Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Симĕс Ращари хастарсем чăвашсен культура вучахне сӳнме памаççĕ. Тĕрлĕ темăсемпе савăнăçлă мероприятисем йĕркелеççĕ. Культура пайĕ районти чăвашсен Культура кунне Симĕс Ращара ирттерме сĕнсен чăваш хастарĕсем хаваспах килĕшрĕç.
Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче ялти Культура çуртĕнче уяв «Чăвашшăн чăваш – чи хаклă юлташ, юлташ кăна мар – тăван, хурăнташ» девизпа иртрĕ. «5+» паллăпа хакларĕç пирĕн мероприятие район администраци çыннисемпе хăнасем тата курма пынисем.
Уяв ячĕпе саламлама районти ЖКХ пуçлăхĕ В.Н. Ребровский, районти культура пайĕн пуçлăхĕ Т.А. Мошнина пынă. Вĕсем Шумовка ялĕнчи клубăн заведующине Раиса Никонорована тата Симĕс Ращари амбулатори ĕçченне Анна Рухлинана Тав хучĕсем парса чысларĕç.
Уява йĕркелесе ирттерес ĕçĕн сулмаклă пайĕ Культура çурчĕн ертӳçи Л.В. Абрамова çине тиенчĕ темелле. Анчах уяв йăли-йĕркине ĕлĕкхилле — нимелле – мĕнпурĕ кар тăрса ирттертĕмĕр. Зала, сценăна Л.Филиппова, Т. Родионова, А.Рухлина, В Копылова ал ăстисен ĕçĕсемпе (чăваш тумĕсем, тĕрĕллĕ сурпан-тутăр таврашĕ) илемлетрĕмĕр. Курава С. Матросова, О.Филиппова, Л.Овчинникова, В. Данилина пĕçерсе килнĕ хуплу, кукăль, икерчĕ таврашĕ пуянлатрĕ.
Чăваш уявĕ сăрасăр иртмест. Г.Купцовапа Л. Филиппова сăра вĕретсе тухнă. Килте тĕртнĕ кĕпеллĕ, тĕрĕллĕ саппунлă, сурпан сырса хушпу тăхăннă, шур чăлха çине çăпата сырнă Людмила Филиппова курма килнисене юрла-юрла кăпăклă сăрапа сăйларĕ. Ăсанан тăвансене кучченеç тултарса пама та çитрĕ сăри.
Сцена çине ăмăртмалла тенĕ пек пĕрин хыççăн тепри Шумовкăран, Салмановкăран, Ишевкерен (ертӳçи Н. Малышев) килнĕ ушкăнсем тата Симĕс Ращари (ертӳçи Ю. Чернов) артистсем тухса илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕç. Программăн тĕп шăнăрĕ Ульяновскран килнĕ А.Чурбанов ертсе пыракан «Илем» ушкăн пулчĕ.
Уявра аяккинче тăракан пулмарĕ: пурте пĕр кăшăла тăрса ташларĕç, юрларĕç, конкурссемпе аукционсене хутшăнчĕç, савăнчĕç. Курма килнисемпе пĕрле артистсем те ташша çаптарчĕç. Кашнин пичĕ савăнăçпа çиçрĕ.
Шел, куракансем хушшинче те, сцена çинче те шкул ачисем çукчĕ. Ачасем – пирĕн пуласлăх. Вĕсем мар-и-ха пирĕн йăласене упракансем?
Уяв хыççăн çавра сĕтел хушшине ларсан чăваш юхăмне тытса пыракан хастарсем Симĕс Ращара Ульяновск районĕнчи нацисен Туслăх кунне ирттерме сĕнӳ пачĕç. Район администраци çыннисем ку сĕнĕве ырларĕç. Ку хутĕнче кунта тĕпленсе пурăнакан мĕнпур халăх савăнĕ.
 
Ульяновск районĕ.
 
: 957, Хаçат: 49 (1141), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: