Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов тата Саккунсем кăларакан Пуху председателĕн çумĕ Тамара Дмитриева облаçри И. Гончаров ячĕллĕ драма театрĕнче регионти илемлĕ сăмах тытăмĕнче ĕçлекен культура деятелĕсемпе – писательсемпе, поэтсемпе, артистсемпе, композиторсемпе, ӳнерçĕсемпе, таврапĕлӳçĕсемпе, журналистсемпе, музей тата вулавăш ĕçченĕсемпе, вырăс чĕлхипе литературин преподавателĕсемпе, студентсемпе тĕл пулчĕ. Ман шутпа, ку облаçри культура пурнăçĕнчи паллă тапхăр пуçламăшĕ.
СССР арканнă хыççăн çĕршывра культура пурнăçĕ çулран-çул шупкаланса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Бюджетра культура валли укçа-тенкĕ çителĕксĕр уйăрни çинчен кам кăна пăшăрханса калаçман-ши? Юлашки вăхăтра влаçра ларакансем калаçуран ĕç çине куçни сисĕнет. Хăйĕн сăмахĕнче Сергей Иванович çакна уйрăмах пусса палăртрĕ.
-Регионри ертӳçĕсем халиччен ытларах çĕршыв экономикине çĕклесе халăх пурнăçне лайăхлатма тĕллев лартнă. Пурнăç çакăн витĕмĕ çителĕксĕр пулнине кăтартса пачĕ. Эпир урăх çул суйласа илтĕмĕр, халăхăн культура шайне тивĕçлĕ шая çĕклесен çех çак ырă тĕллеве туллинрех татса пама май пуррине ăнлантăмăр, - терĕ вăл.
Сергей Морозов пултару интеллигенцине облаçри культура çитĕнĕвĕсем пирки каласа пачĕ, малашнехи плансемпе паллаштарчĕ. “Ульяновск – культурная столица” пулнине федераллă центр та ырлать. Тĕнчери пултарулăх çыннисене пирĕн хулана килсе çӳреме условисем туса пама палăртаççĕ. Çапла пултăр тесен вара, кĕпĕрнаттăр шухăшĕпе, влаçпа интеллигенци хушшинче ăнланулăх пулмалла.
Чĕмпĕр Ен яланах хăйĕн паллă çыннисемпе палăрса тăнă. 2012 çулта Ульяновск облаçĕ ентешĕмĕр Иван Гончаров çуралнăранпа 200 çул çитет. Тĕнчипе паллă романист Чĕмпĕрте çуралнă. Унăн ачалăхĕ кунта иртнĕ. Çитĕнсе çитсен те пĕр хутчен мар килсе кайнă вăл тăван хулине, хăйĕн хайлавĕсенче Раççей пурнăçне питех те тарăннăн, асра юлмалла çырса кăтартма пултарнă. “Обыкновенная история”, “Обрыв”, “Обломов” романĕсемпе “Фрегат Паллада” очерксен кĕнеке ахрăмĕсем пĕтĕм тĕнчипех сарăлнă, вĕсем халĕ те кивелмен. Ульяновск юбилея палăртмалли тĕп вырăнĕ пулать. Савăнăçлă мероприятисем, Раççей Президенчĕ çумĕнчи культура канашĕн “Классическая русская литература как основа классического образования и воспитания” темăпа лару, тĕнче шайĕнчи Гончаров конференцийĕ Ульяновскра пулмалла. Унта хутшăнма халех вунă çĕршыв заявка янă.
2013 çулта СССР халăх художникĕ, СССР патшалăх премийĕсен, Ленин премийĕн лауреачĕ Аркадий Пластов художник-живописец çуралнăранпа 120 çул, 2016 çулта писатель, историк, журналист, критик, Петербургри наука академийĕн хисеплĕ членĕ Николай Карамзин çуралнăранпа 250 çул çитет.
Хăйĕн сăмахĕнче С.И.Морозов çаплах совет çулĕсенче пирĕн тăрăха чапа кăларнă писательсемпе поэтсен ячĕсене те асăнчĕ. Вĕсем – Ф.И.Панфёров, А.Н.Жуков писательсем, Н.Н.Благов поэт. Вĕсен çумне тата вун-вун ят хушма пулать.
Ку енĕпе пирĕн те, чăвашсен, мухтанмалли çук мар. И.Я.Яковлев Аслă Вĕрентекенĕмĕр ячĕ хăех мĕне тăрать. Чăваш çырулăхĕ, культури шăпах авалхи Чĕмпĕрте çуралнă мар-и? Ун хӳттинче çунат сарса чăваш халăхне тĕнчипех чапа кăларнă литературăпа искусство çыннисен – К.В.Иванов, Н.В.Шупуççынни, Трубина Мархви, Ваççа Аниççи писательсемпе поэтсен, Ф.П.Павлов, С.М.Максимов, Г.Г.Лисков композиторсен, СССР Патшалăх тата Ленин премийĕсен лауреачĕн И.И.Корнилов ăсчахăн, профессорăн, В.Л.Садай писателĕн ячĕсене те асăнма пулать.
Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче “Канаш” хаçат çумĕнче “Шевле” литпĕрлешӳ йĕркеленчĕ. Халĕ çĕнĕ ĕмĕрте ӳсеççĕ вĕсем, пирĕн çамрăк хунавсем.
Çак ырă йăла-йĕркене малашне те аталантарса пыма кирли çинчен сăмах пычĕ тĕлпулура. Область правительстви çамрăк талантсене май пур таран аталанма пулăшма шантарчĕ.
-2012 çулта Ульяновск правительстви кĕнеке кăларма 23 миллион тенкĕ уйăрать. Николай Благов ячĕллĕ поэзи, таврапĕлӳ ĕçĕнчи çитĕнӳсемшĕн Сергей Сытин ячĕллĕ премисем, 50 – 300 пинлĕх тĕрлĕ номинацисенче журналистсен премисене йĕркелĕпĕр, - терĕ кĕпĕрнаттăр.
Тамара Дмитриева пуçтарăннисем умĕнче тухса калаçнă май регионти пултарулăх çыннисене пулăшмалли саккуна улшăнусем кĕртессине пĕлтерчĕ.
-Хисеплĕ ятсемшĕн кашни уйăхрах паракан тӳлеве ӳстерме палăртнă: РСФСР хисеплĕ тата тава тивĕçлĕ художникĕсене, артисчĕсене, архитекторĕсене, культура ĕçченĕсене кашни уйăхрах хушса тӳлемелле: “Халăх” хисеплĕ ята тивĕçнисене - 5 пин тенкĕ, “Тава тивĕçлĕ” ят илнисене – 3 пин тенкĕ. Ульяновск облаçĕн хисеплĕ ячĕсене тивĕçнисене уйăхсерен пĕрер пин тӳлеме палăртнă, - терĕ вăл.
Облаçра Çыравçăсен çурчĕ ĕçлеме пуçламалла. Унта çамрăк хунавсем хăйсен пултарулăхне ӳстерме пултарĕç.
Юлашки вăхăтра культура ыйтăвĕсене облаçра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал тĕнчери “Культура как ресурс модернизации” конгресс, Ульяновск облаçĕнчи культура ĕçченĕсен пĕрремĕш съезчĕ иртнĕ. Валентина Леонтьева ячĕллĕ Пукане театрне, облаçри наука вулавăшне, облаçри тата Димитровградри драма театрĕсене тĕпрен юсанă. Нумай культура çуртĕнче, вулавăшра халĕ те юсав ĕçĕсем пыраççĕ. 2012-2016 çулсене культурăна аталантарма 4 миллиард тенкĕ ямалла.
Тĕлпулу вăхăтĕнче унта пулнисем валли облаçри филармонири вĕрсе калакан инструментсен ансамблĕ хăйсен пултарулăхне кăтартрĕ. Драма театрĕн артисчĕсем И.Гончаровăн “Обрыв” романĕ тăрăх лартнă спектакльти пĕр сценăна кăтартса савăнтарчĕç, поэтсем хăйсен сăввисене вуларĕç. Çаплах Ульяновскри писательсен правленийĕн председателĕ О.Г. Шейпак, правительствăра ĕçлекен тӳре-шара сăмахĕсене пĕлме те кăмăллă пулчĕ.
Тĕлпулу вĕçленнĕ хыççăн та çыравçăсен ушкăнĕ саланма васкамарĕ-ха. Вĕсем кунтах залра ларакан кĕпĕрнаттăр тавра пухăнса çĕкленĕ темăна хĕрӳллĕн сӳтсе яврĕç, хăйсен сĕнĕвĕсене пачĕç. Çак тĕлпулăвăн усси куçкĕрет. Эппин, культура ĕçченĕсен пуласлăхĕпе шанчăкĕ пур-ха.
 
: 732, Хаçат: 49 (1141), Категори: Культура

Комментарисем:

Gerrilyn (2016-06-30 16:51:26):
I'm imsedspreĕ You've really raised the bar with thatĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: