Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштавăн 3-мĕшĕнче Ульяновскра регионсем хушшинчи çамрăксен йăлана кĕнĕ 11-мĕш Кĕрешӳ турнирĕ иртрĕ.
Ăна Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнă чăваш просветительне – И.Я.Яковлева халалласа ирттерчĕç. Йĕркелекенсем – Кĕрешӳ федераци предсе-дателĕ В.В. Сафронов, УОЧНКА, И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи (ертӳçи А.А.Мордовкин). Турнир тĕллевĕ çамрăксем хушшинче – сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси.
Кĕрешӳ умĕн УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев, "Эртел" ушкăн арĕ В.А.Фёдоров тухса калаçрĕç, ачасене çитĕнӳсем сунчĕç, УОЧНКА программи тăрăх çакăн пек ăмăртусем кашни çул ирттересси пирки пĕлтерчĕç.
Ăмăртăва пурĕ тĕрлĕ виçе категорипе 60 ача хутшăнчĕ. Чи нумаййисем – Чăнлă районĕнчен (ертӳçи – Б.А.Чернов), Тутарстанран – 24 (ертӳçи И.В.Исаев). Ульяновскри 7-мĕш спорт шкулĕнчен 2 ача хутшăнчĕ. Пĕр хĕрача пулчĕ – Снежана Исаева (Тутарстанри Аслă Аксуран). Вăл 2002 çулхисем хушшинче хăйĕн виçе категорийĕпе кĕрешсе иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Чи мала тухакансене кубоксем, дипломсемпе медальсем парса чысларĕç. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнлисене – дипломсемпе медальсем пачĕç.
Турнир ирттерме укçа парса пулăшакансем чăвашсен "Эртел" ушкăн хастарĕсем – В.А. Фёдоров тата М.В.Селивестров.
 
: 892, Хаçат: 49 (1141), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: