Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ХĂЙНЕ ПАЧАХ ТА ШЕЛЛЕМЕСТ
«Ĕç çыннине пуç таяр. Çавна хисеплер. Ĕçпе хăпарса тухнă аллисемпе патшалăха атлант евĕр тытса тăраканни шăпах çавă пулать те ĕнтĕ», - тесе çирĕплетет Анатолий Кибеч çыравçă.
Эпир, журналистсем, нумай чухне хамăр материалсенче çĕршыв наградисене тивĕçнĕ ĕç паттăрĕсем çинчен çырма тăрăшатпăр. Тĕрĕс, вĕсем çинчен çырмаллах. Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула аслă пĕлӳ илейменнисем, хура ĕçрен хăтăлайманнисем, шел, общество тимлĕхне тивĕçеймесĕрех ĕмĕрĕсене ирттереççĕ.
Ольга Карповна Баскакова, 1913 çулта çуралнăскер, Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра ĕмĕрне ирттернĕ. Пĕччен тенĕ пек икĕ хĕре ура çине тăратнă. Пурăннă – çынна курăннă, ачисене çын тăвас тесе ĕмĕрне сысна ферминче ĕçлесе ирттернĕ. Ытла хĕсĕк пурнăç хĕрĕсене те хура ĕç çумне çĕлесе хунă. Вĕсем те пĕлӳ тĕнчине кĕреймен: Лидия, Аслă вăрçă пуçланнă çул çут тĕнчене килнĕскер, колхозра ĕçлесех вилнĕ. Нина, 1950 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕскер, амăшĕн пурнăçне çĕнĕлле пурăнса ирттерет.
Вăл 1965 çулта ял шкулĕнчен 8 класс пĕтерсе тухать те колхоз выльăх-чĕрлĕхĕ валли апат пĕçернĕ çĕре вырнаçать.
- Сивĕ, нӳрлĕ сывлăш, урара – резина калуш е атă, алă сивĕ-вĕри шывра шӳсе каять … - аса илет паян Нина Семёновна Етриванова çак вăхăтсене.
2005 çулччен, тивĕçлĕ канăва кайиччен, вăл ял шкулĕнче тирпей-илем кĕртет, почтальонкăра вăй хурать, ялта вырнаçнă Ульяновск тир-сăран комбиначĕн уйрăмĕнче тапăчкисем çĕлет…
1971 çулхи чӳкĕн 13-мĕшĕнче чăмăртаннă çемьере тăватă ача çитĕнет. Мăшăрĕ, Пётр Владимирович Етриванов, машинапа колхоз пурлăхне турттарнă.
- Манăн пурнăçăм анненнинчен телейлĕрех тесе шутлатăп. Ачамсем çĕршывшăн юрăхлă çынсем пулса çитĕнчĕç. Асли, Марина, Ульяновск механика заводĕнче поварта ĕçлет. Унăн икĕ ывăл çитĕнет. Александр ялта хăйĕн çемйипе тĕпленсе пурăнать. Унăн икĕ хĕр. Мускава вахта меслечĕпе ĕçлеме çӳрет. Владимир та Мускава ĕçе çӳрет. Çемйипе Ульяновскра пурăнать. Унăн пĕр ача. Кĕçĕнни, Андрей, СОБРта (специальный отряд быстрого реагирования) организациллĕ преступноçпа кĕрешет. Чечняра сакăр хут пулса килчĕ ĕнтĕ. Ульяновскра пурăнать. Çемьере икĕ хĕр пĕрчи, - тет Нина Семёновна, Ульяновск облаçĕн Ĕç ветеранĕ, сăпайлăн.
Тĕлĕнмелле çын чăваш хĕрарăмĕ. Ĕмĕрне ырми-канми ĕçлесех ирттерет. Ачисемшĕн çунса сывлăхне пĕтерет, илемне вĕсене парса пурăнать. Сăпайлăх тени вара савăнма та урăхларах савăнтарать. Унăн телейĕ мухтанассинче мар, хăй пурнăç çулĕ çине тăратнă ачисен телейлĕ шăпинче.
 
Чăнлă районĕ,
Çĕнĕ Улхаш ялĕ.
 
: 898, Хаçат: 49 (1141), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: