Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем районти, облаçри, Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнипе пĕр хутчен кăна палăрман. Тĕслĕхрен, Анна Буркина малтан районти “Сарпикере” çĕнтерсе Мускаври “Раççей чăваш пики” конкурсра та пĕрремĕш пулчĕ. Облаçри ачасен “Путене”, “Чăваш шăпчăкĕ” конкурссенчен те ирçелсем хальччен призлă вырăнсăр таврăнман. Чи лайăх вĕрентекенсем, чи лайăх класс кабинечĕсем, Президент премине илекенсем, чи лайăх вĕренекенсем – Ирçел шкулĕнчен. Çакăн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?
Ваттисем пĕччен пуç пĕшкĕнет, ушкăн йыш ут утланать тенĕ. Ирçел шкул коллективĕ çак сăмаха тĕпе хурса ĕçлет. Вĕсен ăнăçлăхĕн вăрттăнлăхĕ - коллектив туслăхĕнче.
Илемлĕ те таса, çутă, ăшă Ирçел шкулĕ. Юрий Горячев вăхăтĕнчех кунта газ кĕртнĕ. Çулсерен шкул çумĕнчи çĕр лаптăкĕнче пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Кăçал ачасемпе вĕрентӳçĕсем лартса ӳстернĕ хăяр, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, купăста столовăйра çулталăк апатлантарма çитет, апат хакне 15 тенке çити чакарма май парать.
Вунçичĕ çул шкула Валерий Михайлович Горбунов ертсе пырать. Вĕрентӳçĕ ĕçне вăл 1976 çулта кӳлĕннĕ, физкультурăпа вĕрентнĕ, кайран НВП предметне илсе пынă. Ульяновскри педуниверситетăн естество тата географи факультетне пĕтернĕ. Шкул ĕçне пур енчен те лайăх пĕлет. Коллектив та, ачасем те ăна хисеплеççĕ.
-Пирĕн коллективра 22 вĕрентӳçĕ. Уявсене, тĕрлĕ ăмăртусене пĕтĕм коллективпа хатĕрленетпĕр. Ашшĕ-амăшĕ те ялан пулăшу аллине тăсать. Çавăнпа та çитĕнӳсем пур. Ачасем те пирĕн пултаруллă. Нумай шкулта вĕренекенсем сахалланса пыраççĕ пулсан пирĕн йыш ӳссе пырать. Иртнĕ çул 93 ачаччĕ, малтанхи çул – 87. Кăçал 96 ача вĕренет. Вунпĕрмĕш класра çиччĕн вĕренеççĕ, пĕрремĕшне вуниккĕн килчĕç, - каласа парать директор.
Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче пилĕк ача шкул пĕтернĕ. Вĕсем ултă предметпа экзамен тытнă. ЕГЭ кăтартăвĕпе савăнмалли пур: вырăс чĕлхипе вăтам балл 60,2 , математикăпа – 55,4. Вырăс чĕлхипе Александра Мясникова 81 балл пухма пултарнă. Районта иккĕмĕш кăтарту. Математикăпа чи пысăк балл – 68.
Районти ЕГЭн вăтам кăтартăвĕсене илсен ирçелсем географи (79 балл), литература (61) тата математика (55,4) предмечĕсемпе чи пысăк балл пухнисем.
Шкул пĕтерекенсем ылтăн медаль илмен пулин те иккĕшĕн аттестачĕ çинче “пиллĕк” паллăсем кăна – Татьяна Буркинапа Александра Мясникован.
Вĕрентӳçĕсен çитĕнĕвĕсем пирки те каламаллах. Вырăс чĕлхипе литературине илсе пыракан Людмила Буркина районти “Çулталăк вĕрентӳçи” конкурсра çĕнтерсе облаçа хутшăннă. Кунта 40 çын хушшинче тупăшса лауреат ятне тивĕçнĕ. Надежда Сайгушева тăван чĕлхепе литература кабинечĕсен облаçри конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Шкул малтан районти, унтан облаçри ял шкулĕсем хушшинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ шкулĕсене область бюджетĕнчен субсиди памалли конкурса хутшăнать. Унта шкул чăннипе мĕнле ĕçленине хаклаççĕ, чи лайăх ĕçлекенсене хавхалантарса субсиди параççĕ. Ирçел шкулĕ районта виççĕмĕш вырăна тухать, облаçри 206 шкул хушшинче – 30-мĕшне. Уншăн вĕсене 390 пин укçа уйăрма палăртнă. Çак укçапа вырăс чĕлхи пӳлĕмĕ валли оборудовани, компьютерсем, принтер, видеокамера, спорт инвентарĕсем туянма килĕшӳ тунă.
-Пирĕн шкулта темиçе çул ĕнтĕ район центрĕ çумĕнчи "Ачасен спорт шкулĕ" ĕçлет. Вячеслав Тражуков тренер 2001 çултанпах ирĕклĕ кĕрешӳ секцине ертсе пырать. Унăн воспитанникĕсем – тĕнче шайĕнчи ăмăртусен призёрĕсем. Халĕ те икĕ ушкăн – 25-30 ача – çӳрет Вячеслав Александрович патне. Шупашкарта Атăлçи Федераллă округри ăмăрту иртрĕ. Унта пирĕн ачасем те хутшăнчĕç. Улттăмĕш класра вĕренекен Ангелина Топтыгина виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, - каласа парать Валерий Михайлович.
Ял администрацийĕ палăртнă мероприятисем те шкул пулăшăвĕсĕр йĕркеленеймеççĕ. Ватăсен кунĕнче саламламалла-и, çĕр ĕçченĕсен кунĕ-и – пур уява та шкула пуçтарăнаççĕ. Ачасем халăха яланах концерт кăтартса савăнтараççĕ.
Ял тата шкул вулавăшĕсем те шкул çуртĕнче вырнаçнă. Çуллен “Канаш” хаçата çырăнса подшивка туса пыраççĕ.
 
 
: 1002, Хаçат: 49 (1141), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: