Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ Чӳрекел шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренетĕп. Пирĕн шкул вĕренӳ çулĕ пуçлансан кĕрлесе кăна тăрать. Кăçал та çаплах пуçларăмăр çĕнĕ вĕренӳ çулне. Шкул таврашне юмахри пек сыхласа упратпăр. Хамăр алăпа ăсталанă акăшсем халь вĕçсе каяс пек лараççĕ, тĕмсем хушшинче кăмпасем илĕртеççĕ, чĕрĕ чечексем куçа алчăратаççĕ. Сухана пуçтарса кĕртрĕмĕр, чĕкĕнтĕр, кишĕр, купăста мĕн чухлĕ… Вĕсене хамăрах шкул столовăйĕнче çиетпĕр.
Лайăх ĕçлеме кăна мар, вĕренме те тăрăшатпăр. Шкулта пулса иртекен мероприятисем пирĕн тавракурăма пуянлатаççĕ, туслă пурăнма вĕрентеççĕ.
Авăн уйăхĕнче цирк куртăмăр. Унта çĕленсем, кăвакарчăнсем, упăтесем, йытă, кролик пурччĕ. Клоунĕсемпе пĕрле вылярăмăр. Питĕ интереслĕ пулчĕ. Крокодил никама та хăратмарĕ.
Авăнăн 21-мĕшĕнче агитпуйăс пирĕн пата килсе çитрĕ. Унта ял халăхĕ хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе йышлăн пуçтарăннăччĕ. Унта вулавăшра тата Культура çуртĕнче ĕçлекенсем, хамăр ял тăрăхĕн етӳçисем тата нумай çын хутшăнчĕç. Тухтăрсем чирлисемпе ĕçлерĕç.
Пуринчен ытларах пĕчĕккисем пукане театрĕн артисчĕсемпе пĕрле юмахсем кăтартни асра юлчĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсем пурте артист пулса курчĕç.
Юлашкинчен «Большие гонки» вăйă ирттертĕмĕр. Кĕçĕнннисем – хăйле, аслăраххисем – хăйле. Савăнăçлă вăйăсене ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ. Никам та ывăннине туймарĕ.
 
 
Майна районĕ.
 
: 741, Хаçат: 49 (1141), Категори: Cамрaксен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: