Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашкасси ялĕн Культура керменне пырса кĕрсен кашнинчех эп ентешсемшĕн савăнатăп, ваттине те, вĕттине те ырăпа ăмсанатăп. Пуринчен малтан ял ĕçченĕсен библиотекăна çӳреме май пурришĕн. Хăш-пĕр ялта паян клуб çукки чăн-чăн инкек.
 
Библиотека ĕлĕкрен культурăпа ăс-хакăл вучахĕ пулнă. Кĕнеке çӳлĕкĕсемпе тултарнă çурта шурсухалсем канашлама, çивĕч ыйтусене сӳтсе явма пухăннă, вĕтĕр-шакăр черет тăрсах кĕнекесем илсе вуланă. Ял библиотекин тĕп тивĕçĕ паян та çаплах тăрса юлнă.
Чăвашкасси хыпарне пĕлме халăх паян та пĕлӳ тĕнчине — пирĕн мăн-мăн асаттесемпе пĕр çулхи саралнă кивĕ кĕнекесемпе тата типографи сăрĕ те типсе пĕтеймен çĕнĕ кăларăмсемпе паллаштаракан асамлă çурта — çӳреççĕ. Вĕсене вара тарават кил хуçи Ольга Ванюшкина кĕтсе илет. Яланах çĕкленӳллĕ хавас кăмăлпа, ырă чĕрепе пулăшма васкать.
Вун тăххăрти пике тăван ялĕнче 1969 çулта пуçласа библиотекăра ĕçлеме пултарни хăех малĕмĕтлĕ Ольга Александрова-Ванюшк инан çирĕп кăмăл-туйăмĕ пирки калать. «Чи малтан бибколлектортан 1000 кĕнеке пачĕç, – аса илет çул пуçламăшне вулавăш ĕçченĕ. – Чăвашкассинче ун чухне пин çын пурăнатчĕ. Ял кĕрлесе тăратчĕ. Библиотека вырнаçнă кивĕ çурт пĕрре те пушă тăман ун чухне. Тĕрлĕ тематика каçĕсем, кĕнеке сумне çĕклекен интереслĕ каçсем ирттереттĕм. Пирĕн вулавăшра пултаруллă чăваш поэчĕсемпе çыравçисем те час-часах хăнара пулатчĕç. 1987 çулхи çĕнĕ çул умĕн эпир çĕнĕ çурта – ялти тин çеç уçăлнă Культура керменне – куçрăмăр. Тавах пурне те: пирĕнпе юнашар ĕçлекенсене, пирĕн вăя шанакансене. Уйрăмах пысăк тав Чăнлă районĕнчи тĕп библиотека тытăмĕн директорне Анфиса Владимировна Клопкована пире май килнĕ таран пулăшса, хавхалантарса пынăшăн. Çĕнĕ кĕнекесем, хаçат-журнал эпир ун урлă илетпĕр. Чăнлă район администрацийĕ пире «Канаш» çырăнтарса парать. Ентешсем валли Шупашкарта тухакан чăвашла хаçат-журнал илсе тăратăп. Ачасем те, çитĕннисем те кăмăллă».
Чăвашкасси вулавăшĕнче паян 400 чăваш кĕнеки. Ялта вара 400 ытларах çын пурăнать. Шел, пушă çуртсен хисепĕ ӳссех пырать. Апла пулин те ыррине кĕтме шанăç пур-ха. Ялта шкул, ун çумĕнче пуян музей пур, Культура керменĕ ĕçлет, библиотека пурне те хапăл, тăван кĕтесре тымар янă çамрăк çемьесем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси ялĕ.
 
: 1201, Хаçат: 49 (1141), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: