунтарнă, хăшĕсене машина таптаса кайнă тата ытти те. Çак ĕçсене пурне те çын тăвать.
Аслă пĕлӳ илсе пысăк пуçлăхсенчен нумайăшĕ иртнĕ пурнăçăн “хура” енне кăтартма тăрăшаççĕ. Вĕсем иртнĕ вăхăтăн нушине курсах ĕлкĕреймен çав. Халĕ çак пуçлăхсем çӳллĕ трибунăсем çинчен, телевизорпа, Интернетра çамрăксен пуçне минретеççĕ.
Çамрăксем хăйсене хăйсем йывăрлăха кĕртсе ӳкереççĕ. Шкулти уроксем хыççăн тата компьютер умĕнче 5-6-шар сехет лараççĕ. Сывлăхне сиен кӳреççĕ. Вĕсен ашшĕ-амăшне пулăшма вăхăчĕ те юлмасть.
Пурте çапла теесшĕн мар эпĕ. Хăшĕсем ĕç вăхăтне усăллă ирттерме пĕлеççĕ, суяран тĕрĕслĕхе уйăраççĕ. Тӳресем юри хăш-пĕр чухне лару-тăрăва йывăрлатнине те ачасем ăнланаççĕ. Çут çанталăка сыхлас ĕçре кăна мĕн чухлĕ тĕрĕсмарлăх тĕл пулать! Вăрмансене касса сутса пĕтереççĕ те вут чĕртсе хăварса йĕрĕсене çухатма хăтланаççĕ. Йывăçсене пысăк тракторсемпе кăкланă чух ытти ӳсен-тăрана таптаççĕ, ку вырăнтан вара кайăксемпе чĕр чунсем тараççĕ. Çакна та ачасем веçех курса ăнланаççĕ. Вĕсен асĕсенче çак ĕмĕрлĕхех юлать.
Вĕрентекенсем тăрăшнипе ачасем халĕ йывăçсем лартаççĕ, çăлсене сыхлаççĕ. Урама тухсан вара пурнăçăн тепĕр енне кураççĕ.
Çавăнпа вĕрентекенсем иртнĕ пурнăçăн ырă енĕсене аса илтерессишĕн, йăла-йĕркене сыхласа хăварассишĕн тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.
Асатте-асаннесен аса илĕвĕ историн чи тĕрĕс урокĕсем. Анчах та ваттисемпе çамрăккисем хушшинче ăнлану сахалтарах. Чăваш халăхĕ ĕмĕртен тăлăхсемпе ватăсене шеллесе вырăна хунă пулсан халĕ пурнăç кустăрми урăхларах кусать. Амăшĕсене Ватăсен çуртне ăсатакансем те чылай. Унта вара вĕсен пурнăçĕ пыл та çу мар. Тăлăхсене тăхтаса тăмасăр Ачасен çуртне ăсатаççĕ. Кунти ачасем хваттерсĕр, кил-çуртри ĕçе тума вĕренеймесĕр тухаççĕ. Нумайăшĕн хваттерĕсене суйса туртса илеççĕ.
Пирĕн шкулта ачасене “анне” ята çӳлте тытма вĕрентеççĕ. Çĕр çинче ытларах ырă ĕç пултăр тесен Анне пур çĕрте те малта пулмалла. Анне – пурнăç параканни, çемьене тытса тăраканни. Анне юратма, вăтанма, ваттисене хисеплеме хăнăхтарать. Ваттисене вырăна хурса хăй тĕслĕх парать.
Хальхи демократи – ирĕклĕх. Анчах ирĕклĕхе те тĕрĕс ăнланмалла. Çын пурнăçне укçапа виçмелле мар. Виçерен тухса кайнă ирĕклĕх - хăрушă пулăм.
Çак демократие пулах тĕнпе çыхăннă тĕрлĕ организацисем вăй илчĕç. Вĕсем çамрăксен пуç мимине анратса халăха, ашшĕ-амăшне хирĕç тăратаççĕ.
Çавăнпа пирĕн мĕнпур халăх пĕрле пулса ачасене ырă ĕçсем тума хăнăхтармалла. Хăравçăлăхран, наянлăхран, “маншăн ик айкки те тăвайкки” тенинчен хăтăлма вĕрентмелле. Пирĕнтен кашни – общество членĕ пулнине манмалла мар. Кашни çыннăн кăштах вĕрентӳçĕ пулмалла.
 
Майна районĕ,
Чӳрекел ялĕ.
 
: 747, Хаçат: 49 (1141), Категори: Cамрaксен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: