Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ирçел шкулĕнче вĕренекенсем ташă-юрă енчен уйрăмах палăраççĕ. Шкулти ташă кружокне кунта вунă çул ытла Оксана Александровна Мещанинова ертсе пырать. Хальхи ташă ушкăнĕнче - Катя Столярова, Наталия Моисеева, Анжела Мещанинова, Ольга Крыш, Ангелина Адамова. Хĕрсенчен нумайăшĕ кружока пуçламăш класранах çӳреме тытăннă.
-Эпир ташлама, ушкăнпа тĕрлĕрен конкурссемпе фестивальсене çӳреме питĕ юрататпăр,- каласа параççĕ хĕрсем. - Шкулти, районти, облаçри нумай мероприятисене хутшăнатпăр. Районти “Чăваш ачи, сассуна пар”, “Чĕмпĕр олимпĕ” конкурссенче пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. “Чĕмпĕр олимпĕнче” виççĕмĕш вырăн илтĕмĕр. Шкулта Вĕрентӳçĕсен, Ваттисен кунĕсенче концерт лартрăмăр. Уйрăмах ватă çынсем кăмăллăн йышăнаççĕ пире. Хăшĕсем шывланнă куçĕсене шăлаççĕ, - каласа параççĕ хĕрсем.
Ирçелсене районти мероприятисене илемлетме те чĕнеççĕ: “Ученик года”, “Учитель года”, “Сарпике”. Нумаях пулмасть вара газовиксем хăйсен уявне чĕннĕ. Ташăçăсен ушкăнĕ параппан çапса уява савăнăç кĕртнĕ.
Кашни ташă валли ятарлă тум кирлĕ. Шкулти ташă ансамблĕн вара вунă ытла тум пур. Кашни тумне хĕрсем хăйсем килĕсенче çĕленĕ.
-Тум валли материал илме пире директор укçа парать. Шкулта кашни хĕр валли выкройка тăватпăр та килĕсене çĕлеме парса яратпăр. Паллах, вĕсене ĕçе вĕçне çитерме амăшĕсем пулăшаççĕ. Çапла кашни хĕрĕн костюм пур, - каласа парать Оксана Александровна.
Ташă ушкăнне çӳрекен хĕрсем вĕренӳре те пултаруллă. Начар вĕренсен ташласа çӳреме те намăс. Пирĕншĕн пĕрремĕш вырăнта вĕренӳ, - теççĕ вĕсем.
Репетици вăхăтĕнче ташă хусканăвĕсене вĕçне çитиччен вĕренсе çитерейменни те пулкалать. Кун пек чухне кӳршĕллĕ пурăнакан хĕрсем уроксене туса пĕтерсен репетицие малалла тăсаççĕ.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 797, Хаçат: 49 (1141), Категори: Cамрaксен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: